Шырав
Шырав ĕçĕ:
Уйӑрасшӑн пулса, вӗсене аллисенчен, урисенчен сӗтӗреҫҫӗ.
Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.
Темиҫе кун маларах унӑн аллисенчен туалет куҫкӗскийӗ сасартӑк ӳксе ваннӑччӗ.Несколько дней тому назад туалетное зеркальце выскользнуло у ней из рук и разбилось.
XXVII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Кил-ҫуртра иртенпех пурте салхуланчӗҫ; Анфисушка аллисенчен савӑт-сапа тухса ӳкме пуҫларӗ; Федька та пулин нимӗн тума аптрарӗ те аттине хыврӗ.
XXI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Аллисенчен кӗреҫи тухса ӳкрӗ.
XXI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
— Пуҫтахскер, — терӗ Феничка, унӑн аллисенчен питне илмесӗрех.— Баловник, — проговорила Фенечка, не отодвигая лица от его пальцев.
VIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Катя ура ҫинче тытӑнса тӑраймасть, ӑна нимӗҫсем аллисенчен тытса тӑраҫҫӗ.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Катя хӑй аллине ун аллисенчен илмесӗр чарӑнса тӑчӗ.
Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Вӗсем Тимофея аллисенчен ярса илсен ҫӗр купи патне сӗтӗрсе кайрӗҫ.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Салтаксем ӑна аллисенчен тытса туртса кӑларчӗҫ.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Майӗпен ухтартӑмӑр ҫакна, унтан урисемпе аллисенчен тытса ҫыран хӗррине ҫӗклесе кайрӑмӑр, аттине, френчӗпе кӗрӗк пиншакне хывса илтӗмӗр — вара шӑмпӑрт! кӑна шыва.
XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Григорий ӑна аллисенчен тытрӗ.
VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Иккӗш те Тимоша аллисенчен тытнӑ, леш хӑмине пӑрахса тарма та хӑтланчӗ.Оба ухватили Тимошку за руки, тот уронил доску и начал вырываться.
III сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.
— Нивушлӗ? — нӑхлатса ячӗ Прохор, шалт тӗлӗннипе банкӑна темле кӑна аллисенчен кӑларса ӳкермесӗр.— Да ну? — ахнул Прохор, от изумления чуть не выронив банку из рук.
XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Икӗ ватӑ казак генерала питӗ хисеплӗн аллисенчен тытса ура ҫине тӑратрӗ.Двое престарелых казаков под руки почтительнейше приподняли генерала.
VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
— Пӗтнӗ пулӑттӑм эпӗ сансӑр, — терӗ Егор, арӑмне аллисенчен тытса.— Пропал бы я без тебя, — сказал Егор и взял в свои руки руку жены.
10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вӑл аллисене сасартӑк малалла ярт тӑсрӗ — унӑн хуралса кайнӑ чукунран шӑратса тунӑ пек аллисенчен Пробатов кӑшт айккинелле пӑрӑнчӗ.
7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Кашнин аллинче михсемпе япаласем пулнӑ, пысӑккисем ачисене аллисенчен тытса ҫавӑтса пынӑ.
II // Михаил Акимов. Николай Телешов. Нуша. Михаил Акимов куҫарнӑ. Хусан, 1906. — 19 с.
Дарья вӗсем хыҫӗнчен тӑват уран упаленсе крыльца ҫине хӑпарчӗ, упӑшкине шак шӑнса хутланми пулнӑ аллисенчен чуптурӗ.Но Дарья на четвереньках ползла за ними на крыльцо, целуя, хватая негнущиеся, мерзлые руки мужа.
XXXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
— Эсӗ ӗнен ак! — йӑл кулса илсе тата хӑйӗн аллисене Иван Алексеевич аллисенчен хуллен вӗҫертсе, хулӑн сасӑпа каларӗ Штокман.— А ты поверь! — улыбаясь и мягко освобождая свои руки из рук Ивана Алексеевича, басил Штокман.
XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
— Ярах ӗнтӗ, чунӑм, яр, хӗрлӗ мӑкӑнӗм! — усӑнчӑк хура мӑйӑхӗ айӗпе кулкаласа тилмӗрчӗ Григорий, унӑн аллисенчен хуллен вӗҫерӗнме пикенсе.
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.