Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

антӑм (тĕпĕ: ант) more information about the word form can be found here.
Эпӗ тетраде сӗтел ещӗкне пытартӑм, тӗкӗр ҫине пӑхса илтӗм, ҫӳҫе ҫӳлелле турарӑм, ку эпӗ ӗненнӗ тӑрӑх, мана шухӑшлӑ сӑн парать, вара диванлӑ пӳлӗме антӑм, унта сӗтеле тирпейленӗ ӗнтӗ, ун ҫине турӑш тата ӑвӑс ҫуртасем лартнӑ.

Я спрятал тетрадь в стол, посмотрел в зеркало, причесал волосы кверху, что, по моему убеждению, дало мне задумчивый вид, и сошел в диванную, где уже стоял накрытый стол с образом и горевшими восковыми свечами.

V сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Алӑри кӗнекене пӑрахмасӑр, урай хӑмисен хушӑкӗ тӑрӑх кӑна пусса пыма тӑрӑшса, пӳлӗм тӑрӑх ҫӳренӗ, е мӗнле те пулин тӗлсӗр-йӗрсӗр кӗвве тӑснӑ, е сӗтел хӗррине чернилпа варласа ларнӑ, е тарӑн шухӑшлӑ сӑмахсене пӗр шухӑшламасӑр-тумасӑр темиҫе хут каланӑ самантсенчен пӗринче — пӗр сӑмахпа, ӗҫлесшӗн мар пулса тӑнӑ ӑс-хакӑл, туйӑмсене парӑнса, асра юлмалли сӑнарсем шыранӑ минутсенчен пӗринче эпӗ класс пӳлӗмӗнчен тухрӑм та пӗр тӗллевсӗр пусма тӑваткӑлне антӑм.

В одну из тех минут, когда, с уроком в руке, занимаешься прогулкой по комнате, стараясь ступать только по одним щелям половиц, или пением какого-нибудь несообразного мотива, или размазыванием чернил по краю стола, или повторением без всякой мысли какого-нибудь изречения — одним словом, в одну из тех минут, когда ум отказывается от работы и воображение, взяв верх, ищет впечатлений, я вышел из классной и без всякой цели спустился к площадке.

VI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ҫурхи аслатиллӗ ҫумӑр хыҫҫӑн вӑрманти тӗлӗнмелле ырӑ шӑршӑ, хурӑнпа фиалка, ҫӗршӗннӗ ҫулҫӑпа кӑтра кӑмпа, ҫӗмӗрт шӑршисем ытарайми илӗртӳллӗ; эпӗ кӳмере ларса пыма чӑтӑмлӑх ҫитереймерӗм, пускӑч ҫинчен сиксе антӑм та тӗмсем патне чупса кайрӑм, хам ҫине ҫумӑр тумламӗсем шӑпӑртатнине пӑхмасӑр, чечек ҫурнӑ ҫӗмӗртӗн йӗпе тураттисене хуҫатӑп та вӗсемпе питӗмрен ҫапатӑп, ырӑ шӑршӑпа киленетӗп.

Так обаятелен этот чудный запах леса после весенней грозы, запах березы, фиялки, прелого листа, сморчков, черемухи, что я не могу усидеть в бричке, соскакиваю с подножки, бегу к кустам и, несмотря на то, что меня осыпает дождевыми каплями, рву мокрые ветки распустившейся черемухи, бью себя ими по лицу и упиваюсь их чудным запахом.

II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Эпӗ утӑ урапи ҫинчен сиксе антӑм та (эп ун ҫинче ҫывӑраттӑм) пӳрте чупса кӗтӗм.

Я соскочил с телеги с сеном (я спал на ней) и бросился в хату.

63 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Эпӗ спальнӑран тухса столовӑя антӑм та Петькӑна шыраса тупрӑм:

Я вышел из спальни, спустился в столовую и отыскал глазами Петьку:

20 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Пусма тӑрӑх утса антӑм, кабинета кӗтӗм те, хам пурпӗр ҫывӑрса каяс ҫуккине пӗлсех, диван ҫине выртрӑм.

Спустился по лестнице, прошел в кабинет и лег на диван, твердо зная, что все равно не усну.

17 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Унтан эпӗ аяла антӑм та пушӑ пӳлӗмсем тӑрӑх ҫӳрекелерӗм, кухньӑна кӗрсе пӑхрӑм.

Потом я спустился вниз, походил по пустым комнатам, заглянул на кухню.

1 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Эпӗ, ӑна-кӑна кӗтмейскер, питпех тӑрӑнтӑм та антӑм ҫӗр ҫине.

Help to translate

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Пусма ҫинчен сиксе антӑм та, мамӑк лӑски илсе, сӑрланнӑ вырӑна асӑрханса шӑлма тытӑнтӑм.

Спрыгнул со стремянки, взял клок ваты и начал аккуратно стирать краску.

5 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Пистолета ҫӗнӗ обойма хурса пиҫиххи хушшине чикрӗм те тӳннӗ йывӑҫ патӗнчен антӑм, тӗмӗсем хушшипе чавсасем ҫинче шуса кайрӑм, унтан, ура ҫине тӑрса, айлӑмра пытантӑм.

Зарядив новую обойму, я сунул пистолет за пояс, откатился от поваленного дерева, на локтях прополз между кустами, поднялся и добрался до лощины.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Эпӗ тӳннӗ йывӑҫ урлӑ сиксе каҫрӑм та хӑрах ура шӑтӑка лекнипе персе антӑм.

Я перепрыгнул через поваленное дерево, попал ногой в ямку, упал.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Эпӗ типсе ларнӑ шывҫулӗ патне антӑм.

Опустился к сухому руслу.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Эпӗ пульӑсем шӑхӑрса бруствера ҫитсе ҫапӑннӑ вӑхӑтра унпа юнашар лаплатса антӑм: унччен пытанса тӑнӑ пулемет ӗҫлеме пуҫланӑ иккен.

Я упал рядом с ним под свист пуль, обметавших бруствер: работал скрытый до этого пулемет.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Эпӗ Якубӑпа ун патне чупса пынӑ салтаксене: — Выртӑр! — тесе кӑшкӑрса ятӑм та, гранат пӑрахса, кӑкӑрта юр ҫине лаплатса антӑм.

И я кричу Якубе и подбежавшим к нему солдатам: — Ложись! — я бросаю гранату и падаю в снег грудью.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Эпӗ ҫат тӑракан ҫар тум-тирӗпе, петлицӑсем ҫинче икшер кубикпе, кӑкӑр ҫинче Чоргунь патӗнчи ҫапӑҫушӑн панӑ Хӗрлӗ Ялав орденӗпе, сарӑ сӑран кабурлӑ пистолетпа тата хам урана ятран ҫӗлетнӗ хром атӑпа автобус ҫинчен антӑм та килелле утрӑм.

В отлично пригнанном обмундировании, с двумя кубиками на петлицах, с орденом Красного Знамени на груди (награда за бои у Чоргуня), с пистолетом в желтой кожаной кобуре и сшитых по ноге хромовых сапожках я сошел с автобуса и направился домой.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Ну, эпӗ тачанка ҫинчен сиксе антӑм та унӑн айне — урӑх мӗн тӑвас тен…

Ну, конечно, с тачанки, под нее, как иначе…

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Эпӗ чӑнкӑ ҫыранран антӑм та юшкӑн лартнӑ чулсем ҫине пырса тӑтӑм.

Я спустился с обрыва и остановился на покрытых илом камнях.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Эпӗ вӑр-вар сиксе антӑм.

Я торопливо спрыгнул на землю.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Сӑранӗ тата яка, ҫавӑнпа та эпӗ диван ҫинчен темиҫе хутчен те ярӑна-ярӑна антӑм, мӗншӗн тесен хӗррине кӑна лартӑм, лайӑхрах вырнаҫса ларма хӑяймарӑм.

Кожа была скользкая, и я все время съезжал с дивана, потому что сел с краю, а усесться на нем как следует я не решался.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Эпӗ пуканпа пӗрле ҫӗре персе антӑм та, ӗнсе ҫине мӑкӑль сиксе тухрӗ.

Я полетел вместе со стулом на пол и набил на затылке шишку.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed