Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вера Павловна ачашланса выртать; халӗ вӑл упӑшки килте ҫук чухне е вӑл ӗҫленӗ чухне ҫеҫ хӑйӗн пӳлӗмӗнче канать, — апла мар; ӗҫленӗ чухне те ун кабинетӗнче час-часах ларать; хӑй чӑрмантарнине, упӑшки тимлӗн ӗҫлемеллине сиссессӗн, ун чухне мӗншӗн чӑрмантармалла-ха?
XX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ирӗк те ӗҫлӗ-хӗллӗ пурнӑҫ, кӑшт ачаша вӗренни — хӑйӗн ӑшӑ та ҫемҫе вырӑнӗнче ачашланса выртни, хӑйма тата хӑймапа пӗрле печенисем ҫини, — ҫак пурнӑҫ Вера Павловнӑна питӗ килӗшет.
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Пӗр сехет ҫурӑ — икӗ сехет ҫывӑрнӑ е ачашланса выртнӑ хыҫҫӑн тумланать, каллех мастерскоя каять те унта чей ӗҫме вӑхӑт ҫитичченех ларать.
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Апат ҫинӗ хыҫҫӑн Вера Павловна пӗр вунӑ-вунпилӗк минут савнӑ тусӗпе ларать, унтан «сывӑ пул» тет те, вӗсем вара хӑйсен пӳлӗмӗсене саланаҫҫӗ, Вера Павловна каллех хӑй кравачӗ ҫинче вуласа, ачашланса выртать; час-часах тата ҫывӑрать те, питӗ час-час, кунне пӗр сехет — сехет ҫурӑ яхӑн ҫывӑрать, — ку вӑл лайӑхах мар ӗнтӗ, анчах Вера Павловна апат хыҫҫӑн, ыйхӑ килнӗ чухне, ҫывӑрать, ыйхӑ килнине юратать те вӑл, ҫакӑншӑн ӑна пӗртте намӑс мар, ҫакӑншӑн вӑл пӗртте ӳкӗнмест.
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӑраннӑ хыҫҫӑн Вера Павловна вырӑн ҫинче нумайччен ачашланса выртать; вӑл ачашланма юратать, кӑшт тӗлӗрнӗ пек пулать, ҫук, тӗлӗрмест вӑл, мӗн тумалли ҫинчен шухӑшлать; выртать вӑл тӗлӗрмесӗр, шухӑшламасӑр — ҫук, шухӑшлать: «Епле ӑшӑ, ҫемҫе, аван, питӗ ырӑ ирхине ачашланса выртма; упӑшки, урӑхла каласан, «савнӑ тусӗ» вӑтам пӳлӗмрен, — ҫук, вӑтам пӳлӗмсенчен пӗринчен, халӗ ӗнтӗ вӑтам пӳлӗм иккӗ, ку вӑл качча тухни тӑваттӑмӗш ҫул ҫине кайсан-ҫке-ха, — «Верочка, вӑрантӑн-и?» — тесе каличчен ачашланса выртать.
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Тӗнчери контрӑпа пӗр ачашланса тӑмасӑр акӑлчанла калаҫӑп!На английском языке буду без нежностев гутарить с мировой контрой!
32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Каяр, савниҫӗм, — урӑ пекех ачашланса калать хӗрарӑм.
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
Ӑшӑ вырӑн ҫинче ачашланса выртас йали ҫук: сиксе тӑрать те («Пушара васкатӑн-им?» — тесе миҫе ятламан арӑмӗ) хӑпӑл-хапӑл тумланса малти пӳлӗме тухать.
Ванчӑк чӳрече // Денис Гордеев. «Халӑх шкулӗ – Народная школа» №5/2019 стр. 56-60
Эсӗ ӑшӑ кӑмӑллӑ, тӳрӗ чунлӑ, Илья; эсӗ ачаш… кӑвакарчӑн пек, эсӗ пуҫна ҫунат айне пытаратӑн, урӑх нимӗн те тӑвасшӑн мар; эсӗ ӗмӗрех хӳтӗре ачашланса пурӑнма хатӗр… анчах эпӗ ун пек мар: ку мана сахал, мана тата тем кирлӗ, мӗн кирлӗ — ӑна пӗлместӗп!
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Илюша вара, ют ҫӗртен илсе килнӗ чечек теплицӑра усраннӑ пек, ачашланса усранаканскер, килте тунсӑхласа ларать, кӗленче айӗнчи ҫав чечек пекех хуллен те черченкке ҫитӗнет.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Пичче, — терӗ вӑл пӑртак тӑрсан шӑппӑн, ачашланса, — ӗнер «Тургенев» ҫинчен эсир сикнӗ-и-мӗн?
XIX. Кӗрепенке ҫурӑ ҫакӑр // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
— Ӗмкӗ-ӗч… — тесе кӑшкӑрса ячӗ ача ачашланса.
X. Килте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Анчах ӑна кам пӗлтӗр-ха, хам ҫакӑнта ачасен ҫуртӗнче ачашланса пурӑннӑ чух вӑл ӑҫта-ӑҫта ҫӳренине?..Но все-таки кто знает, где он побывал, пока я, как пай-мальчик, жил в детском доме…
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Унччен пӗчченех туртаттӑм-ха лава, халь ак сана тӗлпулнипе ачашланса кайрӑм-ши ӗнтӗ тӑруках…Раньше одна тянула лямку, а сейчас то ли почувствовала мужское плечо, что-то сразу расслабилась…
Иккӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Йӑлӑхтарса ҫитерчӗ унпа ачашланса.
Еххӗм Пьяных операцийӗ // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 29–35 стр.
«Мӗн ачашланса пыратӑн эс?
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970