Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑт мӗнлерех ӑнлантарма пултаратчӗ йывӑр вӑхӑтра Пӑлаки аппа — Ваҫукӑн чӑн-чӑн мар амӑшӗ.
4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Мишша Алмазов Ваҫук енне ҫаврӑнса: «Ну, мӗнлерех?!» — тет, мухтанса.
3 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Ахӑртнех, вӑл та вӗрентет пулас Мишшана кунтӑка мӗнлерех тытса пырса тырра епле ывӑҫласа илсе сапмаллине.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
Куҫӗ мӗнлерех!
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
Ӑ-ӑ, мӗнлерех лайӑх юмах ку сан! — хавхалантарать аслашшӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
Пӗр-пӗринпе канат тунӑ: каччӑ валли кӗрӳ кӗпине е хӑйне валли венчет кӗпине мӗнлерех тӗрлесе хӑт кӗртмелле-ши?.
Килӗшӳлӗхпе ӗлккенлӗх // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.
Ҫапла вара Дунай пӑлхарӗсен тата Ҫурҫӗр Кавказ халӑхӗсен ҫи-пуҫӗпе паллашни пирӗн мӑнасаттесен тумӗ мӗнлерех пулнине ӑнланма пулӑшать.
Несӗлӗпе ӳсӗмӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.
Вӑл хӑрушлӑх ҫӑл куҫӗсене тата синкер сарӑлма пултаракан тӗп ҫул-йӗрсене хӑвӑрт та тӗрӗс палӑртма, пулӑмсем мӗнлерех аталанассине сӑнласа пама пултармалла, ял хуҫалӑх выльӑхӗсене клеме лартнине тата вӗсене куҫарса ҫӳренине цифра мелӗпе уҫӑмлӑ та объективлӑ учет туса пыма май памалла.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven
Социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн комплекслӑ программи ӗҫсем мӗнлерех шайра пыни, аталану планӗсем ҫинчен пӗлтерекен объективлӑ даннӑйсен пуххи пулмалла.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven
Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансемпе тӗл пулса калаҫнӑ чухне эпир ҫавнашкал витӗмлӗ пулӑшу вӗсене мӗнлерех кирлине, вӑл ҫапӑҫури хастарлӑха ӳстерме, пурнӑҫ хакне ӑнланма пулӑшнине, эпир пурте пӗрле пулнине, Ҫӗнтерӳ пирӗн енче пулассине шанса тӑма хавхалантарнине курса ӗненетпӗр.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven
«Пурте пӗтӗмпех ӑнланаҫҫӗ» терӗ пулин те Олег Николаев кашни саккасҫӑн РАИПа кӗнӗ объектсене вӑхӑтра хута ярас тӗлӗшпе пӗтӗмпех тумалли ҫинчен асӑрхаттарчӗ, вӗсене ӗҫсене йӗркелессине мӗнлерех курнине сӑнласа хӑйне пӗлтерме сӗнчӗ.
Шкулсенчи ӗҫсем графикран юларах пыраҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/shkulsenchi-ecse ... ah-pyracce
Кусемсӗр пуҫне, ҫынсем хӑйсене хӑйсем мӗнлерех тыткалани, вӗсен йӑлисем, кӗвви-юррисем кашни халӑхӑн ыттисеннинчен урӑхларах.
Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.
Кайӑкӗсем мӗнлерех савӑнса юрлаҫҫӗ.
3 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.
Сассӑм мӗнлерех уҫӑ.
Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.
Ун патне мӗнлерех пырса кӗресси ҫинчен шухӑшласа хучӗ Ҫимун.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Иртӗр, иртӗр, — малтанах ӗлӗкхи тусне мӗнлерех кӗтсе илме аптӑраса тӑчӗ Ҫимун, умри пир саппунӗпе аллине шӑлкаларӗ те Архип Григорьевича ларма пукан сӗнчӗ.
Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
«Ханша ӗҫтерсен, мӗнлерех пулӗ-ши? Ӗҫтерни сая каймӗ-ши?» — иккӗленсе шухӑшларӗ Кулюкка.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Аҫупа аннӳ камсем тата, пурнӑҫ ҫине вӗсем мӗнлерех пӑхаҫҫӗ, мӗн калаҫаҫҫӗ? — кулса илнӗ каччӑ.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Хуҫана мӗнлерех килӗшет, ҫавӑн пек тӑватӑн.
Ҫӑкӑр чӗлли // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 122–126 с.
Вӗлле хурчӗсене мӗнлерех юрататчӗ, шеллетчӗ тата Мишша тете!
Атте утарӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 110–116 с.