Шырав
Шырав ĕçĕ:
Унтан вӗсем чӗрне вӗҫҫӗн утса тухрӗҫ; сирӗн величествӑн пӳлӗмне тасатма пынӑ пулӗ — эсир ҫывӑрса тӑнӑ тесе шутланӑ ӗнтӗ вӗсем; эсир ҫывӑрса тӑрайманнине пӗлсенех, вӑратса, кансӗрлесе ҫылӑха кӗрес мар тенӗ те хӑвӑртрах шӑвӑнма шутланӑ пулмалла вӗсем.
Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Кайран король тата акӑ мӗн пирки паврама тытӑнчӗ: эхер те ҫак ҫемьен ҫывӑх ҫыннисем паян каҫхи апат тума тата виле ҫинче ларма килсен, вӗсем те, пиччӗшӗн хӗрачисем те питӗ савӑннӑ пулӗччӗҫ, енчен унӑн мӗскӗн пиччӗшӗ, халӗ тупӑкра выртаканскер, калаҫма пултарас пулсан, камӑн ятне асӑнасси паллахчӗ: ку ятсем пурте уншӑн питӗ хаклӑ пулнӑ, вӗсем ҫинчен вӑл ҫырусенче час-часах асӑнатчӗ, акӑ ҫаксем ӗнтӗ вӗсем: унӑн преподобийӗ Гобсон мистер, Лот Хови дьякон, Бен Рэкер мистер, Эбнер Шеклфорд, Леви Белл, Робинсон тухтӑр, вӗсен арӑмӗсем тата тӑлӑх арӑм Бартли.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Ҫапла турӗҫ те вӗсем; манӑн кимӗ ҫине кӗрсе ларсанах эпӗ хӑвӑртрах хамӑр утрав еннелле вӗҫтертӗм, пилӗк минут е вуннӑ иртрӗ-ши, аякра ҫынсем кӑшкӑрни, йытӑсем вӗрни илтӗнчӗ, часах вӗсем ҫырма хӗрне ҫӗмӗрттерсе ҫитрӗҫ, анчах хӑйсене кураймарӑмӑр: ҫыран хӗрринче чарӑнса шырарӗҫ пулас вӗсем, эпир ҫак хушӑра чылай аякка кайма ӗлкӗртӗмӗр, майӗпен сасӑсем те илтӗнми пулчӗҫ; вӑрман тӗлӗнчен иртсе, пысӑк юханшыв ҫине тухнӑ чух пур ҫӗрте те шӑпчӗ; эпир вара утрав патне ишсе пытӑмӑр та ҫӑра тирексен ӑшне кӗрсе пытантӑмӑр, хӑрушлӑх иртрӗ.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Кунтан вӗсем нимӗн те хӑрамаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем ҫанталӑк вӑйӗсене ҫӗнтерме хӑнӑхса ҫитнӗ, вӗсем маориецсемпе тепӗр хут тӗл пуласран анчах хӑраҫҫӗ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
— Вӗсем Англин колонийӗсене ҫитмен, вӗсем пӗр паллӑсӑр ҫухалнӑ, апла пулсан, вӗсен шӑпи те манӑнни пекех пулнӑ тетӗп эпӗ, тӗрӗсрех каласан, вӗсем те туземецсен аллине тыткӑна ҫакланнӑ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Вӗсем хирӗҫ пулас ҫук, вӗсем ман кӑмӑла хирӗҫ нихӑҫан та пыман, эпӗ те ҫав пархатарлӑ туйӑма хирӗҫ тӑраймастӑп, — Эпӗ те аттепе аннене туя хатӗрленме хушатӑп, вӗсем те сан пек кине хирӗҫ пулмӗҫ, — ҫирӗппӗн калать Кирюк.
Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Вӗсем аслӑк айӗнчен тарантас туртса тухрӗҫ, вара вӗсем тарантаспа лашасем патӗнче пӗр сехет ҫурӑ мутасланчӗҫ; вӗсем турта пӑявӗсене е ытлашши пушатса яраҫҫӗ, е ытлашши хытарса хураҫҫӗ.
Тӑнкӑртатать // Василий Хударсем. Тургенев И.С. Тӑнкӑртатать: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 36 с. — 3–27 с.
Вӗсем хӑйсен прависене чӗптӗм те ыттисене памаҫҫӗ, ҫавӑнпа та вӗсем ҫынсен прависене те хисеплеҫҫӗ; вӗсем хӑйсемшӗн тумаллине тума хушаҫҫӗ, ҫавӑнпа хӑйсен ӗҫӗсене те аван туса тӑраҫҫӗ.
X // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
«Сирӗн умӑрта вараланса пӗтнӗ ҫӗтӗк тумтир тӑхӑннӑ чухӑн художник тӑрать, вӑл ҫӑлтӑрсемпе хӗрессем, тӗрлӗрен советниксем хушшинче ҫухалса кайнӑ: художник вӗсем хушшинче тӗрткелешсе ҫӳрет, вӑл чаплӑ ҫынсен таврашӗнче курӑнмасть те, хӑй пике патне туртӑнать, вӗсем ӑна пике патне ҫывхарма памаҫҫӗ, вӗсем, ҫак хӗрессемпе ҫӑлтӑрсем, пике ҫине пӗр хавхаланусӑр, сиввӗн, хӑйсен ылтӑн табакеркисем ҫине пӑхнӑ пек пӑхаҫҫӗ…»
Н. В. Гоголь ҫырнӑ «Петербург повеҫӗсем» // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 147–158 с.
Хӗрарӑм патша ҫапла каланӑ: монарх пуҫ пулса тӑнӑ ҫӗрте чӗрери пархатарлӑ шухӑшсене пусмӑрламаҫҫӗ, этем ӑсӗпе тунӑ чаплӑ ӗҫсене, поэзине тата художествӑна кураймасӑр тӑмаҫҫӗ; пачах урӑхла, уйрӑм монархсем вӗсене хӳтӗлекенсем пулнӑ, Шекспирсемпе Мольерсем монархсен хӳттинче ӗҫлесе чапа тухнӑ, ҫав вӑхӑтрах Дант хӑйӗн республикӑлла тӑван ҫӗршывӗнче кӗтес тупайман; чӑн-чӑн генисем республикӑлла террорпа политикӑлла ирсӗр ӗҫсем пулса иртнӗ вӑхӑтра мар, патшасемпе патшалӑх хӑватлӑ пулнӑ вӑхӑтра ҫуралса тухаҫҫӗ, республика ку тарана ҫитсе те тӗнчене пӗр поэта та парнелемен-ха; поэт-художниксене уйӑрса илме пӗлмелле, мӗншӗн тесен вӗсем никама та пӑлхатмаҫҫӗ, никама та хирӗҫтермеҫҫӗ, чӗрене килӗшӳпе канлӗх кӑна парса тӑраҫҫӗ; ученӑйсем, поэтсем, искусство ҫыннисем вӗсем — императорсен коронинчи бриллиантсем; вӗсем аслӑ государь ӗмӗрне илемлетсе кӑна тӑраҫҫӗ.
Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
— Вӗсем… вӗсем нимӗн те ӑнланмаҫҫӗ… вӗсем… —
5 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Вӗсем хӗвелҫаврӑнӑшне вырса, тӑпачпа ҫапасшӑн мар, вӗсем ӑна комбайнпа пуҫтарасшӑн, ӗнесене алӑпа сӑвасшӑн мар, электричествӑпа сӑвасшӑн, вӗсем час-часах хулара пулаҫҫӗ, унтан хулари культурӑна илсе килеҫҫӗ.
XIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ман шурӑ урасем ҫине пӑх эсӗ: нумай утнӑ вӗсем; анчах ковер тӑрӑх мар, — вӗри хӑйӑр тӑрӑх, нӳрӗ ҫӗр тӑрӑх, йӗплӗ курӑк ҫийӗпе утнӑ вӗсем; куҫӑмсем ҫине пӑхса ил тата, куҫӑмсем ҫине: вӗсене куҫҫулӗ хупласа илнӗ, ҫавӑнпа вӗсем нимӗн те курмаҫҫӗ!..
V. Шыв пики // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Икӗ лампа ҫутатакан класа курсантсене кӑна, список тӑрӑх кӗртнӗ; вӗсем партӑсем хушшине мухтанчӑкла кӗрсе ларнӑ, тетрадьсем, кӗнекесем, кӑранташсем кӑлара-кӑлара хунӑ; вӗсем аллисене сиктеркелени, тимлӗн те шухӑшлӑн пӑхни, вӗсем хӑйсене хӑйсем никама пӑхӑнмалла мар тытни нумаййи ҫинчен каланӑ.
XII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Шкулта тасатса тӑракан карчӑк вӗсене мачча ҫине вырнаҫтарнӑ пулнӑ, ҫӑкӑр ҫитернӗ, — вӗсем унта икӗ талӑк хушши курӑкпа-мӗнпе кӑна тӑранкаласа пурӑннӑ, вара, лешсем хушнипе, вӑл вӗсем ҫинчен Бӑрзобегунека пӗлтернӗ те, Бӑрзобегунек вӗсем валли тумтир илсе пынӑ, тапак панӑ.
XII. Пӗр пӑлханман хула историйӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Рахметов пек ҫынсене асра тытса, Чернышевский: «вӗсем сахал, анчах вӗсене пула мӗнпур ҫынсен пурнӑҫӗ малалла кайса пырать; вӗсем пулмасан, пурнӑҫ путланса ларнӑ пулӗччӗ… Вӗсем чи лайӑх ҫынсенчен чи лайӑххисем…», тет.
«Мӗн тумалла?» роман ҫинчен // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 485–495 с.
Вӗсем тӑваттӑш те ҫамрӑк, ӗҫлеме юратакан ҫынсем; вӗсен пурнӑҫӗ килӗшӳллӗ те туслӑ, лайӑх та ҫирӗп майланса кайни вӑл интереслӗ пулма пӑрахнине пӗлтермест, пачах апла мар, манӑн вӗсем ҫинчен каласа памалли нумай-ха, тата ҫапла та шантарса калатӑп: манӑн вӗсем ҫинчен малалла каласа пани халиччен каласа кӑтартнинчен чылай интереслӗрех пулӗ.
XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах вӗсем пӗр-пӗрин умӗнче яланах тӳрӗ чунлӑ, пӗрне-пӗри вӗсем вунӑ ҫултан туй кунӗнчинчен те хытӑрах, илемлӗрех юратаҫҫӗ, ҫак вунӑ ҫул хушшинче вӗсем пӗрне-пӗри кӑмӑл туртман, юратман чухне пӗрре те чуптуман, чӗререн тухман пӗр сӑмах каламан.
XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Манӑн кӗнекери тӗп геройсем — нимӗн чухлӗ те идеалсем мар, вӗсем хӑйсен йышши ҫынсен пӗтӗмӗшле шайӗнчен нимӗн чухлӗ те ҫӳлерех тӑмаҫҫӗ, вӗсем йышши ҫынсенчен кашниех икӗ, виҫӗ событи ҫеҫ курман, вӗсем хӑйсене ҫав событисенче ман геройсенчен каях мар кӑтартнӑ; кун йышши ҫынсене ҫывӑх пӗлекенсем ҫакна мӗн пуҫламӑшӗнчех курчӗҫ пуль тесе шанатӑп эпӗ.
XXXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Тӳрӗ кӑмӑллӑ та ырӑ ҫынсем нумай, вӗсем пек ҫынсем сахал; анчах та вӗсем ҫав тӳрӗ кӑмӑллӑ та ырӑ ҫынсем хушшинче — чейри чей пӗрчи пек, чаплӑ эрех ҫине ларнӑ чечек ҫыххи пек; вӗсенче ҫав ҫынсен — вӑй-хӑвачӗ, тутлӑ шӑрши; вӗсем — чи лайӑх ҫынсенчен чи лайӑххисем, двигательсен двигателӗсем, ҫӗр тӑварӗн тӑварӗ пулаҫҫӗ.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.