Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вучӗ (тĕпĕ: вут) more information about the word form can be found here.
Лена ятлӑ «пирӗшти» хӑш-пӗр арҫыннӑн е каччӑн чун-чӗрине, юрату вучӗ хыптарса, сахал мар ҫунтарчӗ, анчах вӑл хӑйне нихӑҫан та пӗтӗмпех ирӗклӗ хӗрарӑм шутне кӗртмерӗ, нимӗнле «вӑкӑра» та хӑй ҫывӑхне ямарӗ, мӗншӗн тесен Павӑл ун чӗринчен самантлӑха та тухмарӗ, шалти сасси упӑшки умӗнчи яваплӑхӗ ҫинчен асӑрхаттарсах тӑчӗ.

Help to translate

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Татах урӑм-сурӑм ҫӗткеленсе, ҫатталанса ларкаласан, пуҫне веле-селе ҫӗклерӗ те урмӑшланнӑ, хаяр вучӗ палт! хыпса илнӗ куҫӗсене пӗлӗтелле сӳрӗккӗн тӗллерӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр сулахай ал тӳрчӗ тӑрӑх йӑпӑртатакан ҫӗрурана (кун та ыйхи вӗҫнӗ-ши?) силлесе вӑнк аяккалла ывӑтса ячӗ, вара кӑвайт вучӗ «шӑл витеймен», мӑкӑрланакан ҫунӑксене, вутпуҫҫисене, кӑвар сӗлкӗшне турчӑкалатнӑ алли-урипе пӗр ҫӗре пуҫтарса, урипе таптаса сӳнтерчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫемье те пӗр хушӑ йӗркеллӗ, шӑкӑл-шӑкӑл пурӑнчӗ, анчах ку нумая пымарӗ: вӑрҫӑ вучӗ витӗр вилӗме ҫӗнсе тухнӑ ашшӗ, виҫҫӗмӗш ушкӑнри инвалид, халӗ колхозра складовщик пулса ӗҫлекенскер, эрех черккипе туслашса кайсан, кил-йышра пӑтӑрт-патӑртсӑр та, ҫӑтӑр-ҫатӑрсӑр та пулмарӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Аса ҫапла тӗсленсе-капланса килчӗ те тип йывӑҫ таткине тип йывӑҫ таткипе сӑтӑрсан тухакан вут — телей вучӗ — хыптарса ячӗ, чӗрине каллех пыл тутиллӗн вӑркӑштарма пуҫларӗ, хыҫҫӑнах тулман кӑмӑлне йӑмӑхса ыраттарса та, ҫурхи лӗс-лӗс сивӗ ҫумӑрпа ирӗлекен юр пек йӑштарса та илчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ку вӑл йывӑҫ вучӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вутчуль вучӗ — ҫӑлӑнӑҫа.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тар вучӗ — вилӗм вучӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Йывӑҫ кӑмрӑк вучӗ — юмӑҫ вучӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чӳпӗк вучӗ — вӑрӑ вучӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Краҫҫын-бензин вучӗ — инкеке.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Ҫиҫӗм — хаяр, анчах вӑл Турӑ вучӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

☀️ Хаяр чӗлхелле ҫынпа ан тавлаш, ун вучӗ ҫине вут хурса ан амалантар.

Help to translate

Тавлашу ҫинчен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1300

Вучӗ ҫунса пӗтнӗ ҫӗре яшка та пиҫсе ҫитрӗ.

Help to translate

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Мӗша тӑрӑхне сиксе ӳкнӗ вут-кӑвара тапта-тапта сӳнтерчӗҫ вырӑссем, тепӗр ҫӗре сиксе ӳкрӗ-ҫке вучӗ, Кӑкшан хӗрринче ҫунма пуҫларӗ.

Help to translate

13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вырӑс ҫӗрӗнчи восстани вучӗ чӑваш халӑхӗн чӗрине те вут хыптарнӑ.

Огонь русских пожарищ зажег и сердца чувашского народа.

Малтан калани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Урисене те ӑшӑтӗччӗ — вучӗ ытла ҫӳлте.

Он бы и ноги погрел с удовольствием, но лучина высоко.

Янтул несӗлӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Гаврикӑн куҫӗсенче курайманлӑх вучӗ хаяррӑн йӑлкӑшса-ҫиҫсе илчӗ.

Help to translate

Юлташ сӑмахӗ // Валентин Урдаш. «Ялав», 1948, 11№ — 27–28 с.

Вӗрет, сурать сарӑ кин Хӑй яшкине пӑтратса; Хуран айӗ ҫӗлен пек, Ҫунать вучӗ явӑнса:

Help to translate

Нарспи ӗҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Чӗрене вӑрҫӑ вучӗ ӗнтсе илчӗ курӑнать, ҫавӑ ҫеҫ.

Help to translate

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed