Шырав
Шырав ĕçĕ:
22. Ҫӳренӗ чухне вӗсем сана ҫул кӑтартса пырӗҫ; ҫывӑрма выртсассӑн сыхласа тӑрӗҫ; ыйхунтан вӑрансассӑн санпала калаҫӗҫ: 23. ӳкӗт вӑл — ҫунакан ҫурта, пӗлӳ вӑл — ҫутӑ, вӗрентсе калани, ӑс пани — пурӑнӑҫ ҫулӗ; 24. вӗсем сана юрӑхсӑр хӗрарӑмран, ют арӑмӑн йӑпӑлти чӗлхинчен сыхласа хӑварӗҫ.
Ытар 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
[Йӑпӑлти арӑма ан тӑнла:] 3. ют арӑмӑн чӗлхи пыл юхтарать, унӑн сӑмахӗ ҫуран та ҫемҫерех; 4. анчах вӑл кайран армути пек йӳҫӗ, икӗ ҫивчӗллӗ хӗҫ пек пулса тухать; 5. урисем унӑн вилӗм патне илсе анаҫҫӗ, ури йӗррисем тамӑках ҫитеҫҫӗ.
Ытар 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Хир чиккисене куҫараҫҫӗ, выльӑх кӗтӗвӗсене хӑваласа каяҫҫӗ те хӑйсем патӗнче кӗтеҫҫӗ; 3. тӑлӑх-туратӑн ашакне илсе тухаҫҫӗ, тӑлӑх арӑмӑн вӑкӑрне саклата илеҫҫӗ; 4. кӗлмӗҫсене ҫул ҫинчен тӗртсе яраҫҫӗ, ҫӗр ҫинче мӗскӗне юлнисен пурин те пытанса пурӑнма тивет.
Иов 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫавӑ, вӗсенӗн вӑйлӑ ҫынни, яшсен аллинчен мар тӗп пулчӗ, ӑна улӑп ывӑлӗсем вӗлермерӗҫ, ӑна тӗреклӗ паттӑрсем авса антармарӗҫ, ӑна Иудифь, Мерария хӗрӗ, хӑйӗн хитре сӑн-пичӗпе пӗтерчӗ: 7. вӑл Израильре асап тӳсекенсене ҫӗклемешкӗн хӑйӗн, тӑлӑх арӑмӑн, тумне хывса пӑрахрӗ, сӑн-питне ырӑ шӑршӑллӑ сӗрӗшпе сӗрчӗ, 8. пуҫкӑшӑль тӑхӑнса ҫӳҫне хитрелетрӗ, ӑна илӗртмешкӗн йӗтӗн тумӗ тӑхӑнчӗ.
Иудифь 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Хӑйсен умӗнче тӑракан Иудифе курсассӑн, Олофернпа унӑн ҫыннисем пурте ҫак арӑмӑн илемлӗ сӑн-питӗнчен тӗлӗнсех кайнӑ.23. Когда Иудифь представилась ему и служителям его, все удивились красоте лица ее.
Иудифь 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вӗсен мӑнкӑмӑллӑхне курсамччӗ, вӗсен пуҫӗ ҫине Хӑвӑн ҫиллӳне ярсамччӗ, хам шутласа хунине тумашкӑн манӑн, тӑлӑх арӑмӑн, аллине хевте парсамччӗ.
Иудифь 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Хӗрарӑм кайнӑ та Илия каланӑ пек тунӑ; вара вӑл хӑй те, Илия та, тӑлӑх арӑмӑн килӗ те темӗн вӑхӑт хушши апатран татӑлмасӑр пурӑннӑ.15. И пошла она и сделала так, как сказал Илия; и кормилась она, и он, и дом ее несколько времени.
3 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсем унта мӗн виличченех тӑлӑх арӑмӑн пурӑннӑ.
2 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ютран килнӗ ҫынна, тӑлӑх ачана [тата тӑлӑх арӑма] тӗрӗс мар сут ан ту, тӑлӑх арӑмӑн тумтирне салука ан ил; 18. асӑнта тыт: эсӗ ху та Египетра чура пулса пурӑннӑ, сана унтан Ҫӳлхуҫа [Турру] ҫӑлса кӑларнӑ, ҫавӑнпа эпӗ сана ҫапла тума хушатӑп та.
Аст 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Арӑмӗ упӑшки килӗнче сӑмах пачӗ пулсассӑн, тупа туса картса хучӗ пулсассӑн, 12. упӑшки ҫакна илтсе нимӗн те шарламарӗ, ӑна чармарӗ пулсассӑн, арӑмӑн хӑй сӑмах панине, тупа туса картса хунине пурӑнӑҫласах пулать; 13. упӑшки арӑмӗ сӑмах панине, тупа туса картса хунине илтсе ӑна пӑрахӑҫларӗ пулсассӑн, арӑмӑн хӑйӗн чӗлхи вӗҫӗнчен тухнине пурӑнӑҫламалла мар, мӗншӗн тесессӗн ӑна упӑшки чарса лартнӑ, Ҫӳлхуҫа вӑл хӗрарӑма каҫарать.
Йыш 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Хӗр качча каяс пулсассӑн, вӑл унччен сӑмах парса е тупа туса хӑйне тӑлласа лартнӑ пулсассӑн, 8. ҫакна унӑн упӑшки илтет, анчах илтсе те нимӗн те шарламасть пулсассӑн, хӗрарӑм сӑмах пани, мӗн те пулин тума картса хуни ун ҫинчех юлать, унӑн ӑна пурӑнӑҫласах пулать; 9. упӑшки арӑмӗ сӑмах панине илтсе ӑна чарать пулсассӑн, арӑмӗ ҫинче тӑракан тупана, арӑмне тӑлласа тӑракан сӑмаха йышӑнмасть пулсассӑн, [арӑмӑн ҫавна пурӑнӑҫламалла мар, мӗншӗн тесессӗн арӑмне упӑшки чарнӑ,] уншӑн Ҫӳлхуҫа ӑна каҫарать.
Йыш 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пӗррехинче киле кӗнӗ чухне хам та арӑмӑн еркӗнӗпе крыльца вӗҫӗнче тӗл пултӑм.
Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №