Шырав
Шырав ĕçĕ:
Телее, университетри чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ ҫителӗклӗ таранах учительсене те хатӗрленӗ — саккунра палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫлама кадрсем пур.
Галина абрамова: «Чӗлхепе тӗнче уҫҫи тытатӑп» // Светлана РАЗУМОВА. http://kanashen.ru/2023/06/16/%d0%b3%d0% ... %82%d0%b0/
Халӗ ӗнтӗ эпӗ телее урӑххинче тупнӑ: кил-йышра, ача-пӑчара…
10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Кун пек чух телее савӑшура мар, урӑххинче тупатӑн: кил-ҫурт тирпейӗнче, ача-пӑчара, ӗҫре…
7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Ҫапла хуравлӗ вӑл — чуна ырату кӳрекенсене, телее туртса илекенсене, ҫынна ним вырӑнне хумасӑр, унран пӑрӑнса утакансене..
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.
Телее, кил умӗнче никам та пулмарӗ.
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.
Телее, халӑх вӗсене шанмарӗ, вӗсен хыҫҫӑн каймарӗ.
Улталаймарӗҫ. Улталаймӗҫ // Николай АНТОНОВ. http://alikovopress.ru/ultalajmarec.-ult ... ajmec.html
Хам телее те…
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.
Телее, эпир часах Григориупа Турунова иккӗшне те чӗрӗ-сывӑ куртӑмӑр.
XXXI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Пӳлӗмре — телее тенӗ пек — урӑх никам та ҫук.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Эпӗ урана хуҫса телее ҫухатрӑм, сывӑ-илемлӗ ҫынсен мӗншӗн телейлӗ пулмалла мар?
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Вӑрлӑха, телее, тӳлевсӗрех тӗрӗслеттерме пулать, енчен те вӑл паха сортлӑ тата 1-мӗшпе 3-мӗш репродукцире пулсан.
Паха вӑрлӑхпа усӑ курни пысӑк тухӑҫ илме тата тӑкаксен пысӑк пайне саплаштарма май парать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/05/12/%d0%bf%d0% ... %b0%d1%82/
Ҫавӑн пек шӑрантарнӑ та чылайӑшӗ, кашни утӑмрах вӗсем куҫ тулли телее мухтанӑ, ҫӗр ҫинче телейпе юнашарах хурлӑх ҫӳренине асӑрхаманҫи пулнӑ.
14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Телее, ҫавнашкал инкекрен мана Аксанов хӑтарчӗ темелле.
3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Ҫапла вара, ҫӳлте вӗҫнӗ чухне эпӗ яланах хамӑн телее, хамӑн… идеала шыратӑп.
Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.
Телее шыраса тупаҫҫӗ.
Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.
Телее тупрӑн пулсассӑн, Упрама ӑна ан ман, Хуть ӑҫта кӑна кайсассӑн, Эсӗ ман умра ялан.
Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.
Телее тупрӑн пулсассӑн, Упрама ӑна ан ман — Хуть ӑҫта кӑна кайсассӑн, Эсӗ ман умра ялан.
Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.
— Эпӗ телее юратура тупма тӑрӑшӑп, — хуравларӗ леш ӑна хирӗҫ.
Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.
Пурнӑҫ манӑн ун чухне хӗвел ҫутипе ҫуталнӑ пек ҫуталса кайнӑччӗ, анчах вӑхӑт иртет, вӑхӑт шӑвать, хамӑн телее ӗмӗрӗпех ҫемьере кӑна, сана юратнинче кӑна курса тӑни пӗчӗк япала пек туйӑна пуҫларӗ мана.
Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.
Эпӗ пурнӑҫра хамӑн телее ҫапах та тупасшӑн.
Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.