Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

виҫ the word is in our database.
виҫ (тĕпĕ: виҫ) more information about the word form can be found here.
Сергей ытлашши юратса каякан ҫын, пӗр-пӗр хӗр кӑмӑлне кайсан, вӑл ун хыҫҫӑн вута та сикме хатӗр; Ҫемен ун пек ӗҫсем ҫине асӑрханса пӑхнӑ, «ҫичӗ хут виҫ те пӗрре кас» текен ватӑ ҫынсен сӑмахне асра тытнӑ.

Сергей легко увлекался, и если девушка ему понравится, то он готов идти за ней хоть в огонь; Семен же в сердечных делах был осторожен и всегда придерживался известного правила: семь раз отмерь — один раз отрежь.

I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Лере ярасчӗ сире, виҫ хут ылханлӑскерсене.

Туда б вас, трижды проклятых!

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Малти пӳлӗмре сотника ҫӳллӗ кӗлеткеллӗ, янаххи ҫинче виҫ кӗтеслӗ суран паллиллӗ, темӗн пирки тарӑхнӑ полковник кӑмӑлсӑррӑн тӗл пулчӗ.

В передней недружелюбно встретил его высокий, с треугольным шрамом на подбородке, чем-то расстроенный полковник.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сотньӑсем резервра пӗр виҫ сехете яхӑн тӑчӗҫ.

Сотни простояли в резерве часа три.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пирӗн икӗ полк артиллери пулӑшӑвӗсӗр-мӗнсӗрех наступление кӗрсе кайнӑччӗ те, тӑшман вӗсене, хӑйӗн вут-хӗмӗпе тӗтӗрсе, ҫавӑнтах ҫапса ӳкернӗччӗ, вӗсен виҫ пайӗнчен пӗр пайне яхӑнах вӗлерсе пӗтернӗччӗ.

Два полка без артиллерийской поддержки пошли в наступление и были сбиты огнем противника и уничтожены чуть не на треть всего состава.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Стройри унпа юнашар Иванков, йӗнерӗ ҫине юпа пек хытса ларнӑ та, виҫ кӗтеслӗ тутине карса пӑрахса, хуралса кайнӑ чалӑш-тӗлӗш шӑлӗсене кӑтартса, итлесе тӑрать.

Рядом с ним в строю в крепкой посадке обмер Иванков, слушал, зевласто раскрыв трегубый рот с исчернью неровных зубов.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Иванков Митькӑна шиклӗн куҫ хӗсрӗ, виҫ хутлӑ тутине тавӑрса кулса илчӗ.

Иванков опасливо подмигнул Митьке, вывернул в улыбке трегубый рот.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тихи, аяккипе вахмистрӑн виҫ вершук ҫӳллӗш учӗ еннелле ҫаврӑнса, пӗрре чарӑнса тӑрать, тепре, хӳрине пӑрса хурса, татах малалла тапса сикет.

Жеребенок то останавливался, прислоняясь грязным от присохшей коры помета боком к вахмистерскому трехвершковому коню, то снова улепетывал, настобурчив хвост.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Ҫывӑхра сана, виҫ ҫухрӑма яхӑн!

— Ну уж недалеко, версты три!

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Мӗншӗн ҫирӗм виҫ пӑта ҫеҫ?

— Почему двадцать три ухналя?

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пантелей Прокофьевич, хӑйпе пӗрле сивӗ мӑкӑрлантарса, пӳрте кӗрсе тӑчӗ, вӑл виҫ хӑлхаллӑ ҫӗлӗкне хыврӗ, турӑш енне пӑхса сӑхсӑхрӗ, унтан ерипен куҫӗсемпе стенасем тӑрӑх хыпашласа тухрӗ.

Пантелей Прокофьевич влез в комнату, напустив холоду; снял треух и перекрестился на образ, обводя стены медлительным взглядом.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫав вӑхӑтра слобода хӗрринчи килтен виҫ хӑлхаллӑ тилӗ тир ҫӗлӗкӗ тӑхӑннӑ ватӑ украинец тухрӗ те Григорий патнелле ҫывхарчӗ.

В это время из крайнего двора вышел, направляясь к Григорию, пожилой, в лисьем треухе украинец.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Вӑл ӑна сыватать: виҫ ураллӑскере парса хӑваратӑн — каялла пач пӗр урасӑр илӗн.

— Она его вылечит: оставил об трех ногах — возьмешь кругом без ног.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Уксах сурӑхӗ кая тӑрса юлнӑ-ҫке! — тесе кӑшкӑрчӗ ҫамрӑк хӗрарӑм, хыҫалтан сӑнкӑлтатса пыракан виҫ ураллӑ сурӑх ҫине кӑтартса; унтан сылтӑм аллинчи хуллипе сулса илчӗ те, хӑй пуҫӗ ҫинчи ула пире сулахай чӑлах аллипе темскерле аялтан ярса илсе, кая юлнӑ уксах хура сурӑх патне чупрӗ.

хромая-то совсем отстала, — крикнула молодайка, указывая на ковылявшую позади стада трехногую овцу, и, взмахнув правой рукой хворостиной и как-то странно, снизу, кривой левой рукой перехватив дерюжку на голове, побежала назад за отставшей хромой мокрой черной овцой.

II // Феодосия Ишетер. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 93–110 стр.

Виҫ сехет тӗлнелле вӑл килсе ҫитет.

Около трех приезжает она.

XX // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

— Каҫарӑр мана, — терӗ те, чӳречерен тулалла пӑхса, пӗр виҫ минут пек ним чӗнмесӗр ларчӗ.

— Извините меня, — проговорил он и, устремив глаза в окно, молча просидел так минуты три.

XIX // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Виҫ хут хӗрес хывса кӗлтуса пӗтерсен, старик картузне тӗплӗн пусса тӑхӑнчӗ те вырӑнтах юсанкаласа илчӗ, унтан калаҫма пуҫларӗ.

Окончив свою молитву и троекратное крещение, старик надел прямо и глубоко свой картуз, поправился на месте и начал говорить.

I // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Тӗрме смотрителӗ Яшкинӑн хваттерӗ ҫывӑхӗнчи ватӑ ҫӑка ҫулҫисем айӗнче, виҫ ураллӑ пӗчӗк сӗтел хушшинче Яшкин хӑй тата унӑн хӑни, уездри училищӑн штатлӑ смотрителӗ Пимфов лараҫҫӗ.

Под опустившейся листвой старой липы, стоящей около квартиры тюремного смотрителя Яшкина, за маленьким треногим столом сидят сам Яшкин и его гость, штатный смотритель уездного училища Пимфов.

Философ // Хӗветӗр Уяр. Антон Чехов. Философ // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 135-137 с.

— Эппин, пилӗк хут пиллӗк — ҫирӗм пиллӗк; виҫ хут пиллӗк — вунпиллӗк…

— Значит, пятью пять — двадцать пять; трижды пять — пятнадцать…

Телейлӗ ҫемье // Николай Петров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 93–104 стр.

Икӗ нимӗҫ салтакӗ — пӗри автоматпа, тепри винтовкӑпа — пысӑк чулсем хыҫӗнчен тухрӗҫ те Володя шӑтӑкӗнчен пӗр виҫ утӑмра ларчӗҫ.

Двое гитлеровских солдат — один с автоматом, другой с винтовкой — вышли из-за больших камней и уселись в нескольких шагах от Володиного лаза.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed