Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Станцине (тĕпĕ: станци) more information about the word form can be found here.
Упӑшкине станцине ӑсатсанах кинӗ патне кӗрсе тухасшӑн пулчӗ Хвекла.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Фома Фомич, — терӗ председатель, тӑрантас ҫинчен анмасӑрах, — ҫирӗм лашапа ыран станцине каятӑн.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

…Поезд Вӑрнар станцине ҫурҫӗр умӗн ҫитрӗ.

Help to translate

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Пӗррехинче вӑл председатель лаша тупса парасса кӗтмен, трактор валне миххе чиксе хулпуҫҫи ҫине ҫавӑрса хунӑ та ҫичӗ ҫухрӑмри машина-трактор станцине юсаттарма таплаттарнӑ.

Help to translate

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Пӑва станцине ҫитрӗҫ.

Help to translate

22 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тепӗртак аташса ҫӳресен Ваҫиле тинех станцине — ҫил витӗр касакан пӗчӗкҫӗ ҫурта кӗрсе тӑчӗ.

Help to translate

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Экспедици, советӑн 56-мӗш полярнӑй станцине организацилесе, партипе правительство панӑ задание пурнӑҫланӑ.

Экспедиция выполнила задание партии и правительства, оборудовав 56-ю по счету советскую полярную станцию.

«Ҫурсӗр полюсӗ» поляр станцийӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ҫавӑн пекех кунта чарӑну тата заправка станцине вырнаҫтараҫҫӗ.

Также здесь разместят остановку и заправочную станцию.

Пушкӑрт ҫурҫӗрӗнчи райцентрта ача-пӑча автохули туса лартаҫҫӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... ta-3443033

Унтан Революци площачӗн станцине куҫрӗ.

Help to translate

6. Шырама пуҫлама ыйтатӑп… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Тӗслӗ телевидени станцине уҫсан Леонид Трифонов ҫутҫанталӑка тухса спектакльсем ӳкерме пуҫланӑ.

После получения цветной телевизионной станции, Леонид Трифонов начал выезжать на природу и снимать спектакли.

Леонид Трифонов 75 ҫул тултарнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35941.html

Унсӑр пуҫне «Инвестчаса» хутшӑнакансем Пушкӑртстанри Кушнаренкӑ районӗнчи Шарпово–Первушино ҫул хӗррипе ҫул хӗрринчи нумай функциллӗ комплекс туса хурассине сӳтсе явнӑ, унта автозаправка станцине, кафене, гостиницӑна тата автомобильсене пӑхмалли пункта кӗрет.

Кроме того, участники «Инвестчаса» обсудили создание вдоль дороги Шарипово–Первушино в Кушнаренковском районе Башкирии многофункционального придорожного комплекса, который будет включать автозаправочную станцию, кафе, гостиницу и пункт техобслуживания автомобилей.

Промышленность, ял хуҫалӑхӗ тата пулӑшу сфери: "Инвестчасра" ҫӗнӗ проектсене ырланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/ekonomika/20 ... an-3372491

Станцине энергипе тивӗҫтермелли ҫӑлкуҫ вырӑнне 1-9ГМГ ҫӗнӗ йышши двигатель лартса хӑварасшӑн.

Help to translate

Чӑваш Ен Правительствипе Трансэнергопром ГК « Трансмашхолдинг» АО ҫӗнӗ йышши энергоцентрсем хута яма 5 млрд ытла тенкӗлӗх килӗшӗве ҫирӗплетнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/19/chav ... om-gk-tran

Кунта такси тытрӑмӑр та Сӗве станцине вӗҫтертӗмӗр.

Help to translate

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Эпӗ «Юроплан» лашапа хӗл каҫипех станцине вӑрман турттартӑм.

Help to translate

«Атте ирӗк паманран качча та каймарӑм» // Э.КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/%C2%ABatte-irek-p ... C2%BB.html

«ЭКРА» наука производствин предприятийӗ тӗнчери 19 атом станцине хӑйӗн пысӑк технологиллӗ таварӗсемпе тивӗҫтерет.

Help to translate

«Узбекистанри АЭС строительствин ӗҫне Чӑваш Ен хутшӑнма хатӗр», – тенӗ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/27/uzbe ... sh-en-huts

Шӑпах ҫав куҫа кӑтартма илсе кайрӑм та эпӗ ӑна паҫӑр хулари ветеринари станцине.

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Пулас физик тепӗр куннех лекцисем хыҫҫӑн чукун ҫул станцине тухса вӗҫтерчӗ, унтан вӑл тавар хуҫипе — хулари тӗп специализациленӗ Универбаза экспедиторӗпе — студентсен ушкӑнӗ ку ӗҫе тума килӗшни ҫинчен хут — договор — ҫырса таврӑнчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӑрнар станцине ҫитсе чарӑннӑ пуйӑс ҫинчен пӗр ҫирӗм-ҫирӗм икӗ ҫулсенчи сап-сарӑ ҫӳҫлӗ те кӑн-кӑвак куҫлӑ, патвар хул-ҫурӑмлӑ ҫамрӑк сиксе анчӗ.

Help to translate

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Орлова юлташ пӗр вӑхӑт, Мускавпа Хусан чугун ҫул Управленийӗ ун мӑшӑрне Вӑрмар станцине куҫарсан, Вӑрмар вӑтам шкулӗнче ӗҫлерӗ.

Help to translate

Амӑшӗ // Макар Хури. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 93–94 с.

Станцине ҫӗршер тонна тырӑ тӑкнӑ пулнӑ.

— На станции были свалены сотни тонн пшеницы.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed