Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ярса пусмассерен тулли ура хырӑмӗ ҫинче сарӑ ука тек пӗрчисем йӑлтӑртатса илеҫҫӗ.
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.
Халӗ ак тӗкӗр пек йӑлтӑртатса тӑракан чул стенасене, ҫӗр айӗнче те кӑнтӑрлахи пек ҫутӑ ӳкерекен лампочкӑсене курнипе куҫ-пуҫӗ алчӑрсах кайрӗ ун.
Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.
Йӗпеннӗ каскӑсем йӑлтӑртатса ҫуталчӗҫ, юнгштурмовкӑсем ешӗл-симӗссӗн курӑнса кайрӗҫ.
IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Йӑлтӑртатса тӑракан хура кримплен костюм.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
— Килте, холодильникре, тахҫантанпах литр эрех йӑлтӑртатса ларать, хальччен вӑл коньяк тутиех калакан пулчӗ пуль, — шӳтлӗнрех сӑмах хушрӗ Таранов.
6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Унӑн кӑкӑрӗ ҫинче икӗ Хӗрлӗ Ялав орденӗ йӑлтӑртатса тӑраҫҫӗ, сылтӑм енче ҫӗр хутчен параппотпа сикнине кӑтартакан значок.
Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.
Унӑн вӗтӗ ҫулҫисем хӗвел ҫутинче сип-симӗс, йӑлтӑртатса курӑнаҫҫӗ.
Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.
Нина куҫӗсенче ҫутӑ куҫҫуль, ҫамрӑклӑхри пӗрремӗш телей куҫҫулӗ, йӑлтӑртатса шӑранчӗ.
Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.
Унӑн пичӗ ҫинче ҫумӑр тумламӗсем йӑлтӑртатса тӑратчӗҫ, йӗпеннӗ ҫӳҫӗн пӗр пайӑрки косынка айӗнчен ҫамки ҫинелле шуса аннӑччӗ…
Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.
Картун таврашӗнчи хыр пӗренисем ҫав ҫутӑпа темле, ирӗлнӗ пек, ҫемҫен йӑлтӑртатса выртатчӗҫ.
Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.
Чӳречесене илемлӗ чӗнтӗр карнӑ; урайӗ йӑлтӑртатса ҫеҫ тӑрать — сӑрланӑ.
Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.
Ҫавӑн чухне мӗнпур ҫутҫанталӑк: хирсем те, вӑрмансем те, ялсем те, хуласем те, уйӑх ҫутинче кӑваккӑн йӑлтӑртатса юхакан юханшывсемпе пин-пин ҫӑлтӑрлӑ тӳпе те, — пурте, пурте этем чунӗ ҫинчен, унӑн таса юратӑвӗ ҫинчен асамлӑ юрӑ юрланӑ пек туйӑнчӗ…
Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.
Атӑл урлӑ паром каҫать, шыв айӗнче унран юлмасӑр хӗрлӗ, симӗс, сарӑ ҫутӑсемпе йӑлтӑртатса, унӑн тепӗр май ҫаврӑнса ларнӑ кутӑнла мӗлки ишет.
Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.
Унӑн куҫӗсем, спекулянт куҫӗсем евӗр, йӑлтӑртатса, ҫулланса кайнӑ пек курӑнчӗҫ мана.
Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.
Вӑрманта каллех хӗвел йӑлтӑртатса пӑхать, кайӑксем чӗвӗлтетсе юрлаҫҫӗ, хитре хӗрсем, юрла-юрла, ҫӗнӗ вӑрмансем лартса ӳстереҫҫӗ.
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Йывӑҫ ҫулҫисем унӑн ҫутинче йӑлтӑртатса курӑнаҫҫӗ, вӗсем те пӗрре те хускалмаҫҫӗ.
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Сӗтел патне Сардимиров йӑлтӑртатса тухрӗ: яп-яка хырӑннӑ, хӳхӗм тумланнӑ — унӑн ҫи-пуҫӗпе сӑн-питӗнче пӗр кӑлтӑк та тупаймӑн.
11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Ҫавӑн ҫинчен каланӑ чух сӑн-пичӗ ҫурхи хӗвел пекех йӑлтӑртатса илчӗ.
10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Кил картине вӑл асамат кӗперӗ пек йӑлтӑртатса кӗчӗ тейӗн: нихҫанхинчен хӳхӗмрех, янкӑсрах тумланнӑ.
9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Ҫав вӑхӑтрах тата таҫта, инҫетре-инҫетре, чӑн-чӑн аслати хуллен-хуллен кӗмсӗртетрӗ, мал енчи вӑрман тӑррине чӗнтӗрлетсе шевле йӑлтӑртатса сӳнчӗ.
8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.