Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Кӗреш юман пек ачама наҫилккапа илсе тухса кайрӗҫ вӗт! — урайне ӳксе йӑваланса макӑрчӗ асламӑшӗ.
2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html
Ҫамкине, ҫӑпата пек сӑмсине таҫта ӳксе шӑйӑрса пӗтернӗ — каҫхи ӗҫкӗре пуль ӗнтӗ — Мӗн тӑратӑр?
Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.
Упӑшки пыманшӑн хыпӑнса ӳксе, Варвара Федоровна ун патне ҫыру ҫырса пӗр ачине чуптарчӗ.
Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.
Ҫумӑр тумламӗсем, кантӑк тӗлӗнче пӳрт хӗрринчен татӑлса анса, пусма вӗҫнеллех вӗҫе-вӗҫе кайса ӳкрӗҫ, стенана ҫапӑнчӗҫ, чул ҫине ӳксе саланчӗҫ.
9 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Ҫакна май ҫын чун-чӗрине те ҫутӑ-ҫутӑ хаваслӑ туйӑм ӳксе ҫутатать.
8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Ҫак уйӑхсӑр ӑшӑ каҫӑн тухатӑвӗпе тулнӑ вӑрман уҫланкинче унӑн пӗрремӗш хӗр куҫҫулӗ ӳксе юлчӗ.
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.
Хӗр сукмак ҫинче, каллех мала ӳксе, Славике алран ҫавӑтса чупрӗ.
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.
Вови плита ҫинчен чейник илнӗ те, такӑнса ӳксе, хӑй ҫумне пырса тӑнӑ йӑмӑкӗ ҫине тин вӗресе аннӑ шыва тӑкса янӑ…
Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.
Мӗтри, хӗрарӑм сасартӑк улшӑннӑран аптраса ӳксе, пуҫӗ тӑн ҫавӑрса иличченех виҫ тенкӗ туртса кӑларчӗ.
Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.
Кӑлтӑрмач пек хутланса ӳксе, ҫӗрте йӑваланчӗ, ахлатрӗ, хӗстерсе лартнӑ куҫ хупанкисем хушшинчен сӑрхӑнса тухакан куҫҫульпе тӑпрана йӗпетрӗ Пахом Петрович.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.
Курӑкран ҫакланса чӑлханнӑ хут татӑкӗ енне сике-сике ӳксе вӗрме тапратать.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
Пурин те гимнастеркисем шӑтса-ҫурӑлса пӗтнӗ, пичӗсем ӗнсе-хуралса кайнӑ, пурин те куҫӗсемпе шӑлӗсем илемсӗр шуррӑн, тискер шуррӑн курӑнаҫҫӗ, пурте йывӑррӑн сывласа, енчен енне сулланса тӑраҫҫӗ (йӑванса кайӗччӗҫ, тӑсӑлса выртӗччӗҫ, анчах ура айӗнче — шыв, кӑвак-симӗс мӑкпа витӗннӗ тӗмескесем, ӳксе ҫӗрнӗ йывӑҫсем тата — хура-симӗс шыв).
VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
(Пӑрӑх ҫӗре ӳксе кӑштах кусса кайсан, Турунов чӑнахах та ҫурӑмӗ ҫине йӑванать, Григориу та кутӑн чака-чака тем ҫине такӑнать те месерле тӳплетет.)
XXXI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Таҫта аякка кӑмпана е пулла кайнӑ пултӑр — пурпӗр киле ҫитсе ӳксе телевизор умне шӑп та лӑп вӑхӑтра лараҫҫӗ.
XXIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Миҫе хут ҫула тухман-ши ҫыру чӗннипе, ҫапах та ун йӗрӗ ҫине ӳксе вӗҫне-хӗрне ҫитесси кашнинчех ҫӗнӗ ӗҫ пек, пач пӗлмен ӗҫ пек хумхантарать.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Ҫтаппан Елюкпа епле калаҫни, ун ҫине епле пӑхни — картманни ҫеҫ мар, ку вӑл — ҫынна ҫын вырӑнне хуманни, ку вӑл — танлаштарса каласан — кушак шӑшие асаплантарни: кушак хӑй аллине лекнӗ шӑшипе тем хӑтланма та пултарать — ҫыртса ыраттарма та, вӗҫертсе ярса савӑнтарма та, унтан каллех сиксе ӳксе ярса илме те.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Ермилова Зинаида Григорьевна, Ермилов П. В. арӑмӗ, кӗтмен ҫӗртен чирлесе ӳксе вилнӗ (медицина кӑтартни).
Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.
Пӗрин амӑшӗ хӑйӗн ачине вӑрҫа-вӑрҫах килне ҫавӑтса каять, ачи — ӳксе сӑмсине ҫӗмӗрнӗ…
Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.
Ҫӗр пичӗ снаряд-бомба ӳксе ҫурӑлнипе, аманнӑ салтак пек, кунӗн-ҫӗрӗн ахлатнӑ та ахлатнӑ.
Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.
Тӳпере сарӑ хӗвеле картла-картла пӑтранчӑк пӗлӗт таткисем чупаҫҫӗ, вӗсен мӗлкисем юхан шыв тӑвайккине ӳксе тӗллӗн-тӗллӗн хӑрӑм пек хуратаҫҫӗ.
14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.