Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хорунжийӗн йӗнерӗ ҫумӗнче вӑл тыткӑна илнисене ҫыхма илсе ҫӳренӗ пурҫӑн шнур пуррине курсан, Остап ҫавӑнтах ӑна салтрӗ те, ун аллипе урине хӑйӗн шнурӗпех ҫыхса лартрӗ, кантӑра вӗҫне йӗнертен ҫыхса хорунжие хир тӑрӑх сӗтӗрсе кайрӗ.
VII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
— Казаксенчен пӗрин йӗнерӗ ҫумне ҫакса янӑччӗ, — терӗ Демин.
«Эпӗ — Чапаев!» // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
Часах ак кинемей кӗлетрен ӗхлетсе тухрӗ, ҫине вӑл таткаланнӑ пускӑчлӑ авалхи йӗнер ҫӗкленӗ, йӗнерӗ ҫинче пистолетсем чикмелли сӑтӑрӑлса пӗтнӗ сӑран йӗнӗсем пур, тахҫан хӑмач тӗслӗ пулнӑ пӑхӑр тӳмеллӗ ҫурӑмсарлӑхне ылттӑнпа тӗрсе ҫӗлетнӗ.
II сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Анчах та, Лосьпа Гусев ун еннелле утма пуҫласанах, йӗнерӗ ҫине йывӑррӑн сиксе хӑпарчӗ, унтан вӑрӑм пӳрнипе юнарӗ, чупса каймасӑрах вӗҫсе ҫӗкленсе каллех ҫӗре анса ларчӗ, чӑйӑлти-йӑнкӑрти, ҫинҫе сассипе татах кӑшкӑрашать, хуҫса пӗтернӗ ӳсен-тӑран ҫинелле кӑтартать.
Марс // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Халӗ этем евӗрлӗ чӗр чун уҫӑмлӑн курӑнать, вӑл вӗҫев аппарачӗн йӗнерӗ ҫинче иккен.Теперь ясно было видно человекообразное существо, сидящее в седле летательного аппарата.
Марс // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Унтан, урине Тюфяевӑн чӗркуҫҫийӗ ҫине пусса, йӗнер ҫине сиксе хӑпаратчӗ, лаши вара мӑнкӑмӑллӑн ташласа дамбӑпа уттаратчӗ; дама йӗнерӗ ҫумне ҫыпӑҫӑнса ларнӑ пекех ун ҫумне тӗреклӗн ларса пыратчӗ.
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Анчах манах унтан юлман; вӑл уксахласа йӗнерӗ ҫумӗнчех пынӑ, пашана темӗн кӑшкӑрса, ӑна хутланӑ хут татӑкӗ панӑ.
Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Хаецкин йӗнерӗ ҫумӗнче пӗчӗк черешня…
XXVII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Хӑйӗн йӗнерӗ ҫинче салхуллӑн хутланса ларакан Казаков лашасене уттарса пыма хушрӗ.Казаков, настороженно съежившись в своем седле, приказал товарищам пустить коней шагом.
XXVI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Унӑн ӗҫре хуралса хытнӑ алли Хоман йӗнерӗ ҫинче лӑпкӑн выртать.Его грязная, огрубевшая в работе рука спокойно лежала на седле Хомы.
XXV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Кавӗрле мучи хыҫалта пыраканнин йӗнерӗ ҫинчи юнпа лапӑртаннӑ сарӑ кӗрӗк шурӑ ҫӳҫлӗ продотрядникӑн пулнине тавҫӑрса илчӗ.В тороках последнего угадал Гаврила желтую, в кровяных узорах дубленку белокурого.
Ют юн // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Ют юн. — Тӑван Атӑл, 1965, 3№, 82–91 с.
Эпӗ ӑна хӑйӗн лаши ҫине лартма хӑтланса пӑхрӑм, анчах йӗнерӗ ҫителӗклех тарӑн пулмарӗ.
ХСIV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Лаша, йӗнерӗ, йӑрӑмлӑ серапэ, пӗлӗт пек ҫутӑ кӑвак блузӑпа ҫавӑн пекех брюки, тата пуҫӗ ҫинчи шлепки те — ҫавна пурне те вӑл палланӑ.
LХХV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Йӗнерӗ, серапэ — пурте унӑн.
LXXIV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Зеб хӑй йӗнерӗ ҫумӗнчен лассо вӗҫертсе илнӗ, турӑ лашана мӑйӗнчен ункӑласа илнӗ те кантрана тепӗр вӗҫӗнчен туртӑнтарса лартнӑ.Зеб снял со своего седла лассо, набросил петлю на шею гнедого и потянул веревку за другой конец.
LXXI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Луиза аран ҫеҫ хӑй йӗнерӗ ҫине улӑхса ларчӗ.
XLIX сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Лаша хӑй йӗнерӗ ҫинче юнланса тавӑрӑнни ҫеҫ?
ХLVI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Тутарсем ӑна тытнӑ та, йӗнерӗ ҫумӗнчи сыхшӑн илнӗ хырӑмсалахӗсене салтса илсе, аллисене тутарла тӗвӗпе хыҫалалла туртса ҫыхнӑ.
1 // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Пӗтӗм кӗлетки, урисем, йӗнерӗ ҫинче — пур ҫӗрте те хытса ларнӑ хура юн тумхахӗсем пулнӑ.Весь корпус, ноги, седло — все было в темных пятнах запекшейся крови.
XXXVII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Витере эпӗ ун лашине тупмарӑм, йӗнерӗ те ҫук, йӗвенӗ те ҫук, мистер Генри те ҫук.Лошади его я там не нашел, и седла нет, и уздечки нет, и массы Генри нет.
XXXVII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.