Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Кирек the word is in our database.
Кирек (тĕпĕ: кирек) more information about the word form can be found here.
Кирек мӗнле майсемпе пӗлнӗ пулсан та — ку тӗрӗс.

— Это правда, каким бы вы путем все это ни узнали.

VI // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Кирек епле пулсан та, сирӗн преосвященство, ман патӑма килсе курнипе, эсир мана пысӑк чыс турӑр.

Во всяком случае, было очень любезно с вашей стороны, ваше преосвященство, посетить меня.

VI // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

— Апла пулсан, юн тӑкас мар тесен, кирек мӗнле майпа пулсан та праҫник умӗн унтан хӑтӑлмалла-и вара?

— Вы думаете, что для предотвращения кровопролития абсолютно необходимо так или иначе избавиться от него перед Corpus Domini?

V // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

— Эпӗ ун тӗлӗшпе нимӗнле уйрӑм йӗрке те шутласа кӑларман, анчах манӑн ӑна ирӗксӗрех кӑшт хытӑрах тыткаламалла пулчӗ — кирек епле пулсан та, пирӗн ҫар тӗрми вӗт.

— Я не прибегал ни к каким чрезвычайным мерам, но был вынужден проявить некоторую строгость, тем более что ведь у нас военная тюрьма.

V // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Кирек епле пулсан та, вӑл сывалать, ҫавӑнпа та унпа килӗштерме йывӑрланса пырать.

Так или иначе, а он выздоравливает, и с ним теперь труднее сладить, чем когда-нибудь.

V // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

— Тепӗр кӗҫнерникун, июнӗн виҫҫӗмӗшӗнче, Соrpus Domini, ҫавӑнпа та вара манӑн ыйтӑва кирек епле пулсан та, ҫав кунччен татса парас пулать.

— В следующий четверг, третьего июля, Corpus Domini, и вопрос так или иначе должен быть решен до того дня.

V // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

— Врачсем вӗсем, хаклӑ ҫыннӑм, кирек те кам пекех йӑнӑшма пултараҫҫӗ.

— Доктора могут ошибаться, как и всякий другой смертный.

V // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Риваресӑн кирек мӗн тума та чеелӗх ҫитет.

У Ривареса хватит хитрости на что угодно.

V // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Ривареса лайӑх сӑнчӑрланӑ; чирлӗ-и вӑл, е сывлӑхлӑ-и, — кирек епле пулсан та эпӗ ӑна сӑнчӑртан вӗҫертместӗп.

Риварес теперь крепко закован, и я не сниму с него кандалов, будь он здоров или болен.

IV // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

— Эпӗ, — терӗ Монтанелли ӑна пӳлсе, — кирек епле пулсан та, эсир чирлӗ ҫынна сӑнчӑрламӑр, тесе шанатӑп.

— Надеюсь, — прервал Монтанелли, — что вы, по крайней мере, не закуете его снова, пока он болен.

IV // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Анчах кирек мӗнле пулсан та ҫакӑ ҫеҫ паллӑ: Риварес хӑтӑлса тухма патне ҫитсенех, ӑс-тӑнӗ кайнипе ӳкнӗ.

Но в чем бы ни состояла болезнь Ривареса, ясно, что она скрутила его внезапно, когда он уж почти совсем убежал.

IV // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Кирек епле пулсан та паян ҫӗрле тухӑр.

Приходите сегодня ночью во что бы то ни стало.

IV // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Кирек мӗнле айӑп тунӑ пулсан та, — терӗ Монтанелли, — вӑл ҫынна закон тӑрӑх суд тумалла.

— Что бы этот человек ни сделал, — ответил Монтанелли, — он имеет право быть судимым по закону.

III // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Эсир кирек хӑҫан та манӑн ырӑ юлташ пулнӑ, Чезаре, — терӗ Джемма, — йывӑр самантсенче мана яланах пулӑшнӑ.

Вы всегда были добрым другом, Чезаре, — сказала Джемма наконец, — и всегда помогали мне в тяжелые минуты.

II // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Риварес Бризигеллӑра чухне, ӗҫсем ытла хӑрушах мар-ха, арестленӗ кирек хӑш ҫынна та кардинал хӳтӗлӗ.

Пока Риварес в Бризигелле, положение еще не очень опасно, кардинал всегда примет сторону обвиняемого.

II // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Кирек епле пулсан та, — терӗ Мартини, — ӗҫ пӗтнӗ, ҫавӑнпа та ун ҫинчен калаҫни — вӑхӑта сая яни ҫеҫ пулать.

— Как бы там ни было, — сказал Мартини, — а дело кончено, и обсуждать, как все это произошло, — значит терять даром время.

II // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Кирек мӗнле сӑнчӑр валли те лайӑх путпилкӑ тупӑнма пултарать, анчах Пӑван суранланман-ши?..

— О, это не важно, хороший напильник справится с какими угодно кандалами, если только он не ранен…

II // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Ҫавӑнпа эпӗ кая юлтӑм та, кирек епле пулсан та ун куҫӗнчен ҫухалмаллаччӗ.

Потому-то я так и запоздал, нужно было как-нибудь ускользнуть от шпиона.

I // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Кирек епле пулсан та, тӳрӗ кӑмӑллӑ пулса, япаласене хӑйсен ячӗпе калӑр, — терӗ Джемма.

— Будем, во всяком случае, честны, — сказала она, — будем называть вещи их настоящими именами.

I // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

— Турӑ сыхлатӑр мана сире кирек мӗнле ӗҫшӗн те айӑпласран! — терӗ вӑл чаплӑн.

— Да сохранит меня Бог осудить вас, что бы вы ни сделали! — торжественно сказал он.

XI // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed