Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

амӑшӗсем (тĕпĕ: амӑш) more information about the word form can be found here.
Хуҫасене ӗҫре ача амӑшӗсем кирлӗ мар, мӗншӗн тесен мӗнпур хуҫасем капиталистсем пулса тӑраҫҫӗ!

Хозяевам не нужны работницы-матери, потому что хозяева — капиталисты!

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ялсенче уйрӑмах салтак арӑмӗсем, амӑшӗсем фронтра вилнӗ упӑшкисен, ывӑлӗсен сӑн ӳкерчӗкӗсене пысӑклатса ӳкерме параҫҫӗ.

Help to translate

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Алӑ ӗҫӗ тӑваҫҫӗ вӗсем: хӗрсем шурӑ катанпир ҫипе тӗрӗ тӗрлеҫҫӗ, амӑшӗсем алса-чӑлха ҫыхаҫҫӗ е каҫхине ҫӗр каҫа ялта кам патӗнче мӗн пулса иртнине сӳтсе яваҫҫӗ, пуҫ пӑхаҫҫӗ…

Help to translate

Хурт уйӑрнӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Инкек-синкекрен шикленсе (ун пекки кашни ҫуркуннех. пулать), ҫавӑнтах амӑшӗсем ыткӑнса ҫитеҫҫӗ, ачисене аллисенчен ҫатӑрласа тытса, ҫыранран аяккарах сӗтӗрсе каяҫҫӗ.

Help to translate

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Амӑшӗсем урӑх пулнӑ пулсан та ашшӗ енчен вӗсем Едигер тӑванӗсемех ӗнтӗ.

Help to translate

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тулли мар мобилизаци пирки пӗлтерсен районта пурӑнакансем - амӑшӗсем, аппӑшӗсем, шкул ачисем, тӗрлӗ сферӑра тимлекенсем, аслӑ ӑрурисем - вӗсене тӗрлеме пикенчӗҫ.

Help to translate

Ҫӗнӗ ӑру паттӑрӗсем // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11520-c- ... patt-r-sem

Килти ҫирӗм ҫул ытла пӗрле пурӑннӑ арӑм та ютшӑнчӗ, уксахла-уксахла ҫӗр ҫывӑрма амӑшӗсем патне каять…

Help to translate

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Эсир, пулас ача амӑшӗсем, сире манӑн машина ҫине лармалла ан тухтӑр шӑпа.

Help to translate

Сӑлтав, ачасемӗр, сӑлтав // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 66–73 с.

Пӗчӗк ачисем вилнӗ амӑшӗсем умӗнче макӑрӗҫ.

Help to translate

Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Унта халь ерекен чирпе аптракан ачасемпе амӑшӗсем выртаҫҫӗ.

Help to translate

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ачасем ҫывӑхри кӳлӗсенчен е Атӑлтан пулӑ тытса килсен амӑшӗсем вӑл пулла яшкана ярас вырӑнне часрах типӗтме ҫакаҫҫӗ.

Help to translate

19. Юмӑҫпа алманчӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Э-э, амӑшӗсем пӗтмесӗр хӗрӗ пӗтмӗ-ха вӑл.

Help to translate

8. Каҫхи калаҫу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Унсӑрӑн амӑшӗсем тин ҫуралнӑ пепкисене ача ҫураттармалли ҫуртра е тата та тискертерех — урамра — пӑрахса хӑварман пулӗччӗҫ.

Help to translate

Ачапа пӗрле анне ҫуралать // Ирина Трифонова. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 9 стр.

Пӗччен юласран хӑраса ҫурт-йӗртен аяккалла каймастпӑр; мӗн пур ӗҫе пӑрахрӑмӑр, лӑпкӑлӑх шыраса вырӑн ҫине ӳкнӗ ҫынсене канӑҫсӑр та йывӑр ыйхӑ тертлентерет; ачасем, пирӗн тӳлек пурнӑҫа аркатнӑ аслатне пула, чарӑнми йӗреҫҫӗ, ҫавӑн пекех — вӗсен амӑшӗсем те, — татти-сыпписӗр хӑранипе начарланса кайнӑскерсем; эпир, арҫынсем, ҫапӑҫакан вӑйсен влаҫне сирсе пӑрахас тӗллевпе тепӗр чухне пурте пӗрле утрава пӑха-пӑха, тӗпче-тӗпче ҫаврӑнатпӑр, пирӗн хамӑра ӗнентерес килет: утрав хуҫисем — пӗртен пӗр эпир кӑна; ҫакӑн хыҫҫӑн чӑннипех ҫапла иккенне ӗненсен тата сивлекрех шанчӑксӑрлӑха лекнине туятпӑр.

Боялись отходить далеко от дома, чтобы не остаться одним; работы были заброшены; беспокойные и тяжелые сны преследовали тех, кто, ища покоя кидался в постель; дети, более всех испуганные грозой, разрушившей нашу тихую жизнь, плакали, как и матери их, похудевшие от беспрерывного страха; мы, мужчины, решаясь иногда стряхнуть власть воинственных сил, обходили все вместе остров, дабы убедиться, что мы единственные его хозяева, и, каждый раз убеждаясь в этом, впадали в еще более острое отчаяние.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.

Амӑшӗсем вӗсемшӗн тӑрӑшнӑ — лагерьтен аш татӑксем илсе пырса вигвамра вутӑ чӗртсе кӑмрӑк ҫинче пӗҫернӗ.

Матери о них позаботились-принесли из лагеря много мяса, развели в маленьком вигваме костер и поджарили мясо на угольях.

Тӑмран тунӑ теттесем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Вӗсем нумайччен тепӗр кунне епле вӑйӑ вылямалли ҫинчен шухӑшланӑ, хӗвел ансан амӑшӗсем вӗсене киле илсе кайнӑ.

Долго придумывали они, в какие игры играть на следующий день, а когда зашло солнце, матери увели их домой.

Синопа тата унӑн юлташӗсем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Амӑшӗсем ӑна итлесе кулнӑ: ача ҫитӗннӗ ҫын пекех калаҫнӑ, ҫулпуҫ пекех хушусем панӑ.

Матери, слушая его, смеялись: мальчуган рассуждал как взрослый и отдавал приказания, словно был вождем.

Синопа тата унӑн юлташӗсем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Пӗчӗк ушкӑн ҫула тапраннӑ; ачасем йытӑсене ҫавӑтса пынӑ, амӑшӗсем хыҫалтан кулса утса пынӑ.

Маленькая процессия тронулась в путь; дети вели собак, матери следовали за ними и смеялись.

Синопа тата унӑн юлташӗсем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Пӗрре, ачасем вигвам хыҫӗнчи вӑрманта вылянӑ чухне, амӑшӗсем икӗ йытти ҫине япаласем тултарнӑ тюксем хунӑ, виҫҫӗмӗш йыттин йӗнерчӗкӗнчен пӗр пек вунтӑватӑ ҫинҫе те вӑрӑм туясем ҫӗр ҫуммипе сӗтӗрӗнсе пымалла ҫыхса лартнӑ.

Однажды, когда дети играли в лесу позади вигвамов, матери навьючили поклажу на двух собак, а к седлу третьей собаки прикрепили четырнадцать тонких длинных кольев так, что они тащились по земле.

Синопа тата унӑн юлташӗсем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Пӗрре ачасен амӑшӗсем иккӗшӗ те вӗсене валли кӗтмен ҫӗртен савӑнӑҫ тупса парас тесе шутланӑ.

Однажды обе матери задумали доставить детям неожиданную радость.

Синопа тата унӑн юлташӗсем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed