Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Вырӑна (тĕпĕ: вырӑн) more information about the word form can be found here.
Ҫапла вара 5:4 шутпа виҫҫӗмӗш вырӑна «АТП» команди тухрӗ.

Help to translate

«Хӗллехи классика» ҫуллахине те куҫӗ // В.ТОЛМАТОВ. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.15

Виҫҫӗмӗш вырӑна тухассишӗн «АТП» тата «Ҫӗнӗ Кавал» командӑсем тупӑшрӗҫ.

Help to translate

«Хӗллехи классика» ҫуллахине те куҫӗ // В.ТОЛМАТОВ. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.15

«Хаҫатра ӗҫлеме татах та интереслӗрехчӗ. Ирхине 5 сехетрех районти ялхуҫалӑх управленийӗн специалисчӗсемпе пӗрле колхозсемпе совхозсенчи фермӑсене ирхи сӑвӑма тухса каяттӑмӑр. Унти лару-тӑрупа тӗплӗн паллашаттӑмӑр. Ҫитменлӗхсене тупса палӑртса, вӗсене ҫийӗнчех пӗтерес тесе район хаҫатӗнче ҫырса кӑтартаттӑмӑр. Фермӑсене - хӗле, ялхуҫалӑх техникине ҫур акине мӗнле хатӗрлени ҫинчен рейд материалӗсем тӑтӑшах ҫыраттӑмӑр. Паллах, критикӑлла материалсем пирки хӑш-пӗр хуҫалӑхсен руководителӗсем кӑмӑллах пулман ӗнтӗ. Хаҫат пулӑшнипе район руководителӗсем ҫавӑн пек пуҫлӑхсене вырӑна лартнӑ, ҫитменлӗхсене ҫывӑх вӑхӑтрах пӗтерме хушнӑ», - калаҫӑва малалла тӑсать Вячеслав Григорьевич.

Help to translate

Тӳрӗ кӑмӑллӑ, хӑйӗн ӗҫне чунтан парӑннӑ ӗҫтеш // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.12

Ывӑлӑма хам вырӑна хӑварасшӑн.

Сына хочу на свое место оставить.

Ҫуракинче - ҫур ӗмӗре яхӑн // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Архивра упранакан «Ленинец» хаҫатӑн 1961 ҫулхи пӗр номерӗнче тухнӑ статьяра ҫапла ҫырса хунӑ: «2 ҫухрӑма чупас енӗпе Апашран килнӗ Роза Константинова финиша чи малтан ҫитет, 3-мӗш вырӑна – Нина Андрианова. 3 ҫухрӑма ӑмӑртса ҫак шкулти Валерий Павлов мала тухать, Юрий Михайлов – виҫҫӗмӗш».

Help to translate

Ҫаврӑнса пӑхсан та – ҫитӗнӳсем // ЛЕОНИД ПАВЛОВ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

1959 ҫулта январь уйӑхӗнче районта иртнӗ ӑмӑртура Апаш йӗлтӗрҫисем иккӗмӗш вырӑна тухнӑ.

Help to translate

Ҫаврӑнса пӑхсан та – ҫитӗнӳсем // ЛЕОНИД ПАВЛОВ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Пӗтӗмӗшле очко шучӗпе «Туруново-2» виҫҫӗмӗш вырӑна тухрӗ, чӑрӑшкассисем иккӗмӗш пулчӗҫ.

Help to translate

Выляса канаҫҫӗ тӑрӑнсем! // Антонина Ефимова. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Людмила Федорова вара 3 000 тата 5 000 тӑршшӗсене утса 2-мӗш вырӑна йышӑннӑ.

Help to translate

Смоленскран – медальсемпе // Татьяна Майорова. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Тӗп ушкӑнсенчен малти вырӑна Янӑш ял тӑрӑх команди тухрӗ, Лапсар тата Кӳкеҫ ял тӑрӑх командисем 2-мӗшпе 3-мӗш вырӑнсене пайларӗҫ.

Help to translate

Медальсен шутне ӳстерчӗҫ // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Вырӑна ҫитнӗ полици сотрудникӗн лӑпланма ыйтакан сӑмахӗсене те вӑл хӑлхана чикмен.

Help to translate

Сӑмах ҫерҫи мар, уншӑн – 5 пин тенкӗ // Хаҫат редакцийӗ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Округри 14 субъектран Чӑваш Енре сивӗ шывшӑн тата пурӑнмалли вырӑнтан хура шыва юхтарса кӑларнӑшӑн тӳлев чи пӗчӗкки, вӗри шыв тӳлевӗпе республика пӗчӗк хаклисен йышӗнче, электричество тӳлевӗпе — 3-мӗшӗнче, пурӑнмалли вырӑна хутса ӑшӑтнӑшӑн хуракан хакпа — 4-мӗшӗнче.

Help to translate

Коммуналлӑ пулӑшу тарифӗсем ӳсеҫҫӗ-и? // Альбина ЕГОРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Коммуналлӑ пӗтӗм пулӑшушӑн, кунта сивӗ тата вӗри шыв, газ, электричество парса тӑрасси, пурӑнмалли вырӑна хутса ӑшӑтасси, унтан хура шыва юхтарса кӑларасси кӗрет, 33 тӑваткал метр йышӑнакан хваттерте пурӑнакан пӗр ҫын пуҫне тӳлев 6,4% хушӑнать.

Help to translate

Коммуналлӑ пулӑшу тарифӗсем ӳсеҫҫӗ-и? // Альбина ЕГОРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Ӑшӑ энергийӗ республикӑра пурӑнакансемшӗн 2,4-13,7% хакланать /пӗлме: Чӑваш Республикин Конкуренци политики тата тарифсем енӗпе ӗҫлекен патшалӑх служби ресурссемпе тивӗҫтерекен кашни организаци валли пурӑнмалли вырӑна хутса ӑшӑтассипе, унта вӗри тата сивӗ шыв парса тӑрассипе, унтан таса мар шыва юхтарса кӑларассипе ҫыхӑннӑ пулӑшу ӗҫӗсен тарифӗсене ҫирӗплетет/.

Тепло для жителей республики оценивается в 2,4-13,7% / к сведению: государственная служба Чувашской Республики по конкурентной политике и тарифам для каждой организации, снабжающей ресурсами, устанавливает тарифы на услуги отопления жилых помещений, подачи в них горячей и холодной воды, водоотведения.

Коммуналлӑ пулӑшу тарифӗсем ӳсеҫҫӗ-и? // Альбина ЕГОРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Елчӗксен туслӑ команди пӗрремӗш вырӑна тивӗҫлипе ҫӗнсе илчӗ.

Help to translate

Кубок - Елчӗк ял тӑрӑхӗнче // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Пӗрремӗш вырӑна ҫӗнсе илессишӗн тупӑшу уйрӑмах ҫивӗч пычӗ.

Help to translate

Кубок - Елчӗк ял тӑрӑхӗнче // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

41 ҫултан аслӑрах ишевҫӗсенчен В.Миллина /районти тӗп больница/ пӗрремӗш вырӑна ҫӗнсе илчӗ.

Help to translate

Кубок - Елчӗк ял тӑрӑхӗнче // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Виҫҫӗмӗш вырӑна Андрей Дмитриев (Чӑваш Сурӑм), иккӗмӗш - Рэм Парамонов (Ехремкасси), пӗрремӗш вырӑна Анатолий Степанов (Элӗк) ҫӗнсе илчӗҫ.

Help to translate

Кубок Элӗксенчен Ехремкассине куҫрӗ // П.ЕФИМОВ. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Районти 2№-лӗ налук инспекцийӗ виҫҫӗмӗш вырӑна алӑран вӗҫертмерӗ.

Help to translate

Йӗлтӗрпе чупса савӑнчӗҫ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Акӑ, нумаях пулмасть 7-мӗш класра пӗлӳ пухакан хӗрсем районти наукӑпа практика конференцийӗ валли чӑваш халӑх йӑли-йӗркине, эрешӗсене тӗпе хурса ҫӗленӗ кӗпепе 2-мӗш вырӑна тухнӑ.

Help to translate

Ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртнӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Вырӑна ҫитсе ачасемпе, ашшӗ-амӑшӗпе тӗл пулнӑ.

Help to translate

Акци иртет // Р.ЖУКОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed