Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӗнерӗ (тĕпĕ: йӗнер) more information about the word form can be found here.
Вӑл хӗвӗшӳ тапрансанах, учӗ патне чупса пырса, тӗрӗс аллипе йӗнер пӗкечинчен ярса тытнӑ пулнӑ, анчах урипе йӑрана ҫине тӑнӑ кӑна — йӗнерӗ ут хырӑмӗ айнелле шуса кайнӑ.

А он, значит, когда поднялася томаха — к коню, черк целой рукой-то за луку, и только ногой — в стремю, а седло — коню под пузо.

LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ӗнтӗ йӗнерӗ айӗнчи кӗҫҫене те кӑмӑшка шӑрши ҫапрӗ.

Запахом дымки пропитался даже потник на его седле.

XLII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кошевойпа юнашар, драгун йӗнерӗ ҫинче, Штокман силленсе пырать.

Рядом с Кошевым трясся в драгунском седле Штокман.

XXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

вахмистр, ҫӗлӗкне хывса, пуҫ тайрӗ, пулӑшнӑшӑн тав турӗ те, йӗнерӗ ҫинче ҫавӑрӑнса, шӑппӑн хушрӗ:

Вахмистр снял шапку, поклонился, поблагодарил помогавших и, поворачиваясь в седле, негромко приказал:

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорий хутор айккинчи пӗччен кил тӗлӗнче йӗнерӗ ҫинчен анчӗ те, утне картишне ҫавӑтса кӗрсе, крыльца умне тӑратрӗ.

Григорий спешился возле стоявшего на отшибе дома, завел во двор, поставил у крыльца коня.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Петро пакета уҫрӗ, йӗнерӗ ҫинче енчен енне тайкаланса, аллинчи хут листине темле йывӑр япала йӑтнӑ пек кӑнтарса тытса, вӑрахчен асапланса вуларӗ.

Петро вскрыл пакет, долго читал его, покачиваясь в седле, натужно, как тяжесть, держа в вытянутой руке лист бумаги.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Казаксем инҫе ҫула тапранса тухни ҫумри хатӗр-хӗтӗрсемпе япалисенченех курӑнать: йӗнер хутаҫҫисем темтепӗр чыхса тултарнипе мӑкӑрӑлнӑ, ут ҫурӑмӗсем ҫинче лӑк-тулли ҫӑксем, кашнин йӗнерӗ хыҫӗнчех типтерлӗн майласа ҫыхнӑ шинелӗсем ҫакӑнса пыраҫҫӗ.

По снаряжению видно было, что шли казаки в дальний путь: сумы седел раздуты от клажи, вьюки набиты, в тороках у каждого заботливо увязана шинель.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑрӑм ҫул ҫинче ҫамрӑк офицер хаклӑ тумтирне йӗркелесе, пурҫӑн чӑлхисене ҫуркаласа пӗтернӗ, йӑлтӑркка пушмакӗсене юрӑхсӑра кӑларнӑ, казаксен хытӑ йӗнерӗ урисене юн тухиччен хырса пӗтернӗ.

Обтрепал за долгую дорогу офицер дорогой мундир, изодрал шелковые чулки, испортил лаковые башмаки, о жесткое казачье седло до крови натер себе ноги.

«Шӑршлӑскер» // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Григорий лашине ун ҫине тытрӗ; суранӗ ҫинчен манса кайса, йӗнерӗ ҫинчен сикрӗ те пӗҫҫинче чӑтма ҫук ыратса килнипе месерле йӑванса кайрӗ.

Григорий тронул к нему коня, прыгнул, забыв про рану, с седла и, простреленный болью, упал навзничь.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Голубов йӗнерӗ ҫинче шиклӗн йӑшаланса илчӗ те, сакӑл ураллӑ ҫӳллӗ урхамахне чӑпӑрккипе хӗрхенмесӗр ҫунтарса, малалла сиктерсе кайрӗ.

 — Голубов испуганно крутнулся в седле и поскакал, нещадно рубя плетью высокого белоногого коня.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Йӗнерӗ ҫинчен анса ӗлкӗреймен — эрех ыйтать.

— Еще и с седла не слез, а уже о вине осведомился.

XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Аван-и, сывӑ-и, Устьневинецсем! — кӑштах хӑрӑлтатакан мӑн сасӑпа саламларӗ Никита Никитич, йӗнерӗ ҫинчен мӑнаҫлӑн пуҫ тайса.

— Здорово булы, устьневинцы! — хриповатым басом приветствовал Никита Никитич, важно откинувшись на седле.

XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Лагутин йӗнерӗ ҫинчен ҫиҫӗм пек хӑвӑрт сиксе анчӗ те — тӳрех Листницкий патне.

Лагутин — с седла долой, к Листницкому.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Аржанов, хайхи ҫыннӑн кӗпе ҫухавине аллинчен ярса, йӗнерӗ ҫинчен сиксе анчӗ те пӗррех ӑна пит урлӑ янклаттарса ячӗ.

Аржанов прыгнул с седла, — выпустив из рук воротник пойманного, с маху ударил того по лицу.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хӑйӗн кӑмӑлӗпе чун-чӗрине итлесе, Григорий лашине хӑвӑрт каялла ҫавӑрать те йывӑҫ тӗмӗ патне сиктерсе ҫитет, утне чарса тӑратма ӗлкӗричченех йӗнерӗ ҫинчен сиксе анать.

Подчиняясь сердцу, Григорий крутнул коня и подскакал к кусту, на ходу спрыгнув.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ӑна вӑл кӗркуннехи самӑр такана ҫӗкленӗ пек ҫӗклесе йӗнерӗ урлӑ ҫавӑрса хурать те, ҫул тӑршшӗпех этем пӑх-шӑкӗн усал шӑршине тата хӑранипе лачкам йӗпе пулнӑ офицерӑн тулли ӳчӗ тӑрлатса чӗтренине туйса, сиккипех хӑйӗн взводне таврӑнать.

Как барана, вскидывает его поперек седла, скачет, все время ощущая противный запах человеческого кала, исходивший от офицера, и дрожь полного, мокрого от страха тела.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Малта Тӗве-ту курӑнса кайрӗ, газик ун йӗнерӗ урлӑ каҫса кайса сад-пахчисене ҫутатса ярсан, Сергей ыйӑха путнӑ станицӑна пӑхса: «Пятигорска та кайӑп, пур ҫӗре те ҫитӗп, кирлӗ пулсан», — тесе шухӑшларӗ.

Впереди показалась Верблюд-гора, Газик перевалил через седловину, и струи света осветили сады, Сергей смотрел на спящую внизу станицу и думал: «Побываю и в Пятигорске, всюду побываю, если это нужно будет».

XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сӑнӑ тыткалама вӗренеҫҫӗ, казак йӗнерӗ ҫинче ларма хӑнӑхаҫҫӗ.

Учатся пикой владеть, в казацком седле держаться.

Ҫӗлӗк // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Вахмистр Чеботарёв ут ҫинчен сиксе анчӗ те, ӑна хӑйӗн йӗнерӗ ҫине илсе, каялла вӗҫтерчӗ.

Вахмистр Чеботарев, соскочив с коня, схватил Листницкого, взвалил на седло, ускакал.

22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Силантьев йӗнерӗ ҫинче сиксе илчӗ те ҫӗре персе анчӗ, аллисемпе сенкер инҫете тытса ыталасшӑн пулнӑ пек тапӑлтатса илчӗ…

Подпрыгнув на седле, Силантьев падал, ловил, обнимал руками голубую даль…

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed