Шырав
Шырав ĕçĕ:
1. Тӳсейми хаярлӑхпа тата ырсунманнине куҫкӗретех палӑртса, хӑйне хай дворянин вырӑнне хуракан Перерепенко ывӑлӗ Иван Иванов, ман тӗлӗшрен тӗрлӗ ирсӗр ӗҫ тӑвать, сиен кӳрет, ҫӗлен пек чеелле, ман сехрене хӑпартма хӑтланать; ӗнерхи кун, кӑнтӑрла иртсен, вӑл вӑрӑ-хурах пек пуртӑсемпе те пӑчкӑсемпе, ийӗсемпе т. ыт. хатӗрсем илсе, ҫӗрле ман картишне каҫса кӗрсе, ман картана ҫитнӗ.
IV сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Вӑл мана пӗр пачка приложенисем кӳрсе пачӗ, эпӗ Флоберӑн ӑслӑ ӗҫне вуласа тухрӑм, вӑл мана темӗн чухлӗ святойсен пурӑнӑҫӗсене, кӗнекеҫӗ каласа кӑтартнӑ историсенчен хӑшпӗр япаласене аса илтеретчӗ, анчах вӑл ман чӗрене ӑраснах тарӑн кӗрсе юлмарӗ, унпа юнашар пичетленӗ «Тискер кайӑксене йӑвашлатакан Упилио Файмалин мемуарӗсем» ятлӑ япала мана ытларах кӑмӑла карӗ.
XVI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Манпа приказчик хушшинчи пурӑнӑҫ йывӑрланса ҫитнӗччӗ, — вӑл мана питех те кураймастчӗ, ман та ӑна курас килместчӗ, анчах эпӗ ӑнланса илесшӗнччӗ: мӗншӗн-ха вӑл манпа ҫав тери килӗшӳсӗр хӑтланать?
XV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл ман умра, аллине ман хулпуҫҫи ҫине хурса, малтан ман сӑмаха тимлӗн итлесе тӑчӗ, анчах часах кулса ячӗ те хуллен мана аяккалла тӗртрӗ.
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл хӑй манран аслине, ман ӑна пӑхӑнмаллине мана яланах систеретчӗ, мана ӗҫ хушнӑ чух аллине малалла темле лайӑх маррӑн тӑсса кӑтартатчӗ.
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Эпӗ ҫапла шухӑшларӑм: Илинька Грап, мана курсан, питӗм ҫине сурать тата, ман ҫине сурса, тӗрӗс тӑвать; Оперов эпӗ инкеке лекнӗшӗн савӑнать, ман инкек ҫинчен пурне те кала-кала парать; Колпиков мана Яр патӗнче тивӗҫлипе намӑс кӑтартнӑ иккен; Корнакова княжнӑпа хам тӑрлавсӑр калаҫнисем хыҫҫӑн урӑхла пулма та пултараймасть т. ыт. те, т. ыт. те.
XLV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫынсене comme il faut пулаканнисем тата comme il faut пулманнисем ҫине уйӑрни енчен илсе пӑхсан, вӗсем ахӑртнех, иккӗмӗш ушкӑна кӗреҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсем мана хӑйсенчен йӗрӗнтереҫҫӗ ҫеҫ те мар, пӑртак курайми те тӑваҫҫӗ, манра ҫавнашкал туйӑм ҫурални вӗсем comme il faut ҫыннисем пулмасӑрах мана хӑйсемпе пӗр тана хунинчен, ырӑ кӑмӑлпа ман хута кӗнинчен килет.
ХLIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ун умӗнче калаҫасси маншӑн пысӑк савӑнӑҫ, унӑн юррине итлесси те, манпа пӗрле пӗр пӳлӗмре вӑл пуррине пӗлесси те мана хӗпӗртеттерет; Варенька ҫине каярахпа хам мӗнле пӑхасси пирки, тусӑм йӑмӑкӑма юратас-тӑк, эпӗ ӑна ырӑ тӑвасшӑн хам савакан хӗре юратма пӑрахасси пирки ман пуҫа шухӑшсем сайра хутра кӑна пырса кӗреҫҫӗ ӗнтӗ.
ХL сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ пӗр стакан эрехе тӗппипех ӗҫсе те ятӑм ӗнтӗ, мана тепре тултарса пачӗҫ, тӑнлав кӑлт-кӑлт тапма тытӑнчӗ, ҫутӑ йӑм-хӗрлӗ курӑнакан пулчӗ, ман тавра пурте кӑшкӑрашаҫҫӗ, кулаҫҫӗ, анчах мана пачах савӑк мар пек туйӑнчӗ; мана ҫеҫ мар, ыттисене те кичем пулнине, эпӗ хам та, ыттисем те тем пирки юри кӑна питӗ савӑк пек кӑтартнине эпӗ пӗр иккӗленмесӗр ӗнентӗм.
XXXIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫаксене пурне те эпӗ хама лайӑх енчен кӑтартас тата юлташ мана ытларах юраттӑр тесе калатӑп; анчах кашни хутрах эп шутланӑ пек мар, урӑхла пулса тухать, хам Иван Иваныч княҫпа хурӑнташлӑ пулни тата манӑн ҫӑмӑл урапа пурри ҫинчен пӗлтерсенех, юлташ мана тӗлӗнтерсе пӑрахать: сасартӑках хӑйне ман умра мӑнаҫлӑн та сивлек тытма пуҫлать.
XXXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Илинька, эпир кунта пурте пӗртанни ҫинчен аса илтересшӗн пулнӑн ман еннелле сиввӗн кӑна мар, йӗрӗнӳллӗн пуҫ тайнипе тӗлӗнтернӗскер, ман умра ларать, типшӗм урисене сак ҫине пӗр именмесӗр хӑпартса хурса (ҫакна вӑл юри мана тарӑхтарма тунӑн туйӑнчӗ), тепӗр студентпа калаҫать, хутран-ситрен ман ҫине пӑхкаласа илет.
XXXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хулне савӑккӑн сиктеркелесе, атте Володя ҫумӗнчен сиксе тӑчӗ, ман пата пычӗ, хӑйӗн пысӑк аллипе ман ҫурӑмран ҫатлаттарса, пуҫне ман уммалла усрӗ те питне ман тута ҫумне лектерчӗ.
XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Любовь Сергеевна, ман тусӑмӑн тусӗ пулать-тӗк (эпӗ ҫапла шутларӑм), халь-халь мана мӗнле те пулин ӑшӑ кӑмӑллӑ, чуна ҫывӑх сӑмахсем калама тивӗҫлӗ, хӑй калама шутлани ытларах та ӑшӑ кӑмӑллӑ пулмасть-ши тесе иккӗленнӗн, вӑл ман ҫине чылайччен ним шарламасӑр пӑхса тӑчӗ; ҫак шӑплӑх вӑл манран эпӗ хӑш факультетри ҫинчен ыйтнипе вӗҫленчӗ.
XXIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Валахина манран тӑвансем ҫинчен, пичче ҫинчен, атте ҫинчен ыйта-ыйта пӗлчӗ, унтан хӑйӗн хуйхине — упӑшкасӑр тӑрса юлнине каласа пачӗ, юлашкинчен, манпа урӑх ним ҫинчен те калаҫма ҫуккине туйса, «Эхер эсӗ халь тӑрса пуҫ тайса тухса кайсан, питӗ лайӑх тӑватӑн, савнӑ чунӑм» тенӗ пек, ман ҫине ним чӗнмесӗр пӑхрӗ, анчах манпа тӗлӗнмелле пулса тухрӗ.
XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Сен-Жером манпа кӑмӑллӑ, мана мухтать, эпӗ ӑна курайми пулма пӑрахрӑм ҫеҫ мар, вӑл хӑшпӗр чухне ман пултарулӑхпа, ман ӑспа ӑна е кӑна тумасан намӑс тесе каланӑ вӑхӑтра эпӗ ӑна юратнӑ пекех туйӑнать.
XXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӗррехинче, шӑпах кӑнтӑрлахи апат ҫинӗ чух — ун чухне эпӗ ултӑ ҫултаччӗ — ман ҫи-пуҫ пирки калаҫнине питӗ лайӑх астӑватӑп, анне ман питре мӗн те пулин лайӑххи тупма тӑрӑшрӗ, манӑн ӑслӑ куҫсем, кӑмӑллӑ кулӑ пулни ҫинчен каларӗ, юлашкинчен, атте каланисемпе тата куҫа курӑнса тӑракан чӑнлӑхпа килӗшсе, ӑна эпӗ илемсӗр пулнине йышӑнма тиврӗ; кайран вара, эпӗ ӑна апатшӑн тав тунӑ чухне, мана питҫӑмартинчен лӑпкарӗ те:
XVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Ҫитӗ-ҫке, епле ҫылӑх мар сире, ҫитӗ, — терӗ те вӑл, каллех куҫҫульпе йӗпеннӗ пӗр аллине мана тӑсса пачӗ, тепринпе куҫӗсене хупларӗ, — эсир хӑвӑр ман пата килнипе мана мӗн тери ырӑ тунине тавҫӑрса илме те пултараймастӑр, ку — мана ырӑ туни вӗт… каҫарӑрсамччӗ ӗнтӗ, тӑхтӑр пӗр минут… эпӗ кӑштах шыв ӗҫетӗп те, вара пӗтӗмпех иртсе каять.
Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.
Эпӗ ӑна хамӑн ыйтӑва ӑнлантарса патӑм; тен, самӑр господин маншӑн питех хускалмастчӗ те пулӗ, анчах князь мана хӑйӗн труппине илӗртсе кӗртесшӗн пулнине вӑл пӗлнӗ, вара, мана кӳрентермелли ӗҫсем тӑвассине кайрана хӑварса, ман ӳкӗте кӗме шут тытрӗ те ҫакнашкал пысӑк ӗҫ пирки калаҫма князь патне хӑех кайрӗ.
Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.
Мана ҫӗлен сӑхсан е йывӑҫ ҫапсан, е ман хырӑма чир кӗрсен, мана буамрамра вырттармаҫҫӗ-и, пӗтӗм Горенду мана тӑрантармасть-и?
Тата тепӗр уяв // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
— Ӗненӗр мана, эсир ман пата килни те, эсир мана мӗн калани те — пурте ман чӗрене кайса тиврӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.