Шырав
Шырав ĕçĕ:
Иерусалимри (тĕпĕ: Иерусалим) more information about the word form can be found here.
32. Патша Иерусалимри тата Вениамин ҫӗрӗнчи мӗнпур ҫынна та ҫак халала йышӑнма хушнӑ; вара Иерусалимра пурӑнакансем Турӑ, хӑйсен ашшӗсенӗн Турри, вӗрентнӗ пек пурӑнма пуҫланӑ.
2 Ҫулс 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Патша вара йыхрав янӑ та Иудейӑпа Иерусалимри мӗнпур аслӑ ҫынна хӑй патне пуҫтарнӑ, 30. патша Ҫӳлхуҫа Ҫуртне кайнӑ, унпа пӗрле пӗтӗм халӑх пынӑ: иудейсем, Иерусалимра пурӑнакансем, священниксем, левитсем, пӗтӗм халӑх ватти-вӗтти таран — пурте пуҫтарӑннӑ; вара патша вӗсене Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче тупӑннӑ халал кӗнекине пӗр сӑмах сиктермесӗр сасӑпа вуласа панӑ.
2 Ҫулс 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫавӑн хыҫҫӑн Ассири патши Сеннахирим хӑйӗн чурисене Иерусалима янӑ, — хӑй вӑл тата унӑн пӗтӗм ҫарӗ Лахисра тапӑрпа тӑнӑ пулнӑ, — вӑл Иудея патшине Езекияна тата Иерусалимри пӗтӗм иудейсене ҫапла калама хушнӑ: 10. Ассири патши Сеннахирим ҫапла калать: мӗне шанатӑр эсир?
2 Ҫулс 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ӗнтӗ Иерусалимри чӳк парнисен вырӑнӗсене ҫӗмӗрсе тухнӑ, [йӗрӗхсене] тӗтӗрмелли пӗтӗм хатӗр-хӗтӗре те ҫапса аркатнӑ та Кедрон юхӑмне кайса пӑрахнӑ; 15. иккӗмӗш уйӑхӑн вунтӑваттӑмӗш кунӗнче Пасха путекне пуснӑ.
2 Ҫулс 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Пиллӗкӗмӗш уйӑхра, ҫав уйӑхӑн ҫиччӗмӗш кунӗнче, Вавилон патши Навуходоносор вунтӑххӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне, Иерусалима Навузардан — сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ, Вавилон патшийӗн тарҫи — пырса ҫитнӗ, 9. вӑл Ҫӳлхуҫа Ҫуртне те, патша керменне те, Иерусалимри мӗнпур кил-ҫурта та ҫунтарса янӑ, чи пысӑк ҫуртсене аркатнӑ; 10. сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗпе пӗрле ҫитнӗ халдейсен ҫарӗ Иерусалим тавра хӑпартнӑ хӳмене йӑлтах ишсе тӑкнӑ.
4 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Патшана ларнӑ чухне Иехония вунсаккӑрта пулнӑ, Иерусалимра вӑл виҫӗ уйӑх хушши патша пулнӑ; ун амӑшӗн ячӗ — Нехушта, вӑл Иерусалимри Елнафан хӗрӗ пулнӑ.
4 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Тӳпем вырӑнсен апӑсӗсем Ҫӳлхуҫанӑн Иерусалимри парне вырӑнӗ ҫине парне кӳмен, тутлӑлла пӗҫернӗ ҫӑкӑра вара хӑйсен тӑванӗсемпе пӗрлех ҫинӗ.
4 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Ӗнтӗ Иуда килӗнче сыхланса юлни, хӑтӑлса юлни каллех ҫӗрелле тымар ярӗ те ҫӳлте ҫимӗҫ кӳрӗ: 31. Иерусалимри йӑлкӑм ҫӗнӗрен хунавланӗ, Сион тӑвӗ ҫинче ҫӑлӑнса юлнисем пулӗҫ.
4 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Давид Иерусалимри керменне таврӑннӑ та кил хураллама хӑварнӑ вунӑ ҫум-арӑмне уйрӑм ҫурта вырӑнаҫтарнӑ, вӗсене ҫавӑнта тытса-пӑхса усранӑ, анчах патша вӗсем патне ҫӳремен.
2 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.