Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вырӑнта (тĕпĕ: вырӑн) more information about the word form can be found here.
Ӑшӑнас тесе, Петӗр уткаласа ҫӳрерӗ, Соня вӗрентнӗ ташӑсене аса илме тӑрӑшса, пӗр вырӑнта ҫаврӑнкаларӗ.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗр вырӑнта ҫаврӑнкаласа вӗрет.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ырӑ вырӑнта пултӑр.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ни кутан, ни пуҫӑн чӑмма аптӑранӑ кӑвакал пек, пӗр вырӑнта ҫаврӑнкаласа тӑчӗ Кулюкка:

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Чӗнмеҫҫӗ аппасем, пӗр сӑмахсӑр ӗҫлеҫҫӗ, васкаҫҫӗ, ҫапах чӗре вырӑнта мар — хӗвелӗ те анать, ҫумӑрӗ те хупӑрласа килет.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сӗм вӑрмана кӗрес умӗн Иван тепӗр хут хыҫалалла ҫаврӑнса пӑхрӗ, пӗр вырӑнта хускалмасӑр тӑракан кӑвак кӗпеллӗ хӗрарӑма ик-виҫ хутчен алӑ сулчӗ.

Help to translate

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Капан пек вут-ҫулӑм ҫӗкленчӗ танк умӗнче, самантрах вӑл пӗр вырӑнта ҫаврӑнма пуҫларӗ, хура тӗтӗм карса илчӗ ӑна.

Help to translate

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ырӑ вырӑнта пултӑр, Ҫимун, — Сӑпани хисте-хистех черккери эрехе Ҫимуна ӗҫтерсе ячӗ, анчах хӑни иккӗмӗш черккене тытасшӑн та пулмарӗ.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫитменнине тата, Ҫимунсем ялта чух Потапов хальхи пек пысӑк вырӑнта ӗҫлемен, ялти активлӑ комсомолецсенчен пӗри ҫеҫ пулнӑ темелле.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗр шухӑшласан, хӑрамалли те ҫук пек, тепре шухӑшласан, чӗре вырӑнта мар.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тӗттӗм кӗтессенче хурӑн хуппи ҫӑтӑртатса ҫунатчӗ, уҫӑ вырӑнта хӗр-каччӑсем карталанса юрлатчӗҫ:

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑл ларнӑ вырӑнта йӗпе юлнине курсан, крючниксем ахӑрса кулчӗҫ.

Help to translate

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кил-ҫурчӗ те ҫав тери чаплӑ, илемлӗ вырӑнта.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Сан вырӑнта пулсан, эпӗ те ӗненмӗттӗм.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ванюка юлашкинчен пӗр вырӑнта ларни йӑлӑхтарса ҫитерчӗ пулмалла.

Help to translate

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗсен куҫӗ умне хӑрушла япала тухса тӑчӗ: халиччен кравать ларнӑ вырӑнта ҫунса хуралнӑ, суха хӑми пек авӑннӑ виле выртать.

Help to translate

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ман шутпа, сирӗн упӑшку сывах, шанӑҫлӑ вырӑнта ӗҫлесе пурӑнать пек туйӑнать.

Help to translate

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чӗри ҫеҫ темшӗн вырӑнта мар.

Help to translate

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пурнӑҫ пӗр вырӑнта тӑмасть, ҫавӑнпа кӗҫех харпӑр хутшӑну та улшӑнӗ.

Жизнь не стоит на месте, поэтому совсем скоро личные отношения тоже поменяются.

45-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Эппин, унта документла чӑнлӑхӗ тӗп вырӑнта тӑмасть.

Help to translate

Пӳркел Шӳрелӗсен талпӑнуллӑ ӳсӗмӗ // Витатий Станьял. https://chuvash.org/news/36895.html

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed