Шырав
Шырав ĕçĕ:
Гриценко мучи вӗренне йӑлмакласа пысӑк чултан ҫаклатрӗ те тепӗр вӗҫне пиҫиххи хыҫне чикрӗ, унтан карӑннӑ вӗрен тӑрӑх тыта-тыта, умне шахтеркӑпа ҫутатса, шӑтӑка анма пуҫларӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ваня юлташӗ патне анма шут тытрӗ, анчах аялалла пӑхсан ҫӗр айне каякан тайлӑк ҫӑл пек шӑтӑка хупласа илнӗ тӗттӗмлӗхсӗр пуҫне урӑх ним те курмарӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
— Улӑштарма вӑхӑт! — Вара хӑй, приказ парасса кӗтмесӗрех, пӑшалне илчӗ те вышка ҫинчен анма пуҫларӗ.— Пора сменять! — и, подобрав ружье, не дожидаясь приказания, стал сходить с вышки.
VI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Тӗтреллӗрех тӗксӗм уйӑх ҫутинче, курӑкран аран ҫех уйрӑлса, темӗнле сӑрӑ япала, формӑсӑрскер, — ӑна ҫын тесе калама та хӗнтерехчӗ, — ҫӳлтен аялалла анма тытӑнчӗ.
XVI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Утравӑн хӗвелтухӑҫ ҫыранӗ хӗррипе тинӗс юхӑмӗ иртет, ку вырӑна вара ҫынҫиенсем тем пулсан та анма хӑяс ҫуккине эпӗ пӗлетӗп.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Ҫырма тӑрӑх тискер ҫынсем пирӗн пата хӑйсен валашка пек киммисемпе ишсе анма пултарасран шиклентӗм эпӗ.Я боялся, что вниз по реке к нам могут спуститься в своих пирогах дикари.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Тахӑшӗ ӑна анма пулӑшрӗ.
VIII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Кӳмере хыпашланӑ май тата килнӗ ҫынсене анма пулӑшса, Мойсей Мойсеич сасартӑк ҫаврӑнчӗ те шыва путнӑ чух пулӑшма чӗннӗ евӗр сасӑпа пырӗ татӑласла кӑшкӑрса ячӗ:
III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Анчах юлашкинчен акӑ, хӗвел анӑҫалла анма пуҫласан, сӑртлӑхсемпе сывлӑш ҫак асапа тӳсейми пулса ҫитрӗҫ те, чӑтӑмлӑхне ҫухатса, халтан кайса ҫитсе, хӑйсем ҫинчи пусмӑра сирсе пӑрахма хӑтланса пӑхрӗҫ.
II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
— Ытларах минчете тӑраҫҫӗ! — терӗ старик, юри кулкаласа, провокатор ҫапла ҫине тӑрсах тинкерсе пахнинчен шикленсе, хӑвӑртрах хӑтӑлса каясшӑнччӗ те, Заманов ӑна аллинчен тытса тӑчӗ, ҫаплах тинкерсе пӑхса, ҫакӑн пек ыйтрӗ: — Тӗрӗс те, халь шӑпах туй вӑхӑчӗ, ыран-паян тенӗ пек, турӑ тепӗр хут анма пултарать-ҫке… — тем пӗлтерес пек куҫне хӗссе илсе, вӑл сасартӑк сӑмахне тепӗр мая ҫавӑрчӗ:
V. Сутни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Сывлӑх сунатӑп, mesdames тата messieurs, сире каллех курнӑшӑн эпир питӗ, питӗ савӑнатпӑр, — терӗ вӑл завод пусми ҫинче, — господа, хӗрарӑмсене ҫуна ҫинчен анма пулӑшӑр-ха, — хушса хучӗ вӑл хайпе пӗрле пынӑ ҫамрӑксене.
XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Пӗлнӗ, кунта эсӗ ун ҫинчен нимӗн те ҫӗнни пӗлмерӗн; эсӗ вӑл хӗрсе кайма пултарнине те, шӳтленине те, унӑн апат тени лайӑхах анма пултарнине те, тата вӑл пӗрер черкке херес сыпма та хирӗҫех маррине пӗлнӗ эсӗ, апла пулсан, ку калаҫу Вера Павловнӑна сӑнласа пама кирлӗ мар, кама сӑнлама кирлӗ-ха апла?
XXXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Халӑх чупса пынӑ, дамӑна шарабан ҫинчен анма пулӑшнӑ, Рахметова ҫӗклесе тӑратнӑ; унне кӑштах кӑкӑрне амантнӑ пулнӑ, анчах та чи йывӑрри, кустӑрма ун уринчен чылай пысӑк татӑках какай тӑпӑлтарса илнӗ.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӑл хутортан тухрӗ, кӑштах тӑчӗ, унтан васкамасӑр масар еннелле утрӗ, инҫетрен, ҫавра ҫулпа, аран палӑракан хӗрессем, вил тӑприсем, ишӗлсе анма пуҫланӑ чул карта тавра ҫаврӑнса кайрӗ.
XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Кадильнӑсемпе систрсен чӑнкӑртатӑвӗ майӑн хурлӑн йӗрсе, Изида ама-туррӑн процессийӗ вара ерипен алтарь пусмисем ҫинчен, стенасем ҫумӗпе те колоннӑсем хушшипе, аялалла, храмалла анма пуҫланӑ.
XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Ҫунат аялалла ҫаврӑнса анма пуҫласан вара татӑлса антӑм.
31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Унӑн упанни пек ҫурӑмне, ҫухи таранах ылтӑн тӗслӗ кӑтрашка ҫӑм пусса илнӗ тӗреклӗ хӑмӑр ӗнсине анма пуҫланӑ йӑмӑх-хӗрлӗ хӗвел, ҫутине шеллемесӗр, ҫутатать.
29-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Унтан кӑнтӑртан талккишпе вӗрекен вӑйлӑ ҫил кашласа килчӗ; сӗлкӗш шывне сӑрхӑнтарса, чӑштӑртатса та куштӑртатса, шултӑра пӗрчӗллӗ юр пусӑрӑна-пусӑрӑна анма тытӑнчӗ, пӳрт-ҫуртсен ҫийӗсем хӑмӑрланчӗҫ.
26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Банник сулӑнса кайрӗ, стена ҫумне пырса таянчӗ, — шуратнӑ стенана ҫурӑмӗпе сӑтӑрттарса, ҫӗрелле тӗшӗрӗлсе анма пуҫларӗ, ӳкрӗ.Банник качнулся, прислонился к стене, — обтирая спиной побелку, стал валиться на пол, упал.
24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Стожар ҫине, кӑнтӑрла тӗлнелле, йӑтӑнса анма хатӗрленнӗ катрам-катрам пӗлӗтсем ниепле те ял патне ҫитеймерӗҫ, аяккинелле пӑрӑнса кайрӗҫ, халӗ ӗнтӗ вӗсем, кӑмӑлсӑр пулнӑ пек шавласа, ҫӗрпе пӗлӗт пӗрлешнӗ еннелле шуса иртрӗҫ.
40-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951