Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ман the word is in our database.
Ман (тĕпĕ: ман) more information about the word form can be found here.
«Атте — утаман, тата, аслӑ пиччей, Ӳкӗтлӗр мана темӗн чухлӗ, темӗнччен, Анчах ан асӑнӑр хур туса Ман паллашнӑ, ман юратнӑ хӗр туса!

Help to translate

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ман Хурал, ман йыттӑм, ман тусӑм!

Help to translate

Ача ҫуртне хупни // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Урама выляма асра-тӗсре тухсан, ҫичӗ-сакӑр-тӑхӑр ҫулхи юлташӑмсем ман тӗлӗшпе ӑшӑ кӑмӑл хывмастчӗҫ, манра пӗчӗк «дикобраза» ҫеҫ куратчӗҫ, «кам эс? Ку ял ачиех-и? Мӗн тума пултаратӑн эс?» тесе ыйтнӑн, куҫӗсене ман ҫине ешӗл тал пиҫен йӗппи пекех вичкӗнлетсе, витӗрлесе тирӗнтерчӗҫ.

Help to translate

«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.

Эпӗ хам Аҫтӑрхан хулине мӗн тӗллевпе килни, йытӑпа мӗнле паллашни, вӑл ман ҫумма «ӑшӑ сухӑрланса» ҫыпӑҫни, мана кӳренни, мана вӑрттӑн сыхлани ҫинчен тӗппипе ярӑмласа патӑм.

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ӑнланчӗ-ши вӑл ман сӑмахсене, ҫук-ши, пӗлместӗп, анчах халӗ мана самаях хӑй куҫӗсен ытамӗнче тытса тӑчӗ, унтан мӑтӑк хӳрипе ик-виҫӗ хут лӗп варкӑшпа палӑри-палӑрми хускалкалакан ӑвӑс ҫулҫи пек мӑран вылятса илчӗ, вара, хӑлхине вырттарса, хӑйне хӑй «ҫӗнкелесе», васкамасӑр ман паталла ҫывхарчӗ.

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ав, эсӗ те унччен мана пӗрре ӗненсе, тепре ман пирки иккӗленсе пурӑннӑскер, паян кӗтмен-туман сасӑ (санпа пӗр чӗлхе тупайман шоферӑн «ҫӗрӗк» шӑхӑрнӑ сасси) сӑсӑл вӗҫтернипе, сехрӳне хӑпартнине пула ҫеҫ пӗрремӗш хут хӑв ҫылӑхусемшӗн манран чӗркуҫҫи ҫине ӳксех каҫару ыйтрӑн, кӗлӗ турӑн, хӑв тунӑ ытти йӑнӑшсемшӗн те татӑлсах ӳкӗнтӗн.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пӗр енчен, ҫӗр ҫинчи терт-нушашӑн, танмарлӑхшӑн эпӗ хушман ӗҫсене туса, хӑйсен чӑрсӑр ирӗкне ман саккунсемпе чикӗлемесӗр ҫылӑха кӗнӗ пӗрремӗш мӑнкӑмӑллӑ ҫынсем — Адампа Ева — та айӑплӑ, тепӗр енчен, ҫӗр ҫинчи пурнӑҫ (вӑл ман сӑмахӑмпа ҫуралнӑскер, ман вӑйпа (энергипе), эп хывнӑ ҫирӗп йӗркесемпе тата саккунсемпе ҫеҫ аталанса пырать) тӗрлӗ енлӗ пултӑр тесе эпӗ йывӑҫне-курӑкне те, выльӑхне-чӗрлӗхне те, кайӑкне-кӗшӗкне те, ытти чӗрӗ чунсене те юри тӗрлӗ турӑм.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Юлашки ҫулсенче тата сӗмсӗрленсех кайрӗ: лӑпӑ-лапӑ ҫынсен ӑшне кӗрсе вырнаҫса, вӗсен суя ирӗклӗх, мӑнаҫлӑх туйӑмӗсене вӑратса, арӑслантарса ярса, пуҫӗсене минретсе, вӗсене манӑн ҫӗр ҫинчи чи таса вырӑнсене те — чиркӳсене, мечетсене, синагогӑсене тата ытти кӗл тумалли вырӑнсене — кӗртсе ярса ман ята варалама, мана хирӗҫле латсӑр ӗҫсем тума хӗтӗртет, ҫакна тума хӑш-пӗр чух укҫапа е вӑл-ку хаклӑ япалапа та астарать, хавхалантарать.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пӗрре, ку ман умра йӑпӑлтатнӑ пек, мана ҫеҫ мухтаса чӑн-чӑн ӗҫ паттӑрӗсене маннӑ пек пулса тухать; тепре, ҫав чӑн-чӑн ӗҫченсене кӳрентерет, хаҫат каланине ӗненми тӑвать.

Help to translate

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Вӑл ман ҫине чӑрр! пӑхрӗ те йӑлл! кулчӗ, вара, нимӗн каламасӑр, аллине ман хул пуҫҫи ҫине хучӗ, манран малтан хӑй пӗрремӗш утӑм турӗ, тӗлӗнмелле ҫӑмӑл ташлама тытӑнчӗ.

Help to translate

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Судра вӑл мана ҫапла каларӗ: «Алимент маншӑн нимӗн те мар. Пӗр уйӑх шабашниксемпе кайса ӗҫлесен вунӑ ҫул тӳлеме ҫитет. Анчах эсӗ ҫакна ан ман: алимент вӑл — ашшӗне ӗмӗр парӑмлӑ ачана кивҫен укҫалла ӳстерни пулать. Вунсакӑр ҫула ҫитиччен кӑштах тӳлетӗп, кайран ӑна сӗвелетӗп», — терӗ.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Вӑл ман пата ҫитрӗ те мана шӑршлакаларӗ, вара тӳрех сӑмсине ман сумкӑна чиксе унта пӑлхатма тытӑнчӗ.

Help to translate

Кампур // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 257–261 с.

Виҫҫӗмеш ҫулӗнче, те чӑнах ман ят тухнӑччӗ, те ял старасти сутрӗ мана, тепӗр ҫур ҫултан манӑн салтака ӑсанмалла терӗҫ.

А тут то ли в самом деле на мое имя повестка пришла, то ли староста меня кому продал — через полгода меня стали собирать в солдаты.

IV // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ман патра, ман килте, ман алӑра пулмалла вӑл кашни самантра.

Каждую минуту должна быть со мной — дома, на работе…

Выртмара // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Эсӗ те ман килӗм, ман ҫӗрӗм, ман анам пул.

Ты тоже стань для меня моим домом, моим наделом, моей землей.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ман кил, ман лаша, ман ана тет вӑл.

у которого мой дом, мой конь, мой надел…

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӗлетӗп: эс пуҫна хуратӑн Пӗрле пулмашкӑн, ман ҫумра, Мӗн чухлӗ савӑнӑҫ паратӑн — Эс манӑн пурнӑҫ, ман талант.

Help to translate

XXXVI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ан кайӑр ман хала манса: Ман пурнӑҫ вӗҫленсен, вырттарӑр Упӑшкампа шат юнашар — Пӗрле лере те танлашар.

Help to translate

IX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Пӗлесчӗ ман, пӗлесчӗ ман, Агай мана юратать-ши?

Help to translate

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ан шӑнтсам мана, ман урхамаха, Урхамахӗ ман ҫил ҫунатлӑскер.

Не морозь меня, моего коня, Моего коня белогривого.

Хӗл сивви // Юрий Сементер. Сементер, Юрий. Ҫырнисен пуххи. 3-мӗш том: Тӑваткӑл тӗрӗ: сӑвӑсем, юрӑсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2016. — 443 с. — 3 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed