Шырав
Шырав ĕçĕ:
30. Куракан пулнӑ ҫын вӗсене хуравласа каланӑ: ҫакӑнтан тӗлӗнмелле те: Вӑл манӑн куҫӑма уҫрӗ, эсир вара Вӑл ӑҫтан иккенне пӗлместӗр; 31. эпир пӗлетпӗр-ҫке: ҫылӑхлӑ ҫынна Турӑ итлемест; кам Ӑна хисеплет, Унӑн ирӗкне туса пурӑнать, ҫавна итлет; 32. суккӑр ҫуралнӑ ҫыннӑн куҫне кам та пулин уҫнӑ тенине ӗмӗрне те илтмен; 33. Вӑл Турӑран пулмасан, нимӗн тума та пултараймӗччӗ, тенӗ.
Ин 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эпир — Турӑран; Турра пӗлекен пире итлет; кам Турӑран мар, вӑл пире итлемест.6. Мы от Бога; знающий Бога слушает нас; кто не от Бога, тот не слушает нас.
1 Ин 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Каланине итлемест вӑл, ӳкӗтленине йышӑнмасть, Ҫӳлхуҫана шанмасть, хӑйӗн Турри патне ҫывӑхармасть.
Соф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Рехав ывӑлӗн Ионадавӑн ачисем ашшӗ каласа хӑварнӑ ӳкӗте итлеҫҫӗ, Мана вара ҫак халӑх итлемест, 17. ҫавӑншӑн Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: акӑ Эпӗ Иудея ҫине, Иерусалимра пурӑнакансем ҫине вӗсем пирки Хам каласа хунӑ пӗтӗм хӗн-хура ярӑп, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ вӗсене каларӑм — вӗсем итлемерӗҫ, чӗнтӗм — вӗсем хирӗҫ чӗнмерӗҫ.
Иер 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Чурана сӑмахпа тӑна кӗртес ҫук: вӑл сӑмахне ӑнланать, анчах итлемест.19. Словами не научится раб, потому что, хотя он понимает их, но не слушается.
Ытар 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ӑслӑ ывӑл ашшӗ вӗрентсе каланине итлет, чӑрсӑрри вара питленине итлемест.1. Мудрый сын слушает наставление отца, а буйный не слушает обличения.
Ытар 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Камӑн та пулин ывӑлӗ кӑра та чарусӑр пулсассӑн, вӑл ашшӗ каланине те, амӑшӗ каланине те итлемест пулсассӑн, хӑйне ашшӗпе амӑшӗ хаса парсассӑн та вӗсене пӑхӑнмасть пулсассӑн, 19. ӑна ашшӗпе амӑшӗ хӑйсен хулин аслӑ ҫыннисем патне, хӑйсем пурӑнакан вырӑнӑн хапхи патне илсе пыччӑр, 20. унта хуланӑн аслӑ ҫыннисене калаччӑр: «пирӗн ҫак ывӑл кӑра, пӑхӑнмасть, пирӗн сӑмаха итлемест, укҫа салатать, ӗҫкӗҫӗ» теччӗр, 21. вара хула ҫыннисем пурте ӑна чулпа пере-пере вӗлерччӗр; усала хӑвӑр хушшӑртан ҫапла пӗтерсе пыр, вара Израиль ҫыннисем пурте ҫакӑн ҫинчен илтӗҫ те хӑрама пуҫлӗҫ.
Аст 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.