Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каланине (тĕпĕ: калани) more information about the word form can be found here.
Анчах сехмет каланине те ӗненме кирлӗ мар.

Help to translate

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Богданов каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ те «катемпи» сӑмаха леш ырхан хӗрарӑм каланине асӑрхаса илме ӗлкӗрчӗ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах Ҫтаппанӑн хура мӑйӑхлӑ этем сӑмахӗсемпе янӑраса тӑракан хӑлхи крючниксем каланине итлесшӗн те пулмарӗ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Юлашки сӑмахне кам таврӑнасси ҫинчен каланине Анук хӑй те ӑнланаймарӗ.

Help to translate

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Тата, мӑнукӑм, эсӗ пӗлетне «Шухӑшпа пуякан пӑсарлӑхпа ватӑлнӑ» тесе ватӑсем каланине?

Help to translate

Кукамай шӑплӑхӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 116–122 с.

Турра шӗкӗр, кам ҫинчен каланине ҫыннисем пӗлмеҫҫӗ…

Help to translate

Кӗтӳҫӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 90–95 с.

«Тӑранни-мӗнӗ выльӑхӑн ҫав кӑна: килте тӑманни паха», — тесе атте темиҫе каланине те астӑватӑп.

Help to translate

Кӗтӳҫӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 90–95 с.

«Юркка, тӑр, тул ҫутӑлать, кӗтӳрен ҫывӑрса юлан. Вӑхӑтра тӑмасан аҫу кӗрсе пӗҫерккӗ парать…» — анне каланине таҫтан инҫетрен, ыйхӑ чиккинчен илтсе аран-аран вӑрантӑм.

Help to translate

Кӗтӳҫӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 90–95 с.

Те хӗрӗ килтен тухса кайнӑ чухне кунтах вӗренмелли тата ӗҫ тупмалли пирки каланине итлеменшӗн: «Ӑнлантӑн-и, каскӑн, аҫу-аннӳ килӗнчех лайӑх пулнине? Каснӑ ҫӑкӑр чӗлли урӑх ҫыпӑҫмасть», — терӗ.

Help to translate

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Хамӑра та, тен, ытла кӑра тытрӑмӑр, аслисем вӗрентсе каланине вӑхӑтра ӑна илмерӗмӗр.

Help to translate

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

— Аслисем каланине итлемесен, юмах ярса памастӑп, — терӗ Микулай мучи йывӑҫ урипе так-так тутарса сӗтел хушшине пырса ларнӑ май.

Help to translate

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Кӗҫех машинӑсем нӑрӑлла нӑрлатма, улатаккалла шаккама тытӑнаҫҫӗ, калаҫни илтӗнми пулать, ҫумра тӑраканӑн та сассине хӑпартма тивет хӑй мӗн каланине теприне илттерме.

Help to translate

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Гаврил Романович пӗррехинче Иринӑна, ӗҫ-пуҫ малалла та ҫаплах пырсан, ӑна палӑртнинчен пӗр кун маларах вӗҫлеме май пуласса пӗлтерчӗ, каланине вӑрттӑнлӑхра тытма хушрӗ.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Вӑл кӳршӗсем чӗнсе каланине йышӑнма сӗнчӗ.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Хӑй ӗҫ вырӑнӗнче пӑтӑрмаха кӗрсе ӳксе шар курнӑран вӑл асли каланине чӗри ҫумне ҫывӑха илчӗ.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Юрӗ, ҫитӗ, мӗн каланине пурнӑҫла.

Help to translate

Шыракан — тупать // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 41–45 с.

Иван карчӑк каланине аса илет.

Help to translate

Ҫич ураллӑ лаша // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 13–16 с.

Иван яланах карчӑк каланине асра тытать, ҫул ҫинче тӗл пулнӑ чи хаяр та усал тӑшмансене, ҫӗленсене ҫӗнтерсе пырать, ҫичӗ ураллӑ лашана хӑй аллине ярса илет.

Help to translate

Ҫич ураллӑ лаша // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 13–16 с.

Мылов малалла мӗн каланине эпӗ илтсе юлаймарӑм, ман сылтӑм хӑлха патнелле хайхи Ухтеринов хӑйӗн ҫӳхе тутине тӑсрӗ те: — Ха, мӗн хӑтланать Петр Матвеевич, мур илесшӗ, кунӗн-ҫӗрӗн Семен Сергеевич хӳттинче рехетленсе пурӑнать те епле мухтать ӑна, — тесе хучӗ.

Help to translate

Пӗр самантрах… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 6–7 с.

Амӑшӗ ячӗшӗн кӑна ҫапла каланине Раман пӗрре пӑхсах ӑнланчӗ.

Help to translate

40 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed