Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хӑйӗнчен (тĕпĕ: хӑй) more information about the word form can be found here.
«Тӗрмери пек, тыткӑнрисен лагерӗнчи пек пурӑнатӑп», — хӑйӗнчен хӑй тӑрӑхласа шухӑшларӗ Лавр, вара, тарӑхнипе, йытта тапса ячӗ.

Help to translate

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Макар хӑй те костюмне тасатса-якатса тӑхӑннӑ, пушмакӗсене ҫутатнӑ, шурӑ кӗпепе, ҫӗнӗ галстукпа, пӗрмай тӑмаланса тӑран ҫӳҫне хитре тураса якатнӑ, сӑнӗ телейлӗ кулӑпа ялкӑшать, хӑйӗнчен одеколон шӑрши кӗрет.

Help to translate

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

«Мӗнех вара, ҫыннӑн арӑмӗпе пурӑнма вӑтанмарӑн пулсан, ун япалисенчен вӑтанни кулӑшла вара, — терӗ Лавр, хӑйӗнчен хӑй тӑрӑхласа.

Help to translate

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Мотоциклпа ҫӳренине пӑхмасӑрах, вӑл хитре ҫӗлетнӗ кӑвак бостон костюмпа, кӑвак галстукпа, кӗпе ҫухави чӑлт шурӑ, пушмакӗсене сӑн курӑнмалла ҫутатнӑ; ҫара пуҫӑн, хӑйӗнчен духи шӑрши кӗрет.

Help to translate

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Шаликов тем самантра унӑн сылтӑм аллине ҫурӑм хыҫне шатӑртаттарса пӑрса та лартрӗ, вара хӑйӗнчен чылай ҫӳллӗ ҫынна хӗр пӳлӗмӗнчен тӗртсе кӑларчӗ, унтан пӳрт алӑкне уҫрӗ те хулӗ тӳсме ҫук ыратнипе йынӑшакан ӗревӗҫе кутӗнчен тапса ывӑтрӗ.

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ӑста шофер пулнӑран-и, мӗнрен-и — директор ӑна хӑйӗнчен уйӑрасшӑн пулман, ҫара каясран броньпе хӑварнӑ.

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Рита хитре ҫӗлетнӗ хаклах мар пальтопа, шурӑ гетрӑпа, хура кубанкӑпа; хура ҫӳҫне килтех кӑтралатнӑ; хӑйӗнчен духи шӑрши кӗрет.

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Хулпуҫҫи урлӑ, плащ айӗнчен, сӑран сумкине ҫакса янӑ (ӑна вӑл нихӑҫан та хӑйӗнчен хӑвармастчӗ).

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Унпа юнашарах хӑйӗнчен те сарлакарах, самаях хулӑнлана пуҫланӑ хӗрарӑм утать.

Help to translate

Пӑчкӑ // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 111–112 с.

Вӑл, никама та ҫын вырӑнне шутламан, хӑйӗнчен хӑватли ҫук пек суннӑскер, паян пуҫласа халӑхра ӑнланмалла мар вӑй пуррине сисрӗ те самантлӑха ӗрӗшех кайрӗ.

Help to translate

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халӗ ӗнтӗ вӑл, пурнӑҫри мӗнпур хуйхӑ-суйхӑ хӑйӗнчен килнӗ пек ӑнланса, хӑйне хӑй ачисен умӗнче айӑплӑ шутларӗ.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл хӑйӗнчен ҫамрӑкрах йӑмӑкне каласа пачӗ, лешӗ — тепӗр аппӑшне.

Help to translate

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗрупраҫсем хӑйӗнчен кулнӑ пек туйӑнчӗ ӑна.

Help to translate

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл упӑшкине улталанӑҫемӗн йӑпӑлккарах, хӑйӗнчен тӳрӗ хӗрарӑм тӗнчере те ҫук пек курӑнма тӑрӑшать.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Якура вӑл хӑйӗнчен ҫичӗ ҫул аслӑрахран хисеплет.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑйӗнчен хӑй хӑраса, Ҫтаппан сӑмахне вӗҫлемесӗрех чарӑнчӗ..

Help to translate

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах кашнинех хӑйяе май сӑлтав пулма пултарать… — калас мар сӑмахне ирӗксӗртен персе ячӗ те Кӗтерук, хӑйӗнчен хӑй вӑтанса, пуҫне ҫӗрелле пӗкрӗ.

Help to translate

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах, пӗр ушкӑн хӗрупраҫ хӑйӗнчен малтан ҫитсе тӑнине курсан, ӑшӗнче рехетлӗн кулса илчӗ:

Help to translate

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сасартӑк вӑл, хӑйӗнчен инҫе те мар, плащ тӑхӑннӑ улшуҫ ҫӳрен лаша ҫавӑтса пынине курчӗ.

Help to translate

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Юратса тухнӑ-ши качча? — хӑйӗнчен хӑй ыйтрӗ Лукарье.

Help to translate

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed