Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

анмалла (тĕпĕ: ан) more information about the word form can be found here.
Ашшӗ, пуҫне усса: — Сывлама та хӑратӑп… Ытах та халь пӗтӗм кӑкӑр тулли сывласа ярсан, чӗре татӑлсах анмалла… Паян вырсарникун! Ирхи кӗлӗ хыҫҫӑн пупа илме яр… — тесе, вӑраххӑн каласа ларнӑ.

А отец его, опустив голову, медленно говорил: — Дышать боюсь… Такая у меня мысль, что, если я вздохну теперь всей грудью, — сердце должно лопнуть… Сегодня воскресенье! После ранней-то обедни за попом пошли…

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Самолета вут хыпса илсен е вӑл вӗҫейми пулсан, хамӑрӑннисем патне парашютпа анмалла пулать.

Если меня подожгут или самолёт совершенно потеряет управление, придётся прыгать с парашютом к нашим.

18. Днепр урлӑ каҫмалли вырӑнсем ҫийӗнче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Ирӗксӗрех унӑн вӗрен тӑрӑх аялалла анмалла пулчӗ, урисемпе вӗренрен тытӑнса вӑл мӗнле аннине куртӑм вара эпӗ.

Она потом по верёвке вниз полезла, так я видел, как она ногами хваталась, ногами в кулак верёвку зажимала.

Орангутанг пысӑк упӑте // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Камӑн та пулин анмалла пулсан, ӑна малалла ирттермеллех.

И надо пропускать, кому выходить.

Зоосада ҫитни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Акӑ каллех лифтпа кайрӑмӑр, анне лифтера: — Пирӗн аяла ҫитичченех анмалла, — терӗ.

Мы опять на лифте ехали, и мама сказала лифтёру: — В самый низ, пожалуйста.

Пушар пӗтсен // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Пароходӑн Уссури тӑрӑх ҫав протокӑн пырӗ патне ҫитиччен анмалла пулнӑ, унтан протокӑна пӑрӑнса кӗрсе, Амура ҫитичченех шыв юххине хирӗҫ пымалла пулнӑ.

Пароход должен был спускаться по Уссури до устья протоки и, свернув в нее, идти против течения до тех пор, пока не попадет в Амур.

4. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.

Валек ҫакӑн пек услови лартрӗ: манӑн тул ҫутӑличченех тупӑк ҫинче выртмалла е лармалла, хӑть те мӗн пулас пулсан та, Калинин старик шӑтӑкран тухнӑ чух тупӑкӗ чӳхенме пуҫласан та, ҫапах ун ҫинчен анмалла мар.

Валёк поставил условием, что я должен до света лежать или сидеть на гробе, не сходя с него, что бы ни случилось, если даже гроб закачается, когда старик Калинин начнёт вылезать из могилы.

II. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Кукамай — Мими каланишӗн, Сен-Жером — «пӗрре» паллӑшӑн, атте — пӗчӗкҫӗ ҫӑраҫҫишӗн… ҫаксем пурте, тӑхтаса тӑмасӑр, кӗҫӗрех ман ҫине йӑтӑнса анмалла.

Бабушка — за жалобу Мими, St.-Jérôme — за единицу, папа — за ключик… и все это обрушится на меня не позже как нынче вечером.

XII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Чӑнкӑ ҫулпа анмалла чухне эпир пурте экипажсенчен тухатпӑр та кӗпер патне ҫитиччен ӑмӑртмалла чупатпӑр, ҫав хушӑра Василипе Яков, кустӑрмасене тӑлласа ҫыхса, тӳнесрен тытса чарма пултарнӑ пекех, кӳмене икӗ енчен аллисемпе тытса пыраҫҫӗ.

На крутом спуске мы все выходим из экипажей и иногда вперегонки бежим до моста, между тем как Василий и Яков, подтормозив колеса, с обеих сторон руками поддерживают карету, как будто они в состоянии удержать ее, ежели бы она упала.

I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

«Эпӗ сӗнтӗм вӗсене кунта килме, апла пулсан ман чи малтан анмалла», — терӗ Петя хӑй ӑшӗнче.

«Я предложил им идти сюда, значит, должен идти впереди», — подумал Петя.

Хӗрлӗ хӗвел // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

— Укҫине кӗсье усӑнса анмалла тӑпӑлтарса панӑ, теҫҫӗ, — хутшӑнчӗ «питӗ пултаруллӑ» лирик.

— И, говорят, немалую сумму отвалили, — подхватил «тоже талантливый» лирик.

14 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

— Камӑн анмалла? — ыйтать кондуктор.

— Кому сходить? — спросил кондуктор.

Нева заставин леш енче // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Ҫук, ан та шутлӑр, Альбина Альбертовна пулас мар-тӑк, вӑл кунӗн-ҫӗрӗн вӑйне-халне шеллемесӗр тӑрӑшас мар-тӑк, ку кил тахҫанах ишӗлсе анмалла, ҫемье вучахӗ лапах сӳнмелле.

Нет, если бы не она, Альбина Альбертовна, не ее кипучая энергия и самоотверженность — дом давно бы рухнул, а семейный очаг потух.

10 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Ҫурӑм хыҫӗнчи хутаҫпа ҫӳлтен пуҫ хӗрлӗн сикмелле мар, Совет Союзӗн кирек хӑш пункчӗсем хушшинче те ахаль пассажир билечӗпе ҫӳремелле, алла чемодан тытса ҫӗр ҫине трап тӑрӑх анмалла пулӗ.

Когда передвигаться между любыми пунктами Советского Союза можно будет просто по пассажирскому билету, сходить на землю по трапу с чемоданом в руках, а не бросаться вниз головой глухой ночью с мешком за спиной.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Каллех аялалла анмалла пулчӗ, анчах кашни хутӗнчех пире пеме тытӑнаҫҫӗ.

Приходилось снижаться, и каждый раз мы попадали под обстрел.

Кам вӑл Серёга? // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

Калама ҫук вӑрах анмалла пулчӗ, хура хумсем ӑна пур енчен те ҫапла тӑчӗҫ.

Так долго длился этот спуск, а черные волны захлестывали его со всех сторон…

IV // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Пӑванӑн чӳрече решеткине касса татмалла, кӗпине тӑрӑх-тӑрӑх ҫуркаласа кантра пек ҫыхмалла та, ҫав кантрапа картишӗн хӗвелтухӑҫӗнчи сарлака стени ҫине анмалла пулнӑ.

Овод же, получив извещение, что калитка отперта, должен перепилить решетку в окне, разорвать рубашку на длинные полосы, сплести из них веревку и спуститься по ней на широкую восточную стену двора.

IV // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Комисси председателӗ ҫакӑн пек задани пачӗ: пин метр ҫӳлӗш сывлӑша вӗҫсе хӑпармалла, унтан хӑвӑрт ҫаврӑнмалла та ҫӗртен икҫӗр метр ҫӳлӗшӗ таранччен анмалла, ҫак хушӑрах анса лармалли паллӑ хамӑр умра пулмалла, самолёта тӳрех ҫав паллӑ тӗлне антарса лартмалла.

Председатель комиссии дал такое задание: набрать тысячу, метров высоты, сделать крутую спираль и снизиться на двести метров с таким расчетом, чтобы посадочный знак оказался впереди; посадку произвести точно у знака.

Эпӗ — лётчик! // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

Аялалла анмалла.

Нужно снижаться.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.

Райтсен шучӗпе ҫапла тумалла пулнӑ: вӗҫес текен ҫынни машинӑран хытӑ тытса пӗр хушӑ сӑрт ҫинчен анаталла чупса анмалла пулнӑ, вара планер вӗҫмелӗх вӑй илсен, аялти ҫунат ҫине ӳпне выртмалла пулнӑ.

Первоначальный план был такой: человек, крепко держась за машину, бежит за ней несколько шагов вниз по склону, чтобы дать планеру набрать достаточную скорость, а затем плашмя ложится на нижнее крыло планера.

14. Икӗ минут хушши планер ҫинче // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed