Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

асӑрхать (тĕпĕ: асӑрха) more information about the word form can be found here.
Маруся, хӑйне пулӑшма Анна Ивановнӑна чӗнес тесе, каялла ҫаврӑнса пӑхать те, сасартӑк, юнашарах хӑйсен учительници тӑнине асӑрхать.

Маруся оглядывается, чтобы позвать Анну Ивановну на помощь, и видит вдруг, что та стоит совсем возле.

Акӑ ӗнтӗ, кун хыҫҫӑн кун иртет… // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

Кукамӑшӗ ӑна асӑрхать.

Бабушка замечает её.

Маруся кукамӑшне итлемест // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

Хӑй ҫинчен шухӑшласа пынипе, Костя хӑйсем ӑҫталла тата мӗн чухлӗ ишнине курмасть, кая юлса ҫеҫ кимӗ енчен тайкаланасси чарӑннине, хумсем кимӗ сӑмсине ҫапма пуҫланине асӑрхать.

Занятый собой, он не видит, куда и сколько они проплыли, и с опозданием замечает, что боковая качка прекращается, волны начинают бить в нос.

Ҫирӗп пул, Константин! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Ҫӗрле пӑчӑ пулнипе вӑранса каять те вӑл, таҫта аякра ҫиҫӗм ҫиҫсе илнине асӑрхать, вара ыран ҫумӑр ҫумалла тесе хурать, анчах тепӗр кун та иртнӗ кунсенчи пекех уяр пулать.

Просыпаясь ночью от духоты, он замечает, как где-то далеко вспыхивают немотные зарницы, и загадывает на завтра дождь, но на следующий день повторяется то же самое.

Ҫирӗп пул, Константин! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Костя аякранах ҫакна асӑрхать: Кӗрлекен варӑн леш евчи ҫыранӗнче пӗчӗкҫӗ мӗлке курӑнать, вӑл хӑвӑрттӑн варалла шуса анса каять.

Издали Костя замечает, как на противоположном откосе Гремячего яра показывается маленькая фигурка, быстро сползает, скатывается вниз.

Ятарласа хушнӑ ӗҫ // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Питӗ инҫе пек курӑннӑ ҫутӑ сасартӑк юнашарах пулса тӑчӗ, икке уйрӑлчӗ, халӗ Костя кимӗ сӑмси ҫинчи хунара та, унӑн ҫути шыв ҫийӗпе йӑлтӑртатса шунине те асӑрхать, хунар хыҫӗнче — ҫӳлӗ хура мӗлке, вӑл пӗрре пӗшкӗнет, тепре тӳрленсе тӑрать.

Огонек, показавшийся страшно далеким, вдруг оказывается совсем близко, раздваивается, и Костя различает уже фонарь на носу лодки, змеящееся отражение его, бегущее по воде, а за фонарем — большую темную фигуру, которая то наклоняется, то выпрямляется.

Ҫыран хӗрринчи пӳрт // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Сана такам та асӑрхать.

Help to translate

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

…Байдарӑна тиесе тултарсан, Мэнгылю шаман сасартӑк хӑйӗн шӑлнӗ, Экэчо ҫухалнине асӑрхать.

…Когда байдара была загружена, шаман Мэнгылю вдруг обнаружил, что пропал его брат Экэчо.

Директор каласа пани // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Халӗ акӑ вӑл мана асӑрхать те ҫавӑрса илет…»

Вот сейчас он заметит меня и схватит…»

XIV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Пире пур ҫӗрте те лайӑх кӗтсе илеҫҫӗ, хуҫа тӑмсай пулсан тата актёрсене сахал тӳлесен вара, Бенито кӑнтӑрлах унӑн ӗнтнӗ сысна ашӗ ӑҫта ҫакӑнса тӑнине асӑрхать те, каҫхине вара пӗтӗмӗшпех йӑтса пырать.

Нас везде хорошо принимали, а если хозяин был скуп и плохо платил за представление, Бенито днём примечал, где у него висит копчёная свинина, а ночью приносил целые окорока…

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.

Ҫак шупка ҫурлана Надежда Константиновна та чӳречерен асӑрхать.

Этот светленький серпик увидела и Надежда Константиновна из окна и сказала Марии Ильиничне:

Пурнӑҫа юратни // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Чӑтӑмсӑррӑн кӗтнине асӑрхать Ленин вӗсен куҫӗсенче.

Владимир Ильич видел интерес и ожидание в глазах.

Маяк // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Владимир Ильич шултӑра та тӗреклӗ пирпе чӗркенӗ посылка сӗтел ҫинче выртнине асӑрхать.

Владимир Ильич увидел на столе зашитую в мешковину посылку.

Хӑрушӑ пин те тӑхӑрҫӗр ҫирӗм пӗрремӗш ҫул // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Владимир Ильич унӑн хавхалануллӑ сӑнне, пӗр хускалмасӑр ӑна тӑнласа ларакан ҫынсене, картта ҫинчи ҫутӑсене — пулас янкӑр шуҫӑма — асӑрхать.

Владимир Ильич видел вдохновенное лицо друга, глубокое, безграничное внимание зала, огни карты — зарю будущего.

Ӗмӗтсемпе ӗҫсем // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Владимир Ильич вӗсем тӗлӗнсе-е-е пӑхса тӑнине асӑрхать те, хӑйӗн шухӑшне тата уҫӑмлӑрах, тата ӑнланмалларах калама тӑрӑшать.

Владимир Ильич видел удивление, растерянность на молодых, жадно внимающих лицах и старался как можно понятнее объяснить свою мысль.

Комсомол // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Владимир Ильич ҫӳлелле кӑнтарнӑ пин-пин штыксене асӑрхать.

Владимир Ильич увидел лес вскинутых кверху штыков.

«Эп, ӗҫҫынни ывӑлӗ…» // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Вӑл Надежда Константиновнӑн ӗшенчӗк сӑнне асӑрхать.

Он заметил утомлённость Надежды Константиновны:

Ҫапла пурӑнаҫҫӗ вӗсем // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Владимир Ильич унӑн куҫӗнче пӑшӑрхану асӑрхать.

Владимир Ильич увидел нескрытую тревогу у неё в глазах.

Тата тепӗр вӑрттӑн ӗҫлев // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Владимир Ильич чечек сутуҫине асӑрхать.

Он увидел продавщицу цветов.

Стокгольмри тӗлпулу // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

— Пӑх-ха, Владимир Ильич, сан чӳречесенче ҫутӑ пур, — асӑрхать Сосипатыч.

— Гляди, Владимир Ильич, свет у тебя, — заметил Сосипатыч.

Симӗс лампа // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed