Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сӑмах май, асӑннӑ йыш унччен тата та пысӑкрах пулнӑ.
Сывлӑхран хакли ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№
Ҫирӗп йыш пулнӑ, иерархи тытӑмне те тӗплӗ йӗркеленӗ.
Саккунсӑр услам — ҫӗр-ҫӗр миллион тенкӗ // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№
Йыш пысӑк маррин тепӗр ырӑ енӗ — ачасем туслӑ пулни.
Техника - нумай, ача-пӑча вара... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№
33. Вара, халӑхсем пурте Унӑн сассине илтсен, кашниех хӑйӗн ҫӗршывӗнче пӗр-пӗрин хушшинче пыракан вӑрҫа пӑрахса хӑварӗ те, 34. имсӗр-сумсӑр йыш пӗр ушкӑна пуҫтарӑнӗ — пурте пӗрле кайса, Ӑна ҫӗнтерес тейӗҫ.
3 Езд 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Ҫакӑн пек пысӑк йыш, ҫакӑн пек эшкер шавне, кӑралпа кӗмсӗртеттерсе пынине илтсе пурте хӑраса ӳкнӗ, мӗншӗн тесессӗн ҫарӗ ку питех те пысӑк та вӑйлӑскер пулнӑ.
1 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Хӗҫрен хӑтӑлса юлнӑ пӗчӗк йыш анчах Египет ҫӗрӗнчен Иудея ҫӗрне таврӑнӗ, вара Египета пурӑнас тесе кайнӑ Иудейӑн юлашки ҫыннисем камӑн сӑмахӗ тӳрре тухнине пӗлсе илӗҫ: Манӑн сӑмахӑм-и, вӗсен-и. 29. Эпӗ сире ҫак вырӑнта хаса парассине пӗлтерсе сире хӑват палли кӑтартатӑп: Манӑн сӑмахӑмсем тӳрре тухасса, сире вилӗм ҫитессе пӗлсех тӑрӑр.
Иер 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эпӗ вӗсене ҫурҫӗрти ҫӗршывран илсе килӗп, вӗсене ҫӗрӗн мӗнпур кӗтессинчен пуҫтарӑп; суккӑрри те, уксаххи те, йывӑр хӗрарӑм та, ҫуратакан арӑм та — питех те пысӑк йыш таврӑнӗ кунта.
Иер 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Хула халӑхӗ ҫинчен усал ан шухӑшла, йыш умӗнче чысна ан ҫухат.7. Не греши против городского общества, и не роняй себя пред народом.
Сир 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Лавӗсене турттарма вӑл темӗн чухлӗ тӗве, ашак тата мул илнӗ, апат-ҫимӗҫ валли илнӗ сурӑхсен, вӑкӑрсен тата качакасен вара шучӗ те пулман, 18. пур йыш валли апат-ҫимӗҫ те чылай пулнӑ, тата патша ҫуртӗнчен питӗ нумай ылтӑн-кӗмӗл илнӗ.
Иудифь 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
60. Унчченхи Ҫурта курнӑ ватӑ священниксем, левитсем, ӑру пуҫлӑхӗсем халӗ ҫӗнни патне йӗрсе те хыттӑн хӳхлесе пынӑ, 61. нумайӑшӗ вара трупа кӑшкӑртнӑ, савӑнса-хӗпӗртесе хыттӑн кӑшкӑра-кӑшкӑра янӑ, 62. пухӑннӑ йыш кӑшкӑртакан трупасен сасси аякка-аякка саланнӑ пулин те, халӑх хӳхленипе ҫынсем трупасен сассине илтеймен.
2 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Иудейсем ӗнтӗ пушхирти сӑрт патне ҫитнӗ; шутсӑр пысӑк йыш тӑнӑ енне пӑхаҫҫӗ те, акӑ унта — вилесем ҫеҫ выртаҫҫӗ, вӗсем хушшинче пӗр чӗрӗ чун та ҫук.
2 Ҫулс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Иосиф ывӑлӗсем Иисуса каланӑ: Ҫӳлхуҫа пилленипе пирӗн йыш питӗ пысӑк, эппин, мӗншӗн-ха эсӗ пире пӗр шӑпа, пӗр пай анчах уйӑрса патӑн? тенӗ.
Нав 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Шӑпах — вӑйпитти йыш, вӗсене усаллинчен упрамашкӑн влаҫӑн хӑйӗнчен килнине пӗтӗмпех тума тӑрӑшмалла.
Наркотиксенчен «тасисем» — сакӑр район кӑна // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Юлашки пилӗк ҫулта йыш тата 43 членпа ӳснӗ.
Савӑнӑҫ, киленӗҫ кӳрекенсем // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Ҫав вӑхӑтрах пысӑк йыш, коллектив ҫине таянса ӗҫленине нимӗн те ҫитмест.
Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17
Кӑҫал республикӑра 127 пин ача пӗлӳ илет, 2020 ҫул тӗлне вара ҫак йыш 155 пине ҫити таран ӳсмелле.
Тӗп тӗллев — ачасене тивӗҫлӗ пӗлӳ парасси // Владимир Иванов. «Авангард», 2016, пуш, 11
Йыш пӗчӗкрех пулассипе килӗшме тиветех ӗнтӗ, ҫапах ял хуҫалӑхӗ пӗчӗккӗн вӑй илнӗ май /ҫакӑн паллисем пур. Ютран, чикӗ леш енчен, кӳрекен апат-ҫимӗҫ самаях хӗсӗннӗ май патшалӑх тинех хамӑрӑн хресчен еннелле ҫаврӑнчӗ пек туйӑнать/ ял та ура ҫине тӑратех.
Хула яла парăнтарасшăн // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№
Халь ялта условисем те аван ӗнтӗ: газ кӗртнӗ - каланкка хутса нушаланмалла мар, шыв та пур - пӳртех кӗртме пулать, нумай ҫӗрте асфальт яла кӑна ҫитмест, ӑна урамсене те сарнӑ - пурпӗрех вӑйпитти йыш юталлах туртӑнать.
Хула яла парăнтарасшăн // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№
Пирӗн Чӑрӑшкассисемпе Хурӑнлӑхсенче иртнӗ ҫул пуҫламӑшӗнчен тытӑнса йыш 7,8 пин ҫын ытла чакнӑ!
Хула яла парăнтарасшăн // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№
Вӑл Патшалӑх Канашӗн хоккей командинче тулли йыш валли темиҫе ҫын ҫитменни ҫинчен каларӗ, Молякова командӑна хутшӑнма чӗнчӗ: «Пирӗн вратарь ҫук - килӗшӗр! Форма туянма укҫа ҫук пулсан - пурте пӗрле укҫа пухса туянса парӑпӑр!»
«Пыйтлă» çыннăн мунча шухăш // Николай Коновалов. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№