Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

апата (тĕпĕ: апат) more information about the word form can be found here.
Хаваслӑ шӑй-шай пурте сӗтел хушшине апата ларсан тин шӑпланчӗ.

Help to translate

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Вӑл ытла именчӗк, Натюшран та, ыттисенчен те хӑй чухӑннишӗн хытӑ вӑтанать, никам сисиччен килсе кӗрет, никама нимӗнпе чӑрмантармасть, Натюш пур чухне апата ларма та хӑяймасть, ирхине ирех никама вӑратмасӑр, систермесӗр тухса каять.

Help to translate

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Апата лармассерен арӑмӗ укҫа ҫинчен сӑмах пуҫарни Лавра тӳсме ҫук кӳрӗнтерет, вӑтантарать.

Help to translate

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Икӗ хӗр ҫав ҫулпа вагонеткӑсем тӗртсе килчӗҫ те кухньӑри хатӗр апата сыснасен «столовӑйне» илсе кайрӗҫ.

Help to translate

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫав хушӑрах «Ҫутталла» колхоз ҫав хаклӑ апата вунӑ тонна ҫеҫ туяннӑ…

Help to translate

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Столовӑйсенче эсир кун пек апата кураяс ҫук, — терӗ ҫурма шӳтлесе карчӑк.

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Апата чӗннӗшӗн Анфис аппана тав турӑм.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Эпӗ апата ларма килӗшмерӗм, тин кӑна ҫинӗ, терӗм.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Алӑсене ҫусах апата лартӑмӑр.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Халӑх йӑлипе апата ларсан укҫа хумалла.

Help to translate

Пӗр тенкӗ // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 102–105 с.

Юлашкинчен шофер тупӑнчӗ, заведующи апата кайрӗ.

Help to translate

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Лав тиекен хӗрарӑмсем капан сулхӑнне ҫитрӗҫ, сумкисене уҫса, апата ларчӗҫ.

Help to translate

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Юлашкинчен вӗсем апата ларчӗҫ.

Help to translate

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл пынӑ чухне тӗкӗрҫӗсем ҫула тухма хатӗрленсе ирхи апата ларнӑччӗ.

Help to translate

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Нургали вӗсене хӑнӑхрӗ те пулас, сӑйлакансем ют ҫынсем маррине туйса апата тӑраниччен ҫирӗ.

Help to translate

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пасар курӑнми пулсан вӗсем вӑрман хӗрринче майлӑ вырӑн тупрӗҫ те ҫемйипех апата ларчӗҫ.

Help to translate

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Элчӗсем вӑра хутаҫӗсене йӑтса каллех урама тухрӗҫ, карта ҫумне апата ларчӗҫ.

Help to translate

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Хан валли ирхи апата пулӑ шӳрпи хатӗрлеччӗр.

Help to translate

15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл ывӑлӗпе пӗрле сӗтел хушшине ирхи апата кӗрсе ларсан (те ирхи апат пулчӗ ӗнтӗ уншӑн, те кӑнтӑр апачӗ) пурне те куҫ айӗн пӑхса ҫаврӑнса майӗпен кӑна ҫапла ыйтрӗ:

Help to translate

17. Пурнӑҫ пӑрӑнӑҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Килте апата турхан патӗнчи пек шавласа та шӳт туса ҫимерӗҫ.

Help to translate

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed