Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

антӑм (тĕпĕ: ант) more information about the word form can be found here.
Эпӗ каютӑна антӑм та сурана ҫыхма пикенсе пӑхрӑм.

Я сошел в каюту и попытался перевязать себе рану.

XXVII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Палуба ҫине эпӗ сылтӑм енчи вантӑсем тӑрӑх антӑм.

На палубу я вернулся по вантам правого борта.

XXVII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Эпӗ румпеле ҫирӗплетсе хутӑм, аяла антӑм, хамӑн пӗчӗк арчана шыраса тупса ун ӑшӗнчен хама анне парне панӑ ҫемҫе пурҫӑн сӑмса тутрине илтӗм.

Я укрепил румпель, сошел вниз, разыскал свой собственный сундучок и достал из него мягкий шелковый носовой платок, подаренный мне матерью.

XXV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Вӑхӑта ҫухатмасӑр бушприт тӑрӑх улӑхса, палуба ҫине кутӑн персе антӑм.

Не теряя времени, я пополз по бушприту и свалился головой вниз на палубу.

XXV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Эпӗ вар тӗпне антӑм, хӳшӗ хӗррине ҫӗклерӗм те, унта Бен Ганн киммине тупрӑм.

Я спустился в ложбину, приподнял край шатра и нашел там лодку Бена Ганна.

ХХII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Эпӗ сӑрт ҫинчен ҫав тери хӑвӑрт антӑм пулас, эпӗ ура ҫине сиксе тӑнӑ тӗле, пурте малтанхи пекех: хӗрлӗ калпак тӑхӑннӑ пират ҫаплипех ларать, тепӗр пирачӗ пуҫне хӳме хушшине чикнӗ.

Мое падение с холма произошло так быстро, что, когда я поднялся на ноги, все оставалось в том же положении: пират в красном колпаке сидел в той же позе, а голова другого только высунулась из-за частокола.

XXI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Кантӑк янахӗ ҫинчен сиксе антӑм та аннене задачӑсем шутлама каятӑп терӗм, вара Лёня Шагалов патне кайрӑм.

И тут я спрыгнул с подоконника, сказал матери, что иду решать задачи, и отправился к Леньке Шагалову.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Пӗр самантрах борт урлӑ каҫрӑм та шлюпка ҫине антӑм, ҫав секундӑрах шлюпка карапран уйрӑлса кайрӗ.

В одно мгновение я перелез через борт и спустился в носовой люк ближайшей шлюпки, которая в ту же секунду отчалила.

XIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Эпӗ малалла, карлӑк айне шуса антӑм, анне ҫутӑ вырӑнтах тӑрса юлчӗ.

Я пополз дальше, под арку, а мать осталась почти вся на виду.

IV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Ҫӗр ҫине «ҫӑханла» — ӳкнӗ пекех патлатса антӑм.

Сел «по-вороньи».

14. Пӗр-пӗччен вӗҫетӗп // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Каярах тин антӑм.

А потом слез.

Эпӗ качака путекне перӗнни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Эпӗ унӑн чӗркуҫҫийӗ ҫинчен антӑм.

Я слез с колена.

Эпир колхоза каятпӑр // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Хам ҫавӑнтах диван ҫинчен антӑм.

И слез с дивана.

Пирӗн каютӑра // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Эпӗ — тенкел ҫинчен сиксе антӑм та ӑна кӗтсе тӑтӑм.

А я с лавки соскочил и стал ждать.

Мӗнле парне // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Унтан сӗтел ҫинчен сиксе антӑм та, вӑйӑм ҫитнӗ таран: — Анне! — тесе кӑшкӑрса ятӑм.

И прямо соскочил со столика и закричал со всей силы: — Мама!

Инзол ятлӑ йытӑ // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Эп сиксе антӑм, шав тата ытларах пулчӗ.

Я спрыгнул, шума стала еще больше.

1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Ыйхӑллӑскер эпӗ арча ҫинчен шуса антӑм.

Сонный, я сполз с сундука.

6 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Эпӗ сарай ҫинчен сиксе антӑм, анчах вӑл юбкине пӗрре панӑ хакпах сутса ярса картишӗнчен хуллен тухса карӗ.

Я соскочил с крыши, но она, отдав юбку за первую цену, уже тихонько уходила со двора.

XVIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Ҫавӑ мана хӑйӗн чӑнлӑхӗпе тӗлӗнтерсе ячӗ — эпӗ маччари чӳрече умне тӑрса, малалла вулама пуҫларӑм та хам шӑничченех вуларӑм, каҫпа вара, хуҫасем ҫӗрлехи кӗлле кайсассӑн, кӗнекене кухняна илсе антӑм та, кӗрхи ҫулҫӑсем пек туйӑнакан, сарӑрах тӗслӗ, кивӗ страницӑсем ӑшне путсах карӑм; вӗсем мана эпӗ хӑнӑхса ҫитнӗ ҫынсем пек мар ыр геройсене, шутсӑр усал тӑвакан ҫынсене кӑтартса, ҫӑмӑллӑнах мана урӑхла пурнӑҫалла, ҫӗнӗ ятсемпе ҫӗнӗлле шайсем патнелле илсе каятчӗҫ.

Это удивило меня своей правдой, — я стал читать дальше, стоя у слухового окна, и читал, пока не озяб, а вечером, когда хозяева ушли ко всенощной, снёс книгу в кухню и утонул в желтоватых, изношенных страницах, подобных осенним листьям; они легко уводили меня в иную жизнь, к новым именам и отношениям, показывая мне добрых героев, мрачных злодеев, непохожих на людей, приглядевшихся мне.

VIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Ун сӑмаххисем мана ҫапса хуҫнӑ пек эпӗ ҫавӑнтах лапчӑнса антӑм, пӗтӗм ӑшчик ҫӳҫенсе илчӗ.

Я так и присел, точно ушибленный его словами, всё внутри у меня облилось холодом.

I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed