Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑя (тĕпĕ: вӑй) more information about the word form can be found here.
— Эпир сире ҫӑкӑр хушса паччӑр тесе пӗтӗм вӑя хурӑпӑр, — терӗ вӑл чеен, хӑйӗн апостолсенни пек сухалне якаткаласа.

— Мы будем добиваться всеми мерами, — сказал он вкрадчиво, поглаживая свою апостольскую бороду.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

«Пӗтӗм вӑя ҫавӑнта хурам, таврара ҫук чаплӑ ҫимӗҫсем ӳстерем!

Help to translate

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Анчах капла эпӗ хамӑн пӗтӗм вӑя ӗҫе хуратӑп, мана никам та хваттерте е ӗҫре чӑрмантармасть.

Help to translate

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Мӗн пуласси пулӗ ӗнтӗ, брюкине чӑмӑртаса тытрӑм та пӗтӗм вӑя пухса кӳлӗрен тухрӑм.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Анчах кам хускатрӗ-ха ку вӑя?

Help to translate

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Приговор хальлӗхе вӑя кӗреймен-ха.

Приговор пока не вступил в законную силу.

Янӑш шкулӗн директорне явап тыттарнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33793.html

Анчах кашни шӑпӑрланӑнах ачалӑхӗ телейлӗ те ӑнӑҫлӑ пултӑр тесен пирӗн, аслисен, мӗнпур вӑя хывмалла.

Help to translate

Уяв тӗлне – ача-пӑча фестивалӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10783-uy ... a-festival

Ҫамрӑк хӗрарӑм хӑй те сиссе юлаймарӗ, темле асамлӑ вӑя парӑнса, ачаш та вӗри аллисемпе хӑнана ыталаса илчӗ.

Help to translate

Улахра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сасартӑк Тутар Яшми хирӗ пуҫланакан сӑрт ҫамкинчен тем ҫӳллӗш ҫавраҫил пӗтӗрӗнсе тухрӗ, уй урлӑ каҫса, тӑвалла тӑсӑлса хӑпаракан вӑрӑм урама ҫавӑрттарса кӗчӗ, ҫул ҫинчи ҫӳп-ҫапа, кантрасем ҫине типме ҫакнӑ кӗпе-йӗме, улӑм витнӗ пӳрт тӑррисене хӑй ытамне тытса илсе, таҫта хӑямата ҫити вӗҫтерсе кайрӗ, пӗр хушӑ ӗшеннӗ пек пулса, вӗсене хӑйӗн ытамӗнчен тирпейсӗррӗн сапаласа пӑрахса хӑварчӗ те, каллех вӑя кӗрсе, хӑй ҫулӗ ҫинчи ҫӗнӗ япаласене тулама пуҫларӗ.

Help to translate

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫавӑнпа та пур вӑя пӗрлештерни кирлӗ.

Help to translate

Террора хирӗҫ пӗрле! // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11392-te ... ir-c-p-rle

— Пӑртак мар, ӗмӗр асӑнмалӑх кӑтартатпӑр хамӑр вӑя, — лӑпкарӗ ӑна ҫурӑмран Элӗк.

Help to translate

1. Курманӑн курас килет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хусанне каялла тавӑрса пулать-и, пулмасть-и, эп ӑна халлӗхе шансах пӗтерейместӗп, анчах хамӑр вӑя кӑтартасчӗ пӑртак.

Help to translate

1. Курманӑн курас килет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вырӑссем ирсерен хӳме патне башньӑсемпе турсем илсе пыма тӑрӑшрӗҫ, тутарсем кашнинчех вӗсене ҫывӑха ярас мар тесе пӗтӗм вӑя хучӗҫ.

Help to translate

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗтӗм вӑя унпа кӗрешме янӑ чухне ӑнлантару пирки шутлама вӑхӑт та ҫук пулӗ…

Help to translate

Ҫанталӑк чӑтӑмлӑха тӗрӗслет тейӗн... // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11861-ca ... slet-tej-n

Хамӑн пӗтӗм вӑя Хусан патшалӑхне чапа кӑларса ӑна тӑшмансенчен хӳтӗлес ӗҫе хутӑм.

Help to translate

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Аса илтеретпӗр, 2021 ҫулхи июнӗн 29-мӗшӗнчен ҫӗнӗ федераллӑ саккун вӑя кӗчӗ.

Help to translate

Кая хӑварма юрамасть // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11568-ka ... a-yuramast

Ҫӗршывӑн ҫӗнӗ гражданинӗсене полицин «Вурнарский» пайӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Руслан Минуллин, миграци ыйтӑвӗсемпе тимлекен уйрӑм ертӳҫи Юлия Ильина тата район администрацийӗн пуҫлӑхӗн заместителӗ Валерий Прокопьев саламларӗҫ, Раҫҫей гражданинӗн ятне яланах ҫӳлте тытма, тӑван тӑрӑхӑн телейӗпе ӑнӑҫлӑхӗшӗн мӗнпур вӑя хывса тӑрӑшма сунчӗҫ.

Help to translate

Раҫҫей паспорчӗсене илчӗҫ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11570-ra ... ene-ilch-c

Пӗтӗм вӑя кирлӗ ҫул ҫине ярсан, пултарулӑхпа мӗнле усӑ курмаллине ӑнланса илсен, ҫитӗнӳ тума пулатех», - тет вӑл ачасене.

Help to translate

Пултаруллӑ директор // И.ВЛАСОВА, А.ПЕТРОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11572-pu ... l-direktor

— Ӗҫлес пулать ӗнтӗ, пӗтӗм вӑя хурса ӗҫлемелле!

Help to translate

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Тискер, усал ӗҫшӗн Фашист-кашкӑра Вӑя шеллемесӗр Пӗрех тавӑрап.

Help to translate

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed