Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

виҫсе (тĕпĕ: виҫ) more information about the word form can be found here.
Ҫурасене пӗрехмай виҫсе пӑхатпӑр, вара вӗсем мӗн чухлӗ ӳт хушнине кура пӑхакансене ӗҫ кунӗ хушса паратпӑр.

Help to translate

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

А эсир мана процентпа виҫсе хакласшӑн…

Help to translate

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Тимафи вӗсене: — Пӗлетӗр-и, юлташсем? Йывӑҫа клеймо ҫапнӑ чухне хулӑнӑшне виҫсе шута илеҫҫӗ. Унтан мӗн чухлӗ вутӑ тухасса таблицӑпа шутласан, ҫитес ҫул билет ҫыраҫҫӗ. Эсир ҫапла вӑрттӑн касса турттарсан манӑн вара вуттине ӑҫтан тупса памалла? Халӗ ҫакна ӑнлантӑр-и? — терӗ.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ку йывӑҫсене хӑҫан лартни ҫинчен каласа парать, вӗсем ҫумне пырса тӑрса, хӑй ҫӳллӗшӗпе виҫсе пӑхать, ывӑҫ тупанӗпе ҫапкаласах, лӑпкаса илет.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Пӗр татӑк касса илтӗм те, виҫсе, ҫавӑркаласа тытса пӑхрӑм.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Эпир пӗрле пуҫтарӑнса виҫсе шутлатпӑр, тӗрӗслетпӗр.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Пӗрремӗш хут вӑл пирӗн патшалӑх валли хатӗрленӗ утта виҫсе шутлама килчӗ.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Вихтӑр мучи ӳплене пӗшкӗнсе кӗрсе каятчӗ, хутаҫпа табак йӑтса тухса стаканпа виҫсе паратчӗ.

Help to translate

Махорка туртсан йытӑ ҫыртмасть // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 41–47 с.

Нумайччен утрӗ вӑл, апла та, капла та виҫсе пӑхрӗ.

Help to translate

Тӗпчев // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тарасапа тӗплӗ виҫсе кама мӗн чухлӗ панине ҫырнӑ хыҫҫӑн, ҫапнӑ тырра килӗсене турттарса кайрӗҫ.

Help to translate

Ҫӑкар пулсан — ҫын пурӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тыррине сире Сергей ывӑлӑм виҫсе парса тӑрӗ.

Help to translate

Ҫӑкар пулсан — ҫын пурӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Халӗ ӗнтӗ вӗсем пӗр-пӗринпе вӑй виҫсе мар, юрласа-ташласа ӑмӑртаҫҫӗ.

Help to translate

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сӗрекене тӑсса, апла-капла виҫсе пӑхрӗҫ.

Help to translate

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗлнӗ те — ҫав япалана виҫсе шайлаштарма ӑс ҫитереймен.

Help to translate

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑнасем те малтан йӗркене пӗлсе, асӑрханса, сӑмаха тӗплӗ виҫсе калаҫрӗҫ, унтан пӳрт шуйхатнӑ вӗлле пек сӗрлеме тытӑнчӗ, юлашкинчен, вӑйсӑртараххисем ӳксе-йӑванса пӗтиччен, вӑйлӑраххисем, хастартараххисем тӑпӑр-тӑпӑр ташласа, мачча таран сиксе халтан кайиччен, чул никӗс ҫинче чӗтресе ларчӗ.

Help to translate

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫын шухӑшлама ҫуралнӑ — шухӑшлать, пурне те ӑнланма, виҫсе шайлаштарма, хӑйӗн пурнӑҫне ҫынсен пурнӑҫӗпе танлаштарса пӑхма тӑрӑшать.

Help to translate

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Старик ӑна сивӗ куҫпа пуҫ тӳпинчен пуҫласа ура тупанне ҫити виҫсе илчӗ те хыттӑнах вӑрҫса тӑкрӗ.

Help to translate

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чӗрес ҫӳллӗш мар, пӗр метр тӑршшӗ икӗ татӑк виҫсе паллӑ турӗ.

Help to translate

Твикка // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 61–64 с.

Халех виҫсе пӑхӑпӑр, — васкамасӑр ӗҫлеме тытӑнчӗ тухтӑр.

Help to translate

Ҫӑткӑн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 40–43 с.

Аннана ҫӗр улми кӑларма участок виҫсе паман, ҫавӑнпа ытти ҫынсем хушшинче ӗҫ дисциплинине пӑсса янӑ…

Help to translate

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed