Шырав
Шырав ĕçĕ:
Аттепе Дунечка (ӑна амӑшӗ ҫапла чӗнет) иккӗш пӗрле тӑнӑ кӗске вӑхӑтра эпӗ ҫакна асӑрхарӑм: атте кӑмӑлӗ телейлӗ ҫыннӑнни евӗрлӗ, ун кӑмӑлӗ ҫакнашкал пулни мана хамӑр килнӗ кун шалтах тӗлӗнтернӗччӗ.
XXXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Питравка кунӗ атте менелникӗнче вӗсем те, ытти хӑнасем те пулчӗҫ, ҫакӑн хыҫҫӑн пирӗнпе Епифановсем хушшинчи ҫыхӑнусем темле сӑлтавпа пӑч татӑлчӗҫ, атте кӑна вӗсем патне кайса ҫӳреме чарӑнмарӗ.
XXXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Атте, кирек мӗне те шӳте ҫавӑрма юратаканскер, Петр Васильевича темӗншӗн полковник тесе чӗнетчӗ, пӗррехинче ман умра Епифанов, кӳреннипе хӗрелсе кайса, ытти чухнехинчен те тытӑнчӑклӑрах сасӑпа: эпӗ по-по-по-полковник мар, по-по-по-по-ручик, терӗ пулин те, атте ӑна пилӗк минутран каллех полковник тесе чӗнчӗ.
XXXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Мана ҫакӑ паллӑ: пӗрремӗш хут кайсан, атте Петр Васильевича тӗл пулайман, лешӗ хире тухнӑ пулнӑ, вара атте хӗрарӑмсем хушшинче пӗчченех икӗ сехете яхӑн ларнӑ.
XXXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Атте хӑйӗн ӗҫӗсем вылянӑ ҫӗрте епле яш ҫинчен нимӗн те каласа памасть, анчах эпӗ Николай урлӑ атте ку хӗл уйрӑмах телейлӗ выляни ҫинчен пӗлтӗм; вӑл шутсӑр нумай выляса илнӗ, укҫине ломбарда хунӑ та ҫуркунне урӑх вылясшӑн мар.
IV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
«Анчах ку вӑрттӑнлӑха эпӗ хам пӗлтӗм пулсан, мӗншӗн ӑна пытарса тӑмалла? — тетӗп эпӗ хама хам. — Ыранах атте патне каятӑп та: «Атте! Эпӗ мӗнле ҫуралнин вӑрттӑнлӑхне ахалех пытаратӑн; эпӗ ӑна пӗлетӗп», — тейӗп.
XV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— «Пирӗн ывӑл, — терӗ атте, — салтака кайрӗ, тӑхӑр ҫул хушши вӑл пире нимӗн те ҫырмасть, те чӗрӗ вӑл, те вилнӗ — пачах пӗлместпӗр. Манӑн арӑм яланах ӑна аса илсе йӗрет…» эпӗ чӗлӗм туртрӑм, аттерен ҫапла ыйтрӑм: «Мӗн ятлӑччӗ сирӗн ывӑлӑр, вӑл ӑҫта службӑра тӑнӑ?
X сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ кайран пӗлнӗ тӑрӑх, анне сывмарланнӑ кунтанпах мӗскӗннӗн улама чарӑнман Чиперкке атте патне савнӑҫлӑн ыткӑнчӗ, ун тӑрӑх сикрӗ, йынӑшкаларӗ, аллисене ҫуларӗ; анчах атте йытта айккинелле тӗртсе ячӗ те хӑна пӳлӗмне, унтан диванлӑ пӳлӗме кӗчӗ, кунти алӑк вара тӳрех ҫывӑрмалли пӳлӗме илсе кӗрет.
XXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кукамай ман сӑвва сасӑпа вулама тытӑнсан, хӑшпӗр сӑмахсене вулаймасӑр, йӗкӗльтӳллӗ кулӑпа (мана ҫапла туйӑнатчӗ) атте ҫине пӑхса илме сӑвӑ варринчех чарӑна-чарӑна тӑрсан, сӑмахсене эп калаттарас тенӗ пек мар каланӑ вӑхӑтра тата куҫӗ витӗрех мар пирки сӑвва вуласа пӗтермесӗрех аттене парса, йӑлтах ҫӗнӗрен вулама ыйтнӑ хушӑра эпӗ мӗн тери асапланнине епле каласа парам-ха?
XVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Турка раща хӗррине ертсе килчӗ, чарӑнса тӑчӗ, епле харӑссӑн пырасси тата ӑҫта тухасси пирки атте тӗплӗ вӗрентсе каланине тимлӗн итлерӗ (анчах вӑл яланах, атте вӗрентнӗ пек мар, хӑй пӗлнӗ пек тӑвать), йытӑсене вӗҫертсе ячӗ, вӗсен пӑявӗсене васкамасӑр йӗнер хыҫне пуҫтарса ҫыхрӗ, вара лаши ҫине утланса ларчӗ, шӑхӑркаласа ҫамрӑк хурӑнлӑха кӗчӗ те курӑнми пулчӗ.
VII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Акӑ пусма тӑрӑх атте утса анни илтӗнчӗ; йытӑ пӑхакансен пуҫлӑхӗ шӑршлакаласа чупса ҫӳрекен сунар йыттисене хӑваласа пуҫтарчӗ; сунарҫӑсем хӑйсен йыттисене йыхӑрса илчӗҫ те лашисене утланма тытӑнчӗҫ, стремяннӑй крыльца патне лаша ҫавӑтса пырса тӑратрӗ; атте йыттисем, тӗрлӗ-мерлӗ хутланкаласа ҫав лаша тавра выртнӑскерсем, тӑчӗҫ те ун патнелле ыткӑнчӗҫ.
VI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Атте хӗрсе пынӑ май лешӗн те пӳрнисем хӑвӑртрах вылянаҫҫӗ, атте кӑшт лӑплансан, пӳрнисем те чарӑнаҫҫӗ; Яков хӑй калаҫа пуҫласан вара пӳрнисем ытла та канӑҫсӑрланса каяҫҫӗ, унталла та кунталла чӑрсӑррӑн сикеҫҫӗ.
III сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ ӑна аннепе атте сывлӑхӗ ҫинчен, атте амӑшӗн — асаннен — сывлӑхӗ ҫинчен тӗплӗн каласа кӑтартрӑм…А я подробно рассказывал ему про здоровье мамы, и папы, и папиной мамы, то есть моей бабушки…
«Эпӗ килнӗ! Килнӗ!» // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Пит час кӳренекен Тавыль пуҫне ҫавӑнтах аван мар ш-хӑш пырса кӗчӗ, унӑн кӑмӑлӗ хуҫӑлчӗ: «Паллах ӗнтӗ, Чочой вӑл мана юратмасть, мӗншӗн тесен Вияль те ман аттене юратмасть. Таграт та юратмасть ӑна. Вӗсем ятланӑ хыҫҫӑн атте манпа калаҫасшӑн та мар», терӗ вӑл хӑй ӑшӗнче.
Соньӑна ҫӑлас пулать // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
— Ун пек атте пулсан лайӑх ҫав, чӑн-чӑн тус вӑл ман атте, ӑна чи вӑрттӑн вӑрттӑнлӑха та каласа пама юрать…»
Ҫурҫӗр ҫулҫӳревҫи // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Тӗрӗс, чӑн-чӑн Ильсеяр, — нумаях пулмасть ашшӗнчен час-часах хыпар пӗлтерме чупа-чупа килнӗ, анчах хӑй «Атте фронтри шӑллӗнчен ҫыру илчӗ» е «Атте сана пулӑ тытма чӗнет» текен сӑмахсем мӗне пӗлтернине ӑнланман Ильсеяр.
VII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Ачалла айванлӑхпа вӑл: — Атте! Хӑҫан таврӑнатӑн, атте?! — тесе кӑшкӑрчӗ.
I // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
«Атте халь те кунта-и, атте кайрӗ-и?»
V // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
— Атте, тетӗп, ну, атте!..
I // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Манӑн та аттепе анне укҫа-тенкӗрен тулӑхах пурӑнмаҫҫӗ: атте — счетовод, анне — ҫӗвӗҫ, мансӑр пуҫне вӗсен ӗнси ҫинче тепӗр тайӑн икӗ хӗр пӗрчи: пӗри вунвиҫҫӗре, тепри ҫиччӗре.
5 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.