Шырав
Шырав ĕçĕ:
8. Эй Дедан ҫыннисем, тарӑр кунтан, ту хушӑкӗсене пытанӑр: Эпӗ Исав ҫине хӗн-асап яратӑп — тавӑру вӑхӑчӗ ҫитрӗ.
Иер 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Унӑн ҫӗрӗн тата унӑн хӑйӗн вӑхӑчӗ ҫитиччен ӑна, унӑн ывӑлне, ывӑлӗн ывӑлне пур халӑхсем пӑхӑнса тӑрӗҫ; кайран ӑна йышлӑ халӑхсем, аслӑ патшасем пӑхӑнтарӗҫ.
Иер 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ман ҫинче — Ҫӳлхуҫа Турӑ Сывлӑшӗ: мӗскӗнсене ырӑ хыпар пӗлтермешкӗн Ҫӳлхуҫа Мана ҫу сӗрчӗ, Мана хуйхӑпа касӑлнӑ чӗреллисене лӑплантарма, тыткӑнрисене ирӗке тухасси ҫинчен пӗлтерме ячӗ, хупса хунисене тӗрме алӑкӗ уҫӑласси ҫинчен, 2. Ҫӳлхуҫа ырӑлӑхӗн вӑхӑчӗ ҫитессе, Туррӑмӑрӑн тавӑру кунӗ ҫитессе пӗлтерме, пур кулянакана та йӑпатма ячӗ, 3. Сион ҫинче хуйхӑрса пурӑнакансене пулӑшма: вӗсене кӗл вырӑнне пуҫкӑшӑль, куҫҫуль вырӑнне савӑнӑҫ ҫӑвӗ, хурлӑх вырӑнне мухтав тумӗ парнелеме ячӗ; вӗсене вара чӑнлӑхпа вӑйлисем, Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн мухтавӗшӗн лартнӑ йывӑҫсем тейӗҫ.
Ис 61 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӑйӗн вӑхӑчӗ ҫитсессӗн, ҫакна Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑртах пурӑнӑҫа килтерӗп.
Ис 60 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Йӑпатӑр, Манӑн халӑхӑма йӑпатӑр, тет сирӗн Туррӑр; 2. Иерусалимпа ӑшшӑн калаҫӑр, пӗлтерӗр ӑна: ун кӗрешӗвӗн вӑхӑчӗ тулчӗ, ӗнтӗ ӑна хаса панӑ: айӑпне пӑрахӑҫланӑ, пӗтӗм ҫылӑхӗшӗн Ҫӳлхуҫа ӑна икӗ хут тавӑрса панӑ.
Ис 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ака вӑхӑчӗ ҫитсессӗн, ҫӗр ӗҫченӗ хӑйӗн ҫӗрне сухалать ҫеҫ-и, сӳрелет ҫеҫ-и?24. Всегда ли земледелец пашет для посева, бороздит и боронит землю свою?
Ис 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Йывӑр арӑм ҫуратас вӑхӑчӗ ҫитсессӗн епле асапланать, ахлатать, йынӑшать, эпир те Санӑн умӑнта, эй Ҫӳлхуҫамӑр, ҫавӑн пекех пултӑмӑр.
Ис 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Унӑн вӑхӑчӗ ҫывӑх, унӑн кунӗсем вӑрах кӗттермӗҫ, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа Иакова хӗрхенӗ, Израиле каллех кӑмӑл курӗ; вӗсене хӑйсен ҫӗрнех вырӑнаҫтарӗ, вара ют ҫӗр ҫыннисем вӗсемпе пӗрлешӗҫ, Иаков килӗ ҫумне ҫыпӑҫӑнӗҫ.
Ис 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Чуну ӑслӑ-тӑнлӑ чурана юраттӑр, вӑхӑчӗ ҫитсессӗн — ӑна ирӗклӗх пар.23. Разумного раба да любит душа твоя, и не откажи ему в свободе.
Сир 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эй Иерусалим хӗрӗсем, тархаслатӑп сире: вӑранас вӑхӑчӗ ҫитиччен савнӑ пикемӗн ыйхине ан татӑр, ан вӑратӑр ӑна.4. Заклинаю вас, дщери Иерусалимские, - не будите и не тревожьте возлюбленной, доколе ей угодно.
Юрӑ 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Эй Иерусалим хӗрӗсем, ту качаки ячӗпе, хир айпӑланӗ ячӗпе тархаслатӑп сире: вӑранас вӑхӑчӗ ҫитиччен савнӑ пикемӗн ыйхине ан татӑр, ан вӑратӑр ӑна.
Юрӑ 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Акӑ хӗл те иртсе кайрӗ; ҫумӑр та ҫуса иртрӗ; 12. ҫӗр питне капӑрлатрӗҫ хитре чечексем; юрӑ вӑхӑчӗ ҫитрӗ, ҫӗршывӑмӑрта улатӑпа сасси илтӗнет; 13. смоква йывӑҫӗ те папкине ӗнтӗ ҫурчӗ, иҫӗм турачӗсем, ҫеҫкене ларса, ырӑ шӑршӑ сараҫҫӗ.
Юрӑ 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эй Иерусалим хӗрӗсем, ту качаки ячӗпе, хир айпӑланӗ ячӗпе тархаслатӑп сире: вӑранас вӑхӑчӗ ҫитиччен савнӑ пикемӗн ыйхине ан татӑр, ан вӑратӑр ӑна.
Юрӑ 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ӑшӑмра вара ҫапла каларӑм: «тӳрӗ ҫынна та, усал ҫынна та Турӑ сут тӑвӗ, мӗншӗн тесессӗн унта кашни япаланӑн, кашни ӗҫӗн — хӑйӗн вӑхӑчӗ» терӗм.
Еккл 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Пурин те — хӑйӗн вӑхӑчӗ, ҫӗр ҫинче кашни япаланӑн хӑйӗн вӑхӑчӗ пур: 2. ҫуралмалли вӑхӑт, вилмелли вӑхӑт; акмалли вӑхӑт, кӑкламалли вӑхӑт; 3. вӗлермелли вӑхӑт, сыватмалли вӑхӑт; ҫӗмӗрмелли вӑхӑт, туса лартмалли вӑхӑт; 4. йӗмелли вӑхӑт, кулмалли вӑхӑт; кулянмалли вӑхӑт, ташламалли вӑхӑт; 5. чул сапаламалли вӑхӑт, чул пуҫтармалли вӑхӑт; ыталамалли вӑхӑт, ытамран пӑрӑнмалли вӑхӑт; 6. шырамалли вӑхӑт, ҫухатмалли вӑхӑт; упрамалли вӑхӑт, салатмалли вӑхӑт; 7. ҫурса тӑкмалли вӑхӑт, ҫӗлесе ҫыпӑҫтармалли вӑхӑт; шӑпланмалли вӑхӑт, калаҫмалли вӑхӑт; 8. юратмалли вӑхӑт, кураймасӑр пурӑнмалли вӑхӑт; вӑрҫӑ вӑхӑчӗ, тӑнӑҫлӑх вӑхӑчӗ.
Еккл 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Эпир пурӑнас ӗмӗр — ҫитмӗл ҫул, тӗреклӗрех пулсассӑн — сакӑрвунӑ ҫул; чи лайӑх вӑхӑчӗ те — йывӑр ӗҫ те чир анчах: вӑл хӑвӑрт иртет, эпир вӗҫсе пыратпӑр.
Пс 89 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Анчах ушкӑнӑмӑр йышлӑ, вӑхӑчӗ те хӗллехи вӑхӑт, эпир уҫӑ ҫӗрте тӑма пултараймастпӑр, ӗҫӗ вара пӗр-ик кун хушшинчех тумалли ӗҫ мар, мӗншӗн тесессӗн эпир ку ӗҫре ытла та ҫылӑха кӗрсе пӗтрӗмӗр; 12. ҫавӑнпа та ушкӑн пуҫлӑхӗсене лартса тухмалла, вара пирӗн ялсенче пурӑнакансем, ют халӑх хӗрӗсене качча илнисем, палӑртса хунӑ вӑхӑтра ҫакӑнта 13. ҫав ялсен аслӑ ҫыннисемпе, тӳрисемпе килччӗр — ӗнтӗ ҫак ӗҫе пула хыпса илнӗ Турӑ ҫилли пирӗнтен сирӗлинччӗ, тенӗ.
2 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
69. Эпӗ ҫак йӗркесӗр ӗҫ пирки вӑйӑрханса ларнӑ чухне ман патӑма Израиль Турри сӑмахӗпе хавхаланнисем пурте пуҫтарӑнчӗҫ, эпӗ ӗнтӗ каҫхи парне вӑхӑчӗ ҫитичченех хуйхӑрса лартӑм.
2 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Анчах та халӑх йышлӑ, вӑхӑчӗ те халӗ ҫумӑрлӑ; урамра тӑма май ҫук.13. Однако же народ многочислен и время теперь дождливое, и нет возможности стоять на улице.
1 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫавӑн чухне вара ман патӑма унччен куҫса килнисем тунӑ усал ӗҫсемшӗн Израиль Турри сӑмахӗнчен хӑраса ӳкнисем пухӑнчӗҫ, эпӗ ӗнтӗ каҫхи парне вӑхӑчӗ ҫитичченех хуйхӑрса лартӑм.
1 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.