Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тӑрасшӑн (тĕпĕ: тӑр) more information about the word form can be found here.
Космонавт хӑйпе пӗрле килнӗ ҫынсемпе галерейӑран тухса кайсан, Мухаров кунта нумай тӑрасшӑн пулмарӗ, хавасланса ӳкнӗ тусӗ калаҫнине вӑл ирӗксӗртереххӗн итлерӗ.

Help to translate

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Аллисемпе ҫапкаласа каллех тӑрасшӑн пулчӗ.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Кам унта аслӑ патша саккунӗсене хирӗҫ тӑрасшӑн!..

Help to translate

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах эпир Мӗша хӗрринче нумай тытӑнса тӑрасшӑн мар, Сӗве хули патне тухасшӑн, Салтыковпа ҫапӑҫса пӑхасшӑн.

Help to translate

1. Курманӑн курас килет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫавӑнпа тимӗрҫӗ ӑна тек тытса тӑрасшӑн та пулмарӗ.

Help to translate

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Вӑл Хусан ханлӑхне вырӑссемсӗр тытса тӑрасшӑн.

Help to translate

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Урӑх вӑл калаҫса тӑрасшӑн пулмарӗ, утне утланчӗ те Ҫаврака сӑрт еннелле пӑхкаласа вӑрманалла кӗрсе ҫухалчӗ, Ахтупай хӑй чутлама пуҫланӑ пӗренене малалла чутларӗ.

Help to translate

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Сююнбикепе Кучак ханлӑха иккӗшех тытса тӑрасшӑн.

Help to translate

8. Новоград Свияжский // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Айван этем, княҫсемсӗр, мӑрсасемсӗр тытса тӑрасшӑн вӑл арканса пыракан ханлӑха.

Help to translate

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тӑрасшӑн — тӑраймасть.

Help to translate

Типӗ мунча // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпӗ татах тӑрасшӑн пултӑм, вӑл мана вырттарчӗ.

Help to translate

Эпӗ хама астума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫынсен чунне пусса тӑрасшӑн вӑл кӗҫҫе пит Салакайӑк.

Еще пытается и людские души купить, этот мерзавец Салагаик.

Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кавруҫ ыттисене ҫӑлмашкӑн Тытса тӑрасшӑн тӑшмана.

Help to translate

XXXVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

— Эпӗ пӗр ыйту ҫинче чарӑнса тӑрасшӑн, — терӗ вӑл хӑйӗн янравлӑ та уҫӑ сассипе, ку сасса илтсен вара Ятман, темшӗн тӳрех вӑл юрлама ӑста пулас тесе илчӗ.

Help to translate

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӗсем лере Сафа-Гирейпе вӑрҫмаллипех вӑрҫса кайнӑ иккен, халь ӑна хирӗҫ кӗрешме аслӑ князь патӗнче службӑра тӑрасшӑн.

Help to translate

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Нухай орди хӑй тӗллӗн тытӑнса тӑрасшӑн, Хусан аллине кӗрсе ӳкесшӗн мар.

Help to translate

1. Тата тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тата тепӗртак ярӑнса ҫӳресшӗнччӗ вӑл, анчах виҫҫӗмӗш пичче урӑх кӗтсе тӑрасшӑн пулмарӗ.

Он ещё хотел ездить, но третий брат просил, чтобы он поскорее пустил его.

Ватӑ лаша // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 43–46 с.

Ҫавӑнпа та ку умсӑмахра «Элкей таврашӗ» романӑн чи паллӑрах уйрӑмлӑхӗсемпе енӗсем ҫинче ҫеҫ чарӑнса тӑрасшӑн, произведение пӗтӗмӗшле илсе хак пама халӗ тата иртерех те, авторӗ ӑна вӗҫлесе те ҫитермен; ҫырнӑҫемӗн, пӗрремӗш кӗнекисене вулакан мӗнле кӗтсе илнине кура, вӑл унта улшӑнусемпе тӳрлетӳсем те кӗртме пултарать.

Help to translate

Элкей килйышӗ // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 5–14 с.

Шенк ӑна аран-аран лӑплантарчӗ, хӗр сике-сике тӑрасшӑн, старик ӑна каллех ларма хистет.

Шенк с трудом усадил ее, порывавшуюся встать на ноги, и силой заставил лечь снова.

XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Вара вӑл ҫывхарчӗ; тинех асӑрхарӑм: Синкрайт самаях ӳсӗр, ҫакна хӑй те туять, анчах ҫирӗппӗн тӑрасшӑн.

Тогда он подошел, и лишь теперь я заметил, что Синкрайт сильно навеселе, сам чувствует это, но хочет держаться твердо.

IX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed