Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳксе (тĕпĕ: ӳк) more information about the word form can be found here.
Ҫав вӑхӑтра колоннӑран темӗнле ҫамрӑк ыткӑнса тухрӗ, офицер ҫине хаяррӑн сиксе ӳксе ун аллинчи плаката туртса илчӗ.

Из колонны выскочил какой-то юноша и, бросившись к конному офицеру, с яростью вырвал у него плакат.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӑл, ватӑ старик ҫине кӗҫ-вӗҫ сиксе ӳксе, ӑна татӑкӑн-татӑкӑн ҫурса вакласа тӑкас пек туйӑнчӗ.

Он, казалось, готов был броситься на старика, разорвать его на куски.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫапах та ӑна тупас тесе ураран ӳксе шырани нимӗн те параймарӗ.

розыски не дали никаких результатов.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Куҫӗ уҫӑлсанах чӳрече каррине сирсе хирелле пӑхрӗ: Сурӑм вӑрманӗ енчен кӑвак пӗлӗт шуса килет, вӗтӗ-вӗтӗ ҫумӑр пӗрчисем тусан ҫине ӳксе ҫухалаҫҫӗ.

Help to translate

Аптӑранӑ кӑвакал кутӑн чӑмнӑ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 32–36 с.

— Эп сан ҫинчен халиччен те ҫырман-ҫке, — пӑшӑрханнӑ пек пулчӗ Арсентий Гурьевич, — леш ҫӗтӗк кӗпер айне ӳксе вилнӗ ӗнесем ҫинчен те райӗҫтӑвкома кайса ҫӑвар тутине ярас ҫук.

Help to translate

Майлаштарсан майлашать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 26–29 с.

«Кӗҫтукшӑн макӑрса, шӑлӑмсем ӳксе пӗтрӗҫ, куҫӑмсем вӑйсӑрланчӗҫ», — тет.

Help to translate

XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Эпӗ, — именсе пуҫларӗ Каюров, — манӑн та хуйхӑ пур-ха: аппан ӗни ӳксе вилнӗ, ачисем типпе тӑрса юлнӑ.

Help to translate

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

— Ытла хура, чикан урапи ҫинчен ӳксе юлнӑ пек, ҫапла-и?

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Пуҫу ӳксе ҫурӑлман пек чухне пӗр черккине йӑвантарса пар-ха! —

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ир автакан куккукӑн пуҫӗ ӳксе ҫурӑлнӑ теҫҫӗ ваттисем.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Шарламасӑр ларсан та, пыр татӑлас пек кӑшкӑрсан та ӳксе ҫухалнӑ япалана тупма ҫук.

Help to translate

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хывӑнмасӑрах вырӑн ҫине ӳксе, хурлӑхлӑн ӗсӗклесе макӑрчӗ.

Help to translate

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пуслӑхӗ, ытларах хӗвеланӑҫ еннелле ӳксе, вӗсен кӑмӑлӗсене пӑсрӗ.

Help to translate

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫакна илтсен, Анук аллинчи йӗке сирпӗнсе кайрӗ те урайне ӳксе ункӑ ҫырса хӑварчӗ.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗтерук Анук патне чупса ҫитрӗ те унӑн арки ҫине ӳксе макӑрса ячӗ.

Help to translate

XXIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук выртакан ҫӗре Кӗтерук чупса пычӗ те, Анукпа юнашар ӳксе, ӑна мӑйран ыталаса илчӗ.

Help to translate

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Акӑ, вӗтӗ пулӑсем ывӑҫласа сапнӑ пӑрҫа пек пӗр харӑс ҫӳлелле сикрӗҫ те каллех шыва ӳксе ҫухалчӗҫ.

Help to translate

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хулӑ татах ҫӗлен сассипе шӑхӑрчӗ, малтанхи йӗр ҫинех ҫивӗч ҫӗҫҫӗн ӳксе, ӳт-тире касрӗ.

Help to translate

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Татьяна хаяр сасӑпа кӑшкӑрса ячӗ те, ӗни ҫине ӳксе, макӑрма тапратрӗ.

Help to translate

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Шупашкарта ҫаппа-ҫарамас арҫын 6-мӗш хутран тухса ӳксе чӗрӗ юлнӑ.

В Чебоксарах голый мужчина выпал из 6 этажа и остался жив.

Ҫаппа-ҫарамас арсын 6-мӗш хутран юр ӑшне ӳксе чӗрӗ юлнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/33797.html

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed