Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӑй вӑл ҫара пуҫ, аллинчи туйипе урисене шакка-шакка илет.Это был тощий человек без шапки, с тросточкой, которой он все время похлопывал себя по ногам.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Подполковник Мересьев аллинчи туяна туртса илчӗ те, ӑна ҫапса хуҫма пӗр-пӗр япала тупас, тесе, унӑн-кунӑн пӑхкаларӗ.
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ӗҫ сахал пулӗ манӑн!» тесшӗн пулнӑ пек пӑхса илчӗ те, ун аллинчи пакета карт! туртса илчӗ.Мало мне тут заботы!» — точно взглядом этим хотел сказать и вырвал у него из рук пакет.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Бурназян мӗн те пулин калама ӗлкӗриччен, Алексей унӑн аллинчи шултӑра та ҫаврака саспаллисемпе ҫырнӑ конверта туртса илчӗ те тулалла чупса тухса кайрӗ, — чӳречерен курӑнакан Бурназян тӗлӗнсе пӑхса юлчӗ, пӳлӗм варринче тӑракан учительница ҫилленсе кайрӗ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Йӑрӑм-йӑрӑмлӑ пижама тӑхӑннӑ, кукшаланма пуҫланӑ, лутрарах та уксах армянин, канакансен кашни ушкӑнӗнчех тӗл пулакан ҫивӗч чӗлхеллӗ ҫынсене хӑй ирӗкӗпе култаракан комиксенчен пӗри пулнӑскер, автобуссем тавра уксахласа, хыпаланса ҫӳрет, аллинчи туйипе сулкаласа, каякансенчен тахӑшне ӑс парать:
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Анчах хӑлӗ гестаповец аллинчи саламата курсанах шурса каять, хӑйӗн тирне ҫӑлма шанса юлташӗсене сутать.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Унӑн аллинчи сехет вунпӗр кӑтартать.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Аллинчи чечексене суйлакаласа, вӑл, шухӑша кайса, пуҫне кӑштах чалӑштарса тытнӑ, тӗнче илемӗпе чапне тин пуҫласа курнӑ пек, вӑл куҫӗсене чарса пӑрахса хаваслӑн пӑхнӑ.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пуҫӗ унӑн вӗреме пуҫларӗ — юнӗ тапса тухас пек пӑлханать; вӑл ҫакӑн ҫинчен пӗтӗмпех Дубровские пӗлтересшӗн пулчӗ те аллинчи ҫӗррине мӗнле те пулин хӑй асӑннӑ юман хӑвӑлне ҫитерсе хума май шыра пуҫларӗ.
XVII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Кайран, камфорӑпа тата кислородпа усӑ курнӑ хыҫҫӑн, Комиссарӑн аллинчи юн тымарӗ йӗркеллех тапма тытӑнсан, дежурнӑй врачпа Василий Васильевич ирччен ҫывӑрма кайрӗҫ.
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫак ӗҫе пӑхса тухса, мӗн-мӗн тума палӑртнине тата законсенчен выпискӑсем ҫырса илсе, … уезд сучӗ ҫапла йышӑнать: Пӑхса тухнӑ ӗҫрен ҫакӑ курӑнать: Петр ывӑлӗ Кирила Троекуров генерал-аншеф асӑннӑ тавлашуллӑ имени пирки, халӗ гварди поручикӗ Дубровский Гаврилӑн ывӑлӗ Андрей аллинчи юлашки ревизи тӑрӑх … чун арҫын шутланакан Кистенёвка ялӗпе ҫӗрӗ, вӑрманӗ, шывӗ-шурӗ пӗтӗмпех хӑйӗн аллинче пулма тивӗҫҫине кӑтартакан хута суд аллине панӑ.
II сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Сулахай аллинчи муклашки, шӑлпа туртса ҫеҫ ҫыхкаланӑ пирки, ытла ҫирӗпех пулмарӗ.На левой же, где привязывать приходилось уже зубами, сооружение оказалось менее удачным.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫак сӑмахсемпе Ковалев аллинчи хыпкӑчӗпе оруди щичӗ ҫинче номерсем ҫырнӑ хута тӗллесе кӑтартрӗ.И Ковалёв показал плоскогубцами на бумажку с номерками на орудийном щите.
21 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Фокусник пек ӑста парикмахерӑн аллинчи хатӗрӗсем улшӑнса ҫеҫ пычӗҫ.
17 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Хӑрах аллипе хӑй патнех шутарса лартнӑ котелока хӗрринчен ҫирӗппӗн тытса, Ваня тепӗр аллинчи кашӑкпа пӗр чарӑнмасӑр ӗҫленӗ, ҫав вӑхӑтрах касса хунӑ ыраш ҫӑкӑрӗн пысӑк чӗллисем ҫинчен куҫ илмен, — вӗсене тытма унан алли пушӑ пулман.
4-мӗш сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Сукмакпа пыракан хӗр аллинчи йывӑр чӑматанне ҫӗр ҫине лартрӗ те тулӑ пуссине кӗрсе чечек татма пуҫларӗ.
Ҫураҫнӑ хӗр // Мария Петрова. «Ял ӗҫченӗ», 2019.07.19
(Тӑрук улшӑнса каять, Юрккана аллинчи пиҫиххипе хӗнеме пуҫлать).(Резко меняясь в лице, начинает бить Юру ремнем, оказавшимся в её руке).
Улттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Каллех пурте шиклӗн Ванькка ҫине пӑхаҫҫӗ, Анфиса аппан ҫав вӑхӑтра аллинчи ывӑс урайне ӳкет.Вновь все оборачиваются к Ване, у тёти Анфисы аж доска из рук выпадает на пол.
Иккӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
(Самантрах улшӑнса каять те аллинчи хаҫатпа ывӑлне тӳнккеме пуҫлать.)
Пӗрремӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Пӑртак тӑрсан, Том Бекки аллинчи ҫуртана илнӗ те ӑна сӳнтернӗ.
31-мӗш сыпӑк. Тупӑннӑ та каллех ҫухалнӑ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.