Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Телее (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Тен, ҫав телее пӗтерер мар?

Help to translate

9 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Тытса чарасчӗ халӗ ҫав телее, яланлӑхах тӑсасчӗ унӑн ҫепӗҫ туйӑмӗсене, черчен пек тап-таса пирвайхи юратӑвӑн асамлӑ вӑйне ӗмӗр-ӗмӗре, темӗнле асап, суя ултав витӗр те чыслӑн, пӗр вараламасӑр илсе тухасчӗ.

Help to translate

8 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Пирӗн телее пӑхса ҫынсем ӑмсанӗҫ, — хӗре хӑй ҫумне ҫупӑрларӗ Ревлен.

Help to translate

4 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Виҫҫӗмӗшӗнче, телее, пӳлӗмӗ уҫах пулчӗ.

Help to translate

4 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Телее, 98 ҫула ҫитичченех пурӑнчӗ вӑл.

Help to translate

Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.

Халӑхӑн революципе граждан вӑрҫи ҫулӗсенчи паттӑрлӑхӗ, совет саманинчи халӑх пурнӑҫӗ тӗпренех ҫӗнелсе улшӑнни, ҫавна май ҫынсен шалти кӑмӑлӗсем те улшӑнни, вӗсем чунӗпе пуянланни, илемленни, телее халӑх ӗҫӗнче тупни ҫинчен, вӗсем таса юратӑвӗсем ҫинчен хавхаланса ҫырнӑ сӑвӑҫ.

Help to translate

Нестер Янгас // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 95 с.

Телее, пульповодпа юнашарах тӑрна куҫӗ пек тӑрӑ ҫӑлкуҫ шывӗ тапса тӑрать.

Help to translate

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Телее, амӑшӗ пушар тухнине часах асӑрханӑ.

К счастью, мать скоро заметила пожар.

Эрех илме укҫа паманшӑн ывӑлӗ амӑшӗн ҫуртне чӗртсе янӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34193.html

Хӗве кӗнӗ телее ҫынна кӑларса парас мар, илтӗм те ятӑм качча.

Help to translate

Чавса ҫывӑх та ҫав… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 7–13 с.

Те телее, те инкеке, мана шӑпах вӑрҫӑччен Иванов пурӑннӑ пӳлӗме вырттарчӗҫ.

Help to translate

XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Мӗн чухлӗ ӑна итлекен нумайрах, вӑл ҫавӑн чухлӗ ытларах хавхаланать, хӑйӗн хаксӑр талантне ҫак ҫити-ҫитми телее ӑмсанакан, кӗтекен, ӗненекен ҫынсене халаллама тӑрӑшать…

Help to translate

XXI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ҫухатнӑ телее тупни — икӗ хут телей…

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Хам телее пайласа патӑм вӗсене.

Help to translate

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Кунта, телее пулчӗ темелле, лепщик ӗҫне вӗрентӗм.

Help to translate

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

— Сантӑр пичче кутӑнӗшӗн Анукпа иксӗмӗрӗн телее пӗтерсе лартма памӑп!

Help to translate

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл пӗр кӗтӳ хӗр ҫуратса тултарни ман телее ҫирӗ».

Help to translate

XXII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Якур Кӗтерука аллинчен ҫавӑтса чупнӑ май: «Эй, ырӑ туррӑмӑр, хӗре вилӗмле хӑрушлӑхран ҫӑлса, чӗрине ман майлӑ ҫавӑрас телее эсех ярса патӑн-и тен! Ку телейпе усӑ курмасан, урӑх нихҫан та кунашкал май килес ҫук», — тесе шухӑшларӗ.

Help to translate

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Телее хам алӑранах вӗҫертрӗм… — малтанхи пекех хуллен сас пачӗ Ҫтаппан.

Help to translate

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Телее ӑна вӑхӑтра тытма пӗлес пулать, ачам.

Help to translate

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пирӗн телее, авӑ, уйӑх та мӗнлерех ҫутать.

Help to translate

Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed