Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тем тӑвас патне ҫитнӗскер, вӑл ҫак ҫирӗп кӑмӑллӑ, хаяр хӗрарӑма ӳкӗтлеме, тархаслама хатӗр пулнӑ.Доведенный до отчаяния, он готов был просить, умолять эту упрямую, озлобленную колдунью.
V // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Портри чиновниксем вӗсене йӗри-тавра хупӑрласа илчӗҫ, мӗн пулнине ыйтса пӗлме тата ӳкӗтлеме тытӑнчӗҫ, анчах вӗсем нимӗн тума та пултараймарӗҫ.Портовые чиновники кинулись к ним с расспросами и уговорами, но не добились никакого толку.
2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Ӑна сӑмахпа каласа ӳкӗтлеме кирлӗ те мар.
1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Кӳршӗсем ашшӗне ӳкӗтлеме пуҫланӑ: авлан та авлан, тенӗ, пӗччен мужике кил тытса тӑма йывӑр — алӑра хуҫалӑх та, хӗр те пур, тенӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Тухтӑр тухса кайнӑ хыҫҫӑн арӑмӗ ӑна куҫҫуль юхтарсах: операци тутарма килӗш, тесе ӳкӗтлеме тытӑннӑ, Михаил чышкине чӑмӑртаса юнанӑ та: — Сывалсан — сана хӑвнах япӑх пулать! — тенӗ.
II // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Тухтӑра сырса илчӗҫ, ӑна лӑплантарма, ӳкӗтлеме тытӑнчӗҫ, Гарви хӑй чӑнах та Гарви иккенне ҫӗр хут та ӗнентерчӗ ӗнтӗ, вӑл пурне те ятран калать, хулари йытӑсен ячӗсене пӗлет терӗҫ.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Тӑлӑх арӑм, мана суттарас мар тесе, ӑна ӳкӗтлеме тытӑнчӗ, анчах эпӗ вӗсен калаҫӑвӗ вӗҫленессе кӗтсе тӑмарӑм, тухрӑм та тартӑм.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Ҫак кулӑра ҫине тӑрса ӳкӗтлеме паман темле вӑй пулчӗ: Берсенев пӗр сӑмах та чӗнмерӗ.В этой улыбке было что-то такое, что не позволяло настаивать: Берсенев слова не прибавил.
XI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Пӗррехинче замполит ӑна ӳкӗтлеме те хӑтланса пӑхрӗ.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
— Савнӑ тусӑм, — терӗ ӑна майор, — ку сирӗн тахҫан кӗтнӗ ӗмӗтӗр пулать тесе пире ӳкӗтлеме те ан хӑтланӑр!— Милый друг, — оказал майор, — не пытайтесь уверить нас, что это ваша заветная мечта!
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Часах Анна Ивановнапа директор Ҫинук умне ҫитсе те тӑчӗҫ, ӑна хӗр ачасен стройне тӑма ӳкӗтлеме пуҫларӗҫ.
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
— Вӗсем, паллах, Крыма, Кавказа, курорта, санаторие кайма, ӳкӗтлеме тытӑнаҫҫӗ ӗнтӗ.— Они, конечно, опять будут предлагать мне уехать в Крым, на Кавказ, на курорт, в санаторий…
Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.
Настя хӑюлланса хӑйӗн шӑллӗне ӳкӗтлеме тӑрӑшса пӑхрӗ.Золотая Курочка собралась с силами и попробовала уговорить своего друга.
IV // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.
Хӑйӗн Енюшине курсан, вӑл каллех макӑрса илчӗ, анчах ӳкӗтлеме тӗл килмерӗ: шалӗ ҫине куҫҫуль ан тумлатӑр тесе, куҫӗсене вӑл часах шӑлса типӗтрӗ.
XX // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Ӳкӗтлеме хӑтланса пӑхӑр-ха эсир ӑна, шурри хура тейӗр, хурине шурӑ тейӗр!Попробуйте убедите такого в том, что белое — это черное, а черное — белое.
Хӑйӑр // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 47–57 с.
Андреянов ӑна ӳкӗтлеме пӑхрӗ:
XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Наталья хӗрсе кайсах ӳкӗтлеме тытӑнчӗ, пуҫ тавра уйласа пӑхма, хӑй ҫине алӑ хурас шухӑша пӑрахма йӑлӑнчӗ, анчах Натальйӑна унчченех сӳрӗккӗн итлесе ларнӑ Дарья хӑйне алла илчӗ те ҫур сӑмахрах ҫилӗллӗн татса хучӗ:
XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Дымшаков, улма чӑпар утне вӗҫертсе, хӑрах урипе ҫуна ҫине пуснӑччӗ — председатель ӑна ҫӗр выртса кай тесе ӳкӗтлеме пуҫларӗ.
9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ытти районсенче халӑха «Самозанятость» программа на хутшӑнма ӳкӗтлеме тивнӗ пулсан, Теччӗ тӑрӑхӗнче пач урӑх лару-тӑру.
Яваплӑх хӑратмасть // Ирина НИКОЛАЕВА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 2 стр.
Ҫавӑнпа Пробатов ӑна ӳкӗтлеме пӑрахнӑ — вӑхӑт ҫитсен, хӑех ыйтӗ ак, тенӗ.Пробатов тогда перестал его донимать: придет время, сим запросится.
16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.