Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ачан самантрах шалти «ҫунаттисем шартах хуҫӑлчӗҫ», ӑшчикки пушанса юлчӗ, ҫут тӗнче те уншӑн халӗ сӳннӗ вучахри сивӗ кӗле ҫаврӑнчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ҫакӑ арҫын ачан шухӑ аскӑнлӑхне шантса, иксӗтсе, тӗксӗмлетсе, тӗпӗр-тӗпӗр пуҫтахлӑхӗн пуҫне пӑртак пӗктерчӗ пулин те унӑн ытарма ҫук ырӑ, чӑтма ҫук юратса пӑрахнӑ хӗрачапа ҫывӑхланас, пӗрмай пӗрле пулас килсех тӑчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ҫакӑн хыҫҫӑн ҫур ҫултанах Ула Тимӗрпе Полинӑн пӗртен пӗр ывӑлӗн, Лешан, чип-чипер таса ӳсекен вун тӑватӑ ҫулхи ачан, пырне пулӑ шӑмми лекнине пула тӑприне таптама тиврӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Оля ашшӗ арҫын ачан урине тытса пӑхрӗ.
12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Алексей Данилович та нимӗн те каламарӗ, ачан пуҫне вӗрипе вӗри маррине тӗрӗслес тенӗ пек ҫамкине ҫеҫ тытса пӑхрӗ.
11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Ачан чунӗ тӑвӑнса килчӗ.
7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Ашшӗне курнӑ ачан сӑнӗ тӗксӗмленчӗ.
7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Паян Вӑрнар районӗнче «Нурӑс - Елчӗк - Патӑрьел» ҫул ҫинче пулнӑ аварире ачан пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Вӑрнар районӗнчи аварире 2-ри ача вилнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34408.html
Ӑс-тӑн енчен пӑхсан та ку ачан шулапӗ витӗнмен, теме ҫукчӗ ӗнтӗ.
Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.
- ачан ҫутҫанталӑкпа килӗшӳллӗн аталанакан психологийӗ, ӳт-пӗвӗ тата социаллӑ ӳсӗмӗ.— психологический, физический и социальный рост ребенка, развивающаяся в соответствии с природой.
Мария Монтессори ашшӗ-амӑшӗсем валли ҫырнӑ канашсем // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1249
Пуҫламӗш классенче ӗҫленӗ хушӑра вӑл пурӗ те 4 ача анчах иккӗмӗш ҫула хӑварчӗ, вӗсем те е чирлӗ пирки е ачан пӗр-пӗр ҫитменлӗхӗ пирки куҫайман.
Амӑшӗ // Макар Хури. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 93–94 с.
Вӑл ачана ашшӗ-амӑшӗ пекех ӑс-тӑнпа тивӗҫлӗ воспитани, пӗлӳ паракан, ҫавӑн пекех ачан телейлӗ пуласлӑхне тума хутшӑнакан та.
Вӗрентекен — пӗлӳ хуҫи, телей тӗнчин чӑн-чӑн уҫҫи… // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d0%b2e%d1% ... 3cc%d0%b8/
Педагог хӑй ӗҫлеме пуҫланӑранпа пуҫласа пӗрремӗш хут арҫын ачан куҫӗсем телейпе ҫиҫнине, юратнӑ учителӗ ҫине амӑшӗ ҫине пӑхнӑ евӗр ӑшшӑн-ӑшшӑн тинкернине асӑрхать.
Вӗрентекен — пӗлӳ хуҫи, телей тӗнчин чӑн-чӑн уҫҫи… // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d0%b2e%d1% ... 3cc%d0%b8/
«Урӑх нимӗн те мар пулас — ҫав пӑхӑр ачан кӗлеткине туниех ӑна ҫамрӑклатрӗ», — савӑнса пӳплерӗҫ вӗсем хӑйсем хушшинче.«Никак не иначе — этот медный ребенок омолодил его», — весело шутили они.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Сасартӑках вара, шанчӑк паракан ҫутӑ евӗр, Цэрнэ старик пӑхӑр ачан барельефне туса пӗтернӗ текен хыпар Фабиан господин хӑлхине пырса кӗчӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Вӑл хӑйӗн ӑййипе хавхалансах пӑхӑр пластинка ҫине тулли пит-куҫлӑ ачан сӑнне касса ӳкерет.Выдалбливал своим маленьким долотцом ребенка на медной пластинке.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Цэрнэ старик ҫав тери ӑста мастер — анчах ку вӑхӑтчен те вӑл тӗреклӗ те тулли пит-куҫлӑ ачан сӑнне туса пӗтереймест.
Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Тимӗр картапа ачан сӑнне ӳкернӗ реклама пирки шкул бухгалтерийӗ нимӗн те пӗлмест.Заказ железной ограды и рекламы с ребенком отнюдь не был проведен через бухгалтерию школы.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Тимӗр картана тунӑ та ӗнтӗ, пӑхӑртан тӗреклӗ те хаваслӑ пит-куҫлӑ ачан сӑнне касса тунӑ рекламӑна та Цэрнэ мастер кӗҫех вӗҫне ҫитерме кирлӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Класри юлташӗсем ахӑлтатса кулса янипе ачан шухӑшӗсем самантрах сирӗлчӗҫ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.