Шырав
Шырав ĕçĕ:
30. Иерусалимри Керменӳ умне патшасем Сан валли парнесем илсе килӗҫ.
Пс 67 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫӳлхуҫа вӗсен сассине илтнӗ, вӗсем ҫине хӗрхенсе пӑхнӑ; пӗтӗм Иудея ҫӗрӗнчи тата Иерусалимри халӑх Пурне те Тытса Тӑракан Ҫӳлхуҫанӑн Ҫурчӗ умӗнче чылай кун хушши типӗ тытнӑ.
Иудифь 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Вара Ездра ӑсчах каланӑ: аттемсен пӗртен-пӗр Ҫӳлхуҫа Турри мухтавлӑ, Вӑл патша чӗрине Хӑйӗн Иерусалимри Ҫуртне чапа кӑларас шухӑш хыврӗ; 26. мана та патшапа унӑн канашҫисем умӗнче, мӗнпур ҫывӑх ҫыннисемпе аслӑ улпучӗсем умӗнче хисеп турӗ.
2 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ездра священника, Ҫӳлхуҫа саккунне вӗрентекене, Артаксеркс патшаран ҫыру урлӑ янӑ ҫакӑн пек хушу ҫитнӗ: 9. «Артаксеркс патша Ездра священника, Ҫӳлхуҫа саккунне вӗрентекене, савӑнӑҫ сунать. 10. Шухӑшласа пӑхнӑ хыҫҫӑн, ҫынсене юратнипе эпӗ ҫапла тума хушрӑм: пирӗн патшалӑхра пурӑнакан Иудея халӑхӗн ҫыннисем, священниксемпе левитсем, хӑйсен ирӗкӗпе каяс теекенсем, санпа пӗрле Иерусалима кайччӑр. 11. Эпӗ хамӑн чи ҫывӑх ҫичӗ канашҫӑпа ҫакӑн пек шухӑшларӑм: кайма кӑмӑл тунисем ӗнтӗ пуҫтарӑнччӑр та кайччӑр; 12. Иудейӑпа Иерусалимра Ҫӳлхуҫа саккунӗпе килӗшӳллӗн пурӑннипе пурӑнманнине курччӑр, 13. эпӗ тата манӑн ҫывӑх ҫыннӑмсем Израиль Ҫӳлхуҫине пама пулнӑ парнесене, Иерусалимри Ҫӳлхуҫа валли Вавилон ҫӗршывӗнче тупӑнакан ылтӑн-кӗмӗле, хӑйсен Ҫӳлхуҫа Туррийӗн Ҫурчӗ валли халӑх мӗн панипе пӗрле Иерусалима илсе кайччӑр; 14. ылтӑн-кӗмӗлӗ вӑкӑрсем, сурӑхсем, путексем туянма, ӗнтӗ мӗн кирлине туянма кайтӑр, 15. ҫакӑ вӗсен Иерусалимри Ҫӳлхуҫа Туррийӗн парне вырӑнӗ ҫинче Ҫӳлхуҫана парне кӳме пултӑр. 16. Ҫак ылтӑн-кӗмӗлпе ху тата хӑвӑн тӑванусем мӗн тума шухӑшлатӑр, хӑвӑн Турру ирӗкӗпе ҫавна ту. 17. Сана Иерусалимри хӑвӑн Туррун Ҫуртӗнче тыткалама панӑ Ҫӳлхуҫанӑн таса савӑчӗсене Ҫӳлхуҫа Турру умне ларт. 18. Хӑвӑн Туррун Ҫурчӗ валли мӗн кирлине патша хыснинчен парса тӑр. 19. Акӑ эпӗ, Артаксеркс патша, Сирипе Финикия хысни хуҫисене Ездра священника, Ҫӳлти Турӑ саккунне вӗрентекене, мӗн ыйтнине пӗр тӑхтаса тӑмасӑр, ҫӗр талант кӗмӗл таранах, пама хушрӑм, 20. ҫавӑн пекех ҫӗр кор таран тулӑ, ҫӗр виҫе таран эрех пама хушрӑм. 21. Патшанӑн патшалӑхӗпе унӑн ывӑлӗсене Ҫӳлти Турӑ ан ҫиллентӗр, ҫавӑнпа та, Турӑ саккунӗ тӑрӑх, Ҫӳлти Турӑ валли мӗн тумаллине тимлӗн, тӑрӑшса тӑвӑр. 22. Ҫакна та калатӑп сире: священниксемпе левитсене, юрӑҫсемпе хапха хуралҫисене, Турӑ Ҫурчӗ таврашӗнче ӗҫлекенсемпе Турӑ Ҫурчӗн ҫыруҫисене нимӗнле хырҫӑ та, куланай та хумалла мар, никамӑн та ҫакна тума ирӗк ан пултӑр. 23. Эсӗ вара, Ездра, Турӑ панӑ ӑсупа Сирипе Финикия ҫӗрӗнче хӑвӑн Туррун саккунне пӗлекенсене пуҫлӑх пулма, тӳре пулма лартса тух, пӗлменнисене вӗрент; 24. сан Туррун саккунне е патша саккунне пӑхӑнманнисене пурне те айӑпламалла, вӗлермелле е хӗнемелле, укҫан шыраса илмелле е хӑваласа ямалла» тенӗ Артаксеркс ҫырӑвӗнче.
2 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Вара Дарий патша Вавилонра кӗнекесем упранакан ҫӗрте шыраса пӑхма хушнӑ, Миди ҫӗрӗнчи Екбатан хулинче асра тытма ҫырса пынӑ кӗнекере пӗр тӗлте ҫапла ҫырнӑ пулнӑ: 24. «хӑй пӗрремӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Кир Иерусалимра, сӳнмен вут-ҫулӑм ҫинче парне кӳрекен ҫӗрте, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне туса лартма хушнӑ. 25. Ҫурт ҫӳллӗшӗ утмӑл чике, сарлакӑшӗ утмӑл чике пулмалла, чутласа якатнӑ чулран тунӑ виҫӗ ҫуртран, вырӑнти йывӑҫран тунӑ пӗр ҫӗнӗ ҫуртран тӑмалла, тӑкакне Кир патша килӗнчен парса тӑмалла, 26. Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн таса савӑчӗсене — Навуходоносор Иерусалим Ҫуртӗнчен Вавилона илсе кайнӑ ылтӑн та кӗмӗл савӑтсене — каялла Иерусалимри Ҫурта тавӑрса памалла, вӗсене хӑйсен вырӑнне лартса хумалла. 27. Эпӗ тата Сирипе Финикия аслӑ пуҫлӑхне Сисинние, Сафравузана, Сирипе Финикия пуҫлӑхӗсене лартнӑ вӗсен юлташӗсене ку вырӑнтан аяккарах пулма, Зоровавеле — Ҫӳлхуҫа чурине, Иудея пуҫлӑхне — тата Иудейӑн аслӑ ҫыннисене Ҫӳлхуҫа Ҫуртне хӑйӗн вырӑнӗнчех лартнӑ чухне чӑрмантармасӑр тӑма хушрӑм. 28. Эпӗ ӑна пӗтӗмпех туса пӗтерме, тыткӑнран таврӑннӑ иудейсене Турӑ Ҫуртне пӗтӗмпех туса ҫитерме пулӑшу панине пӑхсах тӑма хушрӑм, 29. Келе-Сирипе Финикийӑна тӳлекен хырҫӑран ҫак ҫынсем валли, Зоровавель пуҫлӑх валли Ҫӳлхуҫана парне кӳмешкӗн пӑрусем, сурӑхсем, путексем туянма ҫителӗклӗ таранах парса тӑмалла. 30. Кулленхи тӑкака шута илсе, Иерусалимри священниксем каланӑ тӑрӑх, ҫулсерен яланах пӗр хирӗҫлемесӗр тулӑ, тӑвар, эрех, ҫу парса тӑмалла; 31. вӗсем ҫапла патшашӑн, унӑн ачисемшӗн Ҫӳлти Турра парне кӳме, вӗсен пурӑнӑҫӗшӗн кӗлтума пултарччӑр. 32. Ҫакна та пӗлтермелле: кам та кам эпӗ ҫырнинчен пӑрӑнать е ӑна пӑсать, ун харпӑрлӑхӗнчи пӗр йывӑҫа илмелле те ӑна ҫавӑнтан ҫакмалла, ҫав ҫын пурлӑхӗ патша пурлӑхӗ пулса тӑмалла. 33. Иерусалимри ҫак Турӑ Ҫуртне тума чӑрмантарас е ӑна усал тӑвас тесе аллине тӑснӑ кирек мӗнле патшана та, кирек мӗнле халӑха та Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн ятне асӑнакан ҫӗрте пӗтерсе пӑрахтӑр. 34. Эпӗ, Дарий патша, ҫакна тӗп-тӗрӗс пурӑнӑҫлама хушатӑп».
2 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вӗсем пире хирӗҫ ҫапла хуравларӗҫ: «эпир — тӳпепе ҫӗре пултарнӑ Ҫӳлхуҫанӑн чурисем. 14. Ку Ҫурта нумай ҫул ӗлӗкрех Израилӗн аслӑ та вӑйлӑ патши тунӑ, туса лартнӑ. 15. Анчах та пирӗн аттемӗрсем хӑйсен ҫылӑхӗсемпе Израилӗн Тӳпери Ҫӳлхуҫине ҫиллентернӗрен Вӑл вӗсене Навуходоносор аллине — Вавилон патшийӗн, халдейсен патшийӗн аллине — панӑ. 16. Халдейсем вара ҫак Ҫурта аркатса тӑкнӑ, ҫунтарса янӑ, халӑха Вавилона тыткӑна илсе кайнӑ. 17. Вавилон ҫӗршывӗнче Кир патшана ларсассӑн пӗрремӗш ҫулхине вара Кир патша ҫак Ҫурта тума ирӗк панӑ. 18. Турӑ Ҫурчӗн савӑчӗсене те — Навуходоносор Иерусалимри Ҫуртран илсе тухса Вавилона, хӑйсен туррисен ҫуртне кайса лартнӑ ылтӑн-кӗмӗл таса савӑтсене — Кир патша Вавилон туррисен ҫуртӗнчен каялла илсе тухнӑ та вӗсене Саманассар пуҫлӑхпа Зоровавеле панӑ. 19. Ҫак савӑтсене пурне те Иерусалимри Турӑ Ҫуртне кайса хума, Турӑ Ҫуртне хӑйӗн вырӑнӗнчех туса лартма хушнӑ. 20. Вара Саманассар килнӗ те Иерусалимра Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн никӗсне хывнӑ, ҫавӑнтанпах ҫав Ҫурта тӑвас ӗҫ пырать, вӑл вӗҫленмен-ха» терӗҫ пире.
2 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
54. Иерусалимри Турӑ Ҫурчӗ патне таврӑнни иккӗмӗш ҫула кайсассӑн, иккӗмӗш уйӑхра, Салафиил ывӑлӗ Зоровавель, Иоседек ывӑлӗ Иисус тата вӗсен тӑванӗсем, священниксем, левитсем, — Иерусалима тыткӑнран таврӑннӑ пӗтӗм халӑх, — 55. Иудейӑпа Иерусалима таврӑнни иккӗмӗш ҫула кайсассӑн, иккӗмӗш уйӑхӑн пӗрремӗш кунӗнче, Турӑ Ҫурчӗн никӗсне хывнӑ, 56. левитсене, ҫирӗм ҫулхинчен пуҫласа унтан аслӑраххисене, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне тӑвас ӗҫе пӑхса тӑма лартнӑ: вара Иисус тата унӑн ывӑлӗсемпе тӑванӗсем, унӑн Кадмиил тӑванӗ, Имадавун ывӑлӗсем, Илиадуд ывӑлӗн Иодӑн ывӑлӗсем, хӑйсен ывӑлӗсемпе тата тӑванӗсемпе, — ӗнтӗ мӗнпур левит, — пӗр шухӑшлӑн пулса Ҫӳлхуҫа Ҫуртне тӑвакансен ӗҫне ертсе пырса хавхалантарса тӑнӑ.
2 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Иерусалимри Турӑ Ҫурчӗ патне ҫитсессӗн, ӑру пуҫлӑхӗсем хӑшӗ-хӑшӗ ҫак Ҫурта хӑйӗн вырӑнӗнчех ҫӗнӗрен туса лартма сӑмах панӑ, 44. вӗсем ӗнтӗ вӑйӗ ҫитнӗ таран Турӑ Ҫуртне тунӑ ҫӗре пин мина ылтӑн, пилӗк пин мина кӗмӗл тата священниксем валли ҫӗр тум пама пулнӑ.
2 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вӗсем ӑҫта, мӗн чухлӗ пурӑннине пӑхмасӑр, ҫав вырӑнти ҫынсем вӗсене ылтӑнпа кӗмӗл, 7. лашасем, выльӑх-чӗрлӗх паччӑр, Иерусалимри Турӑ Ҫурчӗ валли мӗн пама пулнине парса пулӑшчӑр, тенӗ.
2 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
49. Ҫавӑн пекех халӑх пуҫлӑхӗсем те, священниксен пуҫлӑхӗсем те, хӑйсен тасамарлӑхӗпе пур суя тӗнлӗ халӑхсенчен те ирттерсе, ытла усалланса пурӑннӑ, Иерусалимри тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ Ҫӳлхуҫа Ҫуртне ирсӗрлетнӗ.
2 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл патша чӗрине Иерусалимри Ҫуртне илем кӳрес шухӑш хыврӗ, 28. патшапа унӑн канашҫисен, патшанӑн пур хӑватлӑ ҫулпуҫӗсен кӑмӑлне ман еннелле ҫавӑрчӗ!
1 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. «Ҫапла хушатӑп: манӑн патшалӑхӑмра пурӑнакан Израиль халӑхӗн ҫыннисем, священниксемпе левитсем кам та кам Иерусалима кайма шухӑшлать, ҫавсем санпа пӗрле кайччӑр. 14. Сана патшапа унӑн ҫичӗ канашҫи Иудӑпа Иерусалима яраҫҫӗ: санӑн хӑвӑн Туррун саккунӗ пур, унти лару-тӑрӑва ҫак саккун тӑрӑх пӑхса тух. 15. Унсӑр пуҫне санӑн унта ылтӑнпа кӗмӗл — патшапа унӑн канашҫисем Иерусалимра пурӑнакан Израиль Турри валли панӑ ылтӑн-кӗмӗле — илсе ҫитермелле; 16. тата эсӗ пӗтӗм Вавилон ҫӗрӗ тӑрӑх кайса ылтӑн-кӗмӗл пуҫтарӑн та ӑна та, тата халӑхпа священниксем Иерусалимри хӑйсен Туррин Ҫурчӗ валли ырӑ кӑмӑлтан панӑ парнисене те хӑвӑнпа пӗрле илсе кайӑн; 17. ҫав укҫапа хӑвӑртрах вӑкӑрсем, сурӑхсем, путексем тата унсӑр пуҫне тырӑ-пулӑ парнисем туян, вӗсем ҫине сирпӗтме иҫӗм эрехӗ туян, ҫакна пӗтӗмпе хӑвӑр Туррӑрӑн Иерусалимри Ҫурчӗн парне вырӑнӗ ҫинче парне кӳр. 18. Ытти мӗн юлнӑ ылтӑн-кӗмӗлпе ху тата хӑвӑн тӑванусем мӗн тума шухӑшлатӑр, хӑвӑр Туррӑр ирӗкӗпе ҫавна тӑвӑр. 19. Сана хӑвӑн Туррун Ҫуртӗнче ӗҫлесе тӑма панӑ савӑтсене Иерусалим Турри умне ларт. 20. Хӑвӑн Туррун Ҫурчӗ валли тата мӗн кирлине сана патша мулӗн управӑшӗнчен илсе парӗҫ. 21. Эпӗ, Артаксеркс патша, юханшыв леш енчи мул управҫисене ҫапла хушатӑп: Ездра священник, Ҫӳлти Турӑ саккунне вӗрентекен, сирӗнтен мӗн ыйтать, ҫавна пӗр тӑхтаса тӑмасӑр парӑр: 22. ҫӗр талант таран кӗмӗл, ҫӗр кор таран тулӑ, ҫӗр бат таран иҫӗм эрехӗ, ҫӗр бат таран ҫу парӑр, тӑварне вара виҫме те кирлӗ мар. 23. Ҫӳлти Турӑ мӗн хушнӑ, ҫӳлти Турӑ Ҫурчӗшӗн ҫавна тимлӗн, тӑрӑшса тумалла; [асӑрханӑр, ҫӳлти Турӑ Ҫурчӗ ҫине кам та пулин алӑ ан тӑстӑр,] ҫавна пула патшалӑх ҫине, патшапа унӑн ывӑлӗсем ҫине Унӑн ҫилли ан ӳктӗр. 24. Эпир сире пӗлтерсе хуратпӑр: священниксенчен е левитсенчен, юрӑҫсенчен, хапха хуралҫисенчен, левитсене пулӑшакансенчен, ҫак Турӑ Ҫуртӗнче ӗҫлесе тӑракансенчен нихӑшӗнчен те хырҫӑ та, куланай та, нимӗнле тӳлев те илмелле мар. 25. Эсӗ вара, Ездра, Турру ӑслӑлӑхне чӗрӳне хывнӑскер, пуҫлӑхсемпе тӳресем лартса тух; вӗсем юханшыв леш енчи пӗтӗм халӑха — санӑн Туррун саккунӗсене пӗлекенскерсене — тӳррипе сут туччӑр, пӗлменнисене вара вӗрентӗр. 26. Кам та кам санӑн Туррун саккунне, патша саккунне пурӑнӑҫламасть, ҫавна ҫийӗнчех сут туса е вӗлермелле, е хӑваласа ямалла, е укҫа тӳлеттермелле, е тӗрмене хупмалла».
1 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Дарий патшаран вара ҫакӑн пек хушу ҫитнӗ: «Эсир вара, юханшыв лешьенӗн пуҫлӑхӗ Фафнай, Шефар-Бознай, хӑвӑрӑн юлташӑрсемпе, юханшыв леш енчи тӳре-шарапа, унтан пӑрахса кайӑр. 7. Турӑ Ҫуртне тума ан чӑрмантарӑр; Иудея ҫӗрӗн пуҫлӑхӗпе Иудейӑн аслӑ ҫыннисем Турӑ Ҫуртне унчченхи вырӑнӗнчех туса лартчӑр. 8. Ҫапла хушатӑп: Турӑ Ҫуртне тунӑ чухне Иудейӑн аслӑ ҫыннисене пулӑшсах тӑрӑр: патша пурлӑхӗнчен — юханшыв леш енче пухнӑ куланайран — пӗр тӑхтаса тӑмасӑр илӗр те ҫав ҫынсене парса тӑрӑр: ӗҫ чарӑнса ан тӑтӑр; 9. мӗн кирлине — пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлти Турра парнесем кӳме пӑрусем-и, сурӑхсем-и, путексем-и, тулӑ-и, тӑвар-и, эрех-и, ҫу-и — Иерусалим священникӗсем мӗн ыйтнине пурне те кунран-кунах, пӗр тытӑнса тӑмасӑр парса тӑрӑр, 10. вӗсем ҫапла Ҫӳлти Турра кӑмӑллӑ парнесем кӳрсе тӑччӑр, патшапа унӑн ывӑлӗсенӗн пурӑнӑҫӗшӗн кӗлтуччӑр. 11. Тата ҫапла хушатӑп: кам та кам ҫак хушӑва пӑсас пулсассӑн, ҫавӑн ҫурчӗн пӗренине кӑларса илмелле те хӑйне ӑна ҫав пӗрене ҫумне пӑталамалла, ҫуртне тӗппипех ҫӗмӗрмелле. 12. Пӗр-пӗр патша е пӗр-пӗр халӑх ҫак хушӑва пӑсса Иерусалимри Турӑ Ҫуртне сиен кӳме хӑйсассӑн, вӗсене Хӑйӗн ячӗ ҫавӑнта тӑма кӑмӑл тунӑ Турӑ пӗтертӗр. Эпӗ, Дарий, ҫапла хушатӑп: ӑна тӗп-тӗрӗс пурӑнӑҫласа тӑрӑр!»
1 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ӗнтӗ Миди ҫӗрӗнчи Екбатан керменӗнче пӗр тӗркем тупӑннӑ, унта ҫапла ҫырнӑ пулнӑ: «Асра тытма: 3. Кир патша хӑй пӗрремӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Иерусалимри Турӑ Ҫурчӗ пирки панӑ хушу: Ҫурта парне кӳрекен вырӑнта лартчӑр, ӑна валли ҫирӗп никӗс хывччӑр; унӑн ҫӳллӗшӗ утмӑл чике, сарлакӑшӗ утмӑл чике пултӑр; 4. шултӑра чулсен речӗ — виҫҫӗ, йывӑҫ хунӑ рет пӗрре пултӑр; тӑккаланма мӗн кирлине патша килӗнчен парса тӑччӑр. 5. Турӑ Ҫурчӗн савӑчӗсене те — Навуходоносор Иерусалим Ҫуртӗнчен Вавилона илсе кайнӑ ылтӑн та кӗмӗл савӑтсене — каялла Иерусалим Ҫуртне тавӑрса паччӑр, кашни япалине Турӑ Ҫуртне хӑйӗн вырӑнне лартчӑр».
1 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Вӗсем пире ҫапла каласа хуравларӗҫ: «эпир — тӳпепе ҫӗр Туррин чурисем; эпир нумай ҫул ӗлӗкрех туса лартнӑ Ҫурта ҫӗнӗрен тӑватпӑр, ӑна Израилӗн аслӑ патши тунӑ, туса лартнӑ пулнӑ. 12. Ӗнтӗ пирӗн аттемӗрсем Ҫӳлти Турра ҫиллентерсе ҫитернӗ те, Вӑл вӗсене халдей ҫыннин Навуходоносорӑн, Вавилон патшийӗн, аллине ӳкернӗ; патша ҫак Ҫурта ҫӗмӗрсе тӑкнӑ та халӑха Вавилона куҫарса кайнӑ. 13. Анчах та Вавилон патши Кир хӑй пӗрремӗш ҫул патшара ларнӑ чухне ҫак Турӑ Ҫуртне тума ирӗк панӑ; 14. Турӑ Ҫурчӗн савӑчӗсене те — Навуходоносор Иерусалимри Ҫуртран илсе Вавилона, хӑйсен туррисен ҫуртне кайса хунӑ ылтӑн-кӗмӗл савӑтсене — Кир патша Вавилон туррисен ҫуртӗнчен илсе тухнӑ та Шешбацар ятлӑ ҫынна панӑ, — Шешбацара вӑл ҫӗр пуҫлӑхне лартнӑ пулнӑ, — 15. вӑл ӑна каланӑ: ҫак савӑтсене ил те Иерусалим Ҫуртне илсе кайса пар; Турӑ Ҫуртне унчченхи вырӑнӗнчех туса лартчӑр, тенӗ. 16. Вара ҫав Шешбацар килнӗ те Иерусалимра Турӑ Ҫурчӗн никӗсне хывса хӑварнӑ; ҫав Ҫурта тӑвас ӗҫ ҫавӑнтанпах пырать, вӑл халӗ те вӗҫленмен-ха» терӗҫ вӗсем.
1 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ӗнтӗ Аггей пророкпа Захария пророк, Адда ывӑлӗ, Иудейӑри тата Иерусалимри иудейсене Израиль Турри ятӗнчен пророкла сӑмах каланӑ.
1 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
68. Иерусалимри Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ патне ҫитсессӗн, хӑш-хӑш ӑру пуҫлӑхӗсем Турӑ Ҫуртне унчченхи вырӑнӗнче ҫӗнӗрен туса лартма парнесем панӑ.
1 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Кам ӑҫта пурӑннине пӑхмасӑр, вырӑнти ҫынсем вӗсене ылтӑнпа кӗмӗл тата ытти пурлӑх, выльӑх-чӗрлӗх паччӑр, Иерусалимри Турӑ Ҫурчӗ валли ырӑ кӑмӑлтан пурлӑх парса пулӑшчӑр, тет.
1 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Сирӗн хушшӑрта Ун халӑхӗн ҫыннисем пулсассӑн, — ӗнтӗ хӑйсен Турри вӗсемпе пӗрле пултӑр! — ҫавсем Иудейӑри Иерусалима кайччӑр, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне — Израиль Туррин, Иерусалимри Туррӑн Ҫуртне — туччӑр.
1 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Сирӗн хушшӑрта Ун халӑхӗн ҫыннисем пулсассӑн, — ӗнтӗ хӑйсен Ҫӳлхуҫа Турри вӗсемпе пӗрле пултӑр! — ҫавсем Иудейӑри Иерусалима кайччӑр, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне — Израиль Туррин, Иерусалимри Туррӑн Ҫуртне — туччӑр.Кто есть из вас - из всего народа Его, [да будет] Господь Бог его с ним, и пусть он туда идет.
2 Ҫулс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.