Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илетӗп (тĕпĕ: ил) more information about the word form can be found here.
Ах, тусӑм Шура, ҫӑлтӑр куҫлӑ, уйӑх питлӗ хура Шура, аса илетӗп те ҫав сана, анчах мӗнле калаҫҫӗ-ха: ӗнер вӗҫсе иртнӗ кайӑка паян тытаймӑн…

Help to translate

Тусӑм, эсӗ тусна аса ил… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 207–214 с.

Янахӑма шӑлса илетӗп: эпӗ хам та самай «мӑкланнӑ» иккен-ха.

Help to translate

Тусӑм, эсӗ тусна аса ил… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 207–214 с.

Эй, мӗн каламалли: куллен аса илетӗп эп сана, тусӑм, анчах та ӗнер вӗҫсе иртнӗ кайӑка паян тытма ҫук иккен…

Help to translate

Тусӑм, эсӗ тусна аса ил… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 207–214 с.

Эпӗ хамӑн ҫӳҫе аллӑмпа шӑлса илетӗп

Help to translate

Тусӑм, эсӗ тусна аса ил… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 207–214 с.

«Паллах, вӑй хушсах тӑраҫҫӗ, анчах тепӗр чух вӑй юлманнине туйса илетӗп», - тет ҫамрӑк тренер куларах.

Help to translate

Хӑравҫӑсем футболла вылямаҫҫӗ // Марина ЛЕОНТЬЕВА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/13/hr ... la-vilyama

Шкултан унран маларах таврӑнатӑп та сӗтеле куҫарса лартса купӑса час-часах алла илетӗп.

Help to translate

Геннадий Борисова – 75 ҫул // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/04/1 ... %83%d0%bb/

Кӑштӑрт-кӑштӑрт сенкер шимсӑ тӑхӑннӑ ҫамрӑксене курнӑ-курман, Ваҫук ачам, леш пӑтӑрмаха аса илетӗп.

Help to translate

8 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ҫапла, ир тӑрсан, тахҫанхи йӑлапа, саппун кӗсйине куллен мӗнле те пулин кучченеҫ чиксе хуратӑп та чылайран тин аса илетӗп эсӗ интернатран ҫитӗнсе, вӗҫсе тухса кайнине, кайран тин тӑна пырса кӗрет эсӗ салтакра пурӑнни.

Help to translate

3 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ҫапах та эпӗ ун чухнехи вӑхӑта савӑнсах аса илетӗп.

Help to translate

Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Лайӑхрах тинкеретӗп те ҫав ҫын хамах пулнине тавҫӑрса илетӗп.

Help to translate

Улттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Шухӑша кайса ларакан Петр Семенович ҫине пӑхатӑп та тепӗр ҫынна, Сергей Тихонович Воронцова, аса илетӗп.

Help to translate

Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ӑна эпӗ час-часах аса илетӗп те, куҫ умне вӑрӑм шурӑ кӗпе тӑхӑннӑ Санюк тухса тӑрать, эпӗ унӑн хурлӑхлӑн йӑлтӑртатакан хура куҫӗсене, шурӑ хулпуҫҫийӗсем ҫине йывӑррӑн усӑнса аннӑ хура ҫӳҫне, унӑн кӑкӑрӗ мӗнле пӑлханса ҫӗкленнине куратӑп.

Help to translate

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Эпӗ тӗслӗхшӗн хӑшне-пӗрне ҫеҫ илетӗп.

Help to translate

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Пирӗн те (эпӗ хам ҫулхисене илетӗп) «эпир астӑвасса» теме вӑхӑт ҫитрӗ пулас.

Help to translate

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Кӑшкӑрнӑ май юпа тӑрринче тапӑртатса ташласа илетӗп.

Help to translate

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Ҫири тумтире хывса пӑтаран ҫакнӑ май эпӗ ҫав ҫар ҫынни ҫине пӑхкаласа илетӗп.

Help to translate

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗлсе тӑр, Акулина Филимоновна: тата тепре ӗҫрен пӑрӑнса юлсан, пахчуна ҫӗрулми-мӗнӗпех кастарса илетӗп!

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ачи-мӗнӗпех качча илетӗп эп ӑна…

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мана Евдокия Ларионовна кӗтсе илетӗп тенӗччӗ, вӑл ҫук.

Help to translate

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Павӑл пӗр хуранне антарма ӗлкӗрнӗ ҫӗре ун патне ашшӗ пычӗ те: — Акӑ мӗн, эсӗ хурансене ҫӗре тарӑнрах алтса пытар. Эпӗ юлашки пирсене кайса илетӗп, — терӗ.

Help to translate

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed