Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тӗлӗнтерсе (тĕпĕ: тӗлӗнтер) more information about the word form can be found here.
Халь вӑл мӗнле калаҫни, юлташне тиркеме пуҫлани, ҫитменнине тата ӑна вӗрентме, ӑс пама тӑни йӑлт тӗлӗнтерсе пӑрахрӗ.

Help to translate

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Йӑлт тӗлӗнтерсе пӑрахрӑн мана, Эрнепи…

Help to translate

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пырса кӗчӗ те воеводӑсене те, патша окольничине те тӗлӗнтерсе пӑрахрӗ: вӑл Хусантан пӗччен килмен иккен, хӑйпе пӗрле сакӑрвун тӑватӑ мӑрсана илсе килнӗ.

Help to translate

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫав кун тата Шигалей Черемисинова йӑлт тӗлӗнтерсе пӑрахрӗ: вӑл паян ҫӗнӗрен ҫуралнӑ тейӗн, стрелецки голова умӗнче йӑпӑлтатса ҫеҫ тӑрать.

Help to translate

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Нумай вӑхӑт иртрӗ-и ҫапла, сахал-и, ҫанталӑк ӑшӑтас еннелле сулӑннӑччӗ ӗнтӗ, анчах шыв-шур тапранманччӗ-ха, Шурчапа ун таврашӗнчи ялсене Савтепи тепре тӗлӗнтерсе пӑрахрӗ: вӑл — пач ҫухалчӗ.

Наконец запахло долгожданной весной: потеплело, но снег и лед пока как лежали плотным покровом, так и продолжают лежать. И тут Савдеби в очередной раз встряхнула всю округу — она пропала.

Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫак мыскарасем пуҫланнӑранпа пӗр уйӑх иртрӗ-ши, ытларах-ши, арҫынсене тепре тӗлӗнтерсе пӑрахрӗ Савтепи.

А спустя месяц или чуть больше Савдеби снова растревожила сердца всех сельских мужчин.

Хитре хӗрӗн чап каять // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Урӑххипе тӗлӗнтерсе пӑрахнӑ ҫынсене, вӗсен кӑмӑлне ҫавӑрнӑ.

А совсем иным, когда сумел повернуть к себе людей.

Тӗмерккепе Утлас // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Эхер те вӑл ҫакӑнта ташлама е юрлама пӗлес пулсан сиксе тӑрса такама тӗлӗнтерсе пӑрахнӑ пулӗччӗ.

Эх, если б он умел петь и плясать, вскочил бы и удивил всех.

Шыв хӗрринче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Палламан ҫын хӑйпе ҫапла калаҫни Ухтивана шалтах тӗлӗнтерсе пӑрахрӗ.

Откровенность незнакомца поразила Ухтивана еще больше.

Татӑклӑ сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ватӑлмалӑх кунӗнче Тумӑрса (Шахрун аслашшӗ ҫапла ятла пулнӑ) ял ҫыннисене хӑйӗн хытлӑхӗпе тӗлӗнтерсе пӑрахнӑ.

Дед Шахруна, которого звали Тумырза, удивлял односельчан небывалой скупостью.

Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Халь ӗнтӗ киле кайса карчӑка шалтах тӗлӗнтерсе яратӑп.

Старуха моя сейчас подивится.

Мулкач Терушӗ, Някуҫ тата ыттисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хутасса вӑл ӑна пӗтӗм ял халӑхне тӗлӗнтерсе ҫулталӑкне ик-виҫӗ хут аслӑ тӳресем килсен хутать.

Топит он ее, правда, на удивленье всей деревне, не чаше двух-трех раз в год, когда приезжают большие чиновники.

Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Аван мар теме ҫук, мӗншӗн тесен пӗччен пыман, Ятманпа тата ахаль те килмен, пурне те тӗлӗнтерсе пӑрахнӑ ҫӗнӗ меслете курма килнӗ.

Help to translate

XXIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Маттур вӑл, сан Катраму, — алӑкран тухса тӑнӑ агронома тӗлӗнтерсе каласа хурать Левентей, — Эпӗ хам кӳршӗ ҫине шанса пурӑнман председательсене юрататӑп.

Help to translate

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Халь эпир кун пек ҫынсене сайра куратпӑр ӗнтӗ, анчах юлнӑ-ха вӗсем, теплере пӗрре тӗлӗнтерсе илеҫҫех хӑйсен мыскарисемпе.

Help to translate

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Бурнаш ывӑлӗсем кунашкал чӑкраш ӗҫпе килсе тухни ӑна хытӑ тӗлӗнтерсе хӑварчӗ.

Help to translate

13. Мӗн тусан лайӑхрах? // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кӗтмен хыпар ҫынсене самаях тӗлӗнтерсе пӑрахать, вӗсем, лайӑх-и ку, юмӑҫ карчӑк вӑрманти яла шыраса тупни, е лайӑх мар-и тенӗ евӗр, пӗр вӑхӑт шухӑша кайса лараҫҫӗ.

Help to translate

3. Сӗрен хулли // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ятламас юлташне тӗлӗнтерсе юптарма пуҫларӗ.

Help to translate

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахтупай ҫакна ҫеҫ лайӑх астӑвать: тимӗрҫӗ лаҫҫине кӗчӗ те мӑрса хӑйӗн тарҫине тӗлӗнтерсе нихҫанхи пек мар ӑш пиллӗн сӑмахларӗ.

Help to translate

13. Сӑр вӑрманӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тукай кил хуҫине эпӗ кӗҫӗр сан килӳнтен ниҫта та каймастӑп тесе пӗлтерсе хучӗ, ҫак сӑмахсемпе вара ватӑ тутара йӑлтах тӗлӗнтерсе пӑрахрӗ.

Help to translate

9. Юлашки ҫуна ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed