Шырав
Шырав ĕçĕ:
1. Пурин те — хӑйӗн вӑхӑчӗ, ҫӗр ҫинче кашни япаланӑн хӑйӗн вӑхӑчӗ пур: 2. ҫуралмалли вӑхӑт, вилмелли вӑхӑт; акмалли вӑхӑт, кӑкламалли вӑхӑт; 3. вӗлермелли вӑхӑт, сыватмалли вӑхӑт; ҫӗмӗрмелли вӑхӑт, туса лартмалли вӑхӑт; 4. йӗмелли вӑхӑт, кулмалли вӑхӑт; кулянмалли вӑхӑт, ташламалли вӑхӑт; 5. чул сапаламалли вӑхӑт, чул пуҫтармалли вӑхӑт; ыталамалли вӑхӑт, ытамран пӑрӑнмалли вӑхӑт; 6. шырамалли вӑхӑт, ҫухатмалли вӑхӑт; упрамалли вӑхӑт, салатмалли вӑхӑт; 7. ҫурса тӑкмалли вӑхӑт, ҫӗлесе ҫыпӑҫтармалли вӑхӑт; шӑпланмалли вӑхӑт, калаҫмалли вӑхӑт; 8. юратмалли вӑхӑт, кураймасӑр пурӑнмалли вӑхӑт; вӑрҫӑ вӑхӑчӗ, тӑнӑҫлӑх вӑхӑчӗ.
Еккл 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Эпир пурӑнас ӗмӗр — ҫитмӗл ҫул, тӗреклӗрех пулсассӑн — сакӑрвунӑ ҫул; чи лайӑх вӑхӑчӗ те — йывӑр ӗҫ те чир анчах: вӑл хӑвӑрт иртет, эпир вӗҫсе пыратпӑр.
Пс 89 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Анчах ушкӑнӑмӑр йышлӑ, вӑхӑчӗ те хӗллехи вӑхӑт, эпир уҫӑ ҫӗрте тӑма пултараймастпӑр, ӗҫӗ вара пӗр-ик кун хушшинчех тумалли ӗҫ мар, мӗншӗн тесессӗн эпир ку ӗҫре ытла та ҫылӑха кӗрсе пӗтрӗмӗр; 12. ҫавӑнпа та ушкӑн пуҫлӑхӗсене лартса тухмалла, вара пирӗн ялсенче пурӑнакансем, ют халӑх хӗрӗсене качча илнисем, палӑртса хунӑ вӑхӑтра ҫакӑнта 13. ҫав ялсен аслӑ ҫыннисемпе, тӳрисемпе килччӗр — ӗнтӗ ҫак ӗҫе пула хыпса илнӗ Турӑ ҫилли пирӗнтен сирӗлинччӗ, тенӗ.
2 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
69. Эпӗ ҫак йӗркесӗр ӗҫ пирки вӑйӑрханса ларнӑ чухне ман патӑма Израиль Турри сӑмахӗпе хавхаланнисем пурте пуҫтарӑнчӗҫ, эпӗ ӗнтӗ каҫхи парне вӑхӑчӗ ҫитичченех хуйхӑрса лартӑм.
2 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Анчах та халӑх йышлӑ, вӑхӑчӗ те халӗ ҫумӑрлӑ; урамра тӑма май ҫук.13. Однако же народ многочислен и время теперь дождливое, и нет возможности стоять на улице.
1 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫавӑн чухне вара ман патӑма унччен куҫса килнисем тунӑ усал ӗҫсемшӗн Израиль Турри сӑмахӗнчен хӑраса ӳкнисем пухӑнчӗҫ, эпӗ ӗнтӗ каҫхи парне вӑхӑчӗ ҫитичченех хуйхӑрса лартӑм.
1 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Давидӑн вилес вӑхӑчӗ ҫывӑхарса ҫитнӗ, вара вӑл хӑй ывӑлне Соломона ҫапла каласа пехил парса хӑварнӑ: 2. акӑ ӗнтӗ эпӗ пӗтӗм ҫӗр ҫулӗпе уйӑрӑлса каятӑп, эсӗ вара тӗреклӗ пул, ҫирӗп пул; 3. пӗтӗм тытас-тӑвас ӗҫӳнте — пур тӗлӗшрен те, кирек ӑҫта кайсан-пырсан та — пур ҫӗрте те ӑслӑ-тӑнлӑ пулас тесессӗн, эсӗ, Моисей саккунӗнче ҫырнӑ пек, Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫулӗпе ҫӳресе, Вӑл панӑ йӗркесемпе Унӑн ӳкӗчӗсене, Вӑл кӑтартнӑ йӗркесемпе Вӑл хунӑ йӗркесене тытса пырса, хӑвӑн Турру хывнӑ халала астуса тӑр; 4. ҫапла вара Ҫӳлхуҫа мана мӗн каланине, «эхер те санӑн ывӑлусем Манӑн умра хӑйсен пӗтӗм чунӗ-чӗринчен килекен чӑнлӑхпа ҫӳресессӗн, хӑйсен ҫулӗнчен аташмасассӑн, Израилӗн аслӑ пуканӗ ҫинче сан йӑхунтан ҫуралнисем ларасси татӑлмӗ» тесе каланӑ Хӑйӗн сӑмахне, вырӑна килтерӗ.
3 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Хӳхлев вӑхӑчӗ иртсессӗн Давид ҫын янӑ та ӑна хӑйӗн килне илсе килтернӗ.27. Когда кончилось время плача, Давид послал, и взял ее в дом свой,
2 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вооз ӑна каланӑ: кӑнтӑрлахи апат вӑхӑчӗ ҫитрӗ ӗнтӗ, кил, ҫӑкӑр ҫиме лар, татӑкна сӗрхе ҫине пуҫса ҫи, тенӗ.14. И сказал ей Вооз: время обеда; приди сюда и ешь хлеб и обмакивай кусок твой в уксус.
Руфь 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӑй вӑхӑчӗ ҫитсессӗн калӗҫ-ха Иаковпа Израиль ҫинчен: Турӑ акӑ мӗн тӑвать! тейӗҫ.В свое время скажут об Иакове и об Израиле: вот что творит Бог!
Йыш 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Израилӗн вилес вӑхӑчӗ ҫитнӗ, вӑл хӑйӗн ывӑлне Иосифа чӗнсе илнӗ те ӑна каланӑ: эпӗ санӑн куҫу умӗнче ырӑлӑх тупрӑм пулсассӑн, аллуна манӑн пӗҫҫӗм ҫине хур та: «сана ырӑ тӑвӑп, тӗрӗс пулӑп, сана Египетра пытармӑп» тесе тупа ту; 30. эпӗ хамӑн аттесемпе пӗрле выртам; эсӗ мана Египетран илсе тухӑн та аттемсене пытарнӑ вырӑна пытарӑн, тенӗ.
Пулт 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ӗнтӗ унӑн ҫуратас вӑхӑчӗ ҫитнӗ: акӑ унӑн варӗнче йӗкӗрешсем-мӗн.
Пулт 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Малтанах Батановсем Регина нерв чирӗпе аптӑранине сисмен, ку адаптаци вӑхӑчӗ тесе шухӑшланӑ.
«Анне, пире кунтан часрах илсе кай…» // Ирина АЛЕКСЕЕВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Кашни командӑри вӑйӑҫ пурӗ 6 тур витӗр тухрӗ, пӗр партире кашни вӑйӑҫӑн 20 минут шухӑшламалӑх тӗрӗслев вӑхӑчӗ пулчӗ.
Кубок Элӗксенчен Ехремкассине куҫрӗ // П.ЕФИМОВ. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11
Нумай та вӑхӑт иртмӗ, ҫанталӑк чӗрӗлсе вӑй илӗ, пире илӗртекен ҫуркуннен пӗрремӗш чечекӗсем ҫурӑлӗҫ, ҫутҫанталӑкӑн чи илӗртӳллӗ те илемлӗ вӑхӑчӗ пуҫланӗ.
Ална пар, хаваслӑ Ҫуркунне! // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11
1987 ҫулхи кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче, служба вӑхӑчӗ вӗҫлениччен ҫитмӗл сакӑр кун юлсан, каҫхине задание кайсан мина ҫинче сирпӗнсе кайрӑм.
Хӑрасан та каялла чакман // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№
Ҫуллахи кану вӑхӑчӗ ҫитсенех вӗсем ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче вӑй хурӗҫ.
Студотрядсен юхӑмӗ ҫӗнӗрен йӑл илет // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№