Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫӗсем (тĕпĕ: ӗҫ) more information about the word form can be found here.
Ҫуркунне кӑҫал ир килчӗ пулин те ака ӗҫӗсем вӑраха тӑсӑлчӗҫ.

Help to translate

Ака ӗҫӗсем кая юлнӑ // Светлана АНАТОЛЬЕВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/1 ... bb%d0%bda/

Округри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче ака-суха ӗҫӗсем малалла пыраҫҫӗ.

Help to translate

Ака-суха ӗҫӗсем малалла пыраҫҫӗ // Минзаит Зайнуллин. http://kasalen.ru/2024/05/17/%d0%b0%d0%b ... %ab%d3%97/

В.В. Петров, Н.А. Комиссарова, округ администрацийӗн культура секторӗн заведующийӗ Д.Н. Грибова, Аслӑ Ҫӗрпӳел территори уйрӑмӗн начальникӗ А.Т. Орешкин Кӗҫӗн Ҫӗрпӳелӗнчи культура ҫуртӗнче юсав ӗҫӗсем мӗнле пынипе паллашнӑ.

Help to translate

Ачасен канӑвӗ пирки калаҫнӑ, юсав ӗҫӗсемпе паллашнӑ // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/05/17/%d0%b0%d1%8 ... %97%d1%81/

Округра ҫурхи ака-суха ӗҫӗсем мӗнле пынипе ял хуҫалӑх, экономика, пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене тӑвакан Ф.Ф. Зейнетдинов паллаштарнӑ.

Help to translate

Ачасен канӑвӗ пирки калаҫнӑ, юсав ӗҫӗсемпе паллашнӑ // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/05/17/%d0%b0%d1%8 ... %97%d1%81/

«Шӑн тӑпрана катаймастӑмӑр эпир, ҫамрӑкрах пулнӑ. Аслисем катнине ҫӳлелле переттӗмӗр. Тумтир ҫӗтӗкчӗ, питӗ шӑнаттӑмӑр. Апатне те тӑраниччен ҫиеймен. Ҫавах ниме те пӑхса тӑман, ӗҫленӗ. Хамӑрӑн чӑтӑмлӑхран паян кун та тӗлӗнетӗп. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн та канӑҫ мӗнне пӗлме тӳр килмен. Атте фронтран аманса таврӑнсан нумаях пурӑнаймарӗ. Эпир, сакӑр ачи, аннепе кӑна ӳсрӗмӗр. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн пире вӑрман касма ячӗҫ, Хаснар шывӗ ҫывӑхӗнчи вӑрманта 8 ҫул ӗҫлерӗм. Кунӗн-ҫӗрӗн вӑй хунӑ, урасем йӗпенетчӗҫ, вут хурса типӗтсе тӑхӑнаттӑмӑр. Хамах пушӑт касса ҫӑпата тӑваттӑмччӗ. Ун чухне апачӗ те начарччӗ. Инҫех мар икӗ шыв арманӗ пурччӗ. Пӗринче Уй Пилемӗч ҫынни ӗҫлетчӗ. Вӑл пире хӗрхенсе хушӑран апат пӗҫерсе ҫитеретчӗ. Тепӗр арманӗнче - хамӑр ял ҫынниччӗ, тепӗр чух вӑл та вӑрттӑн хӑналанӑ пире. Вӑрман ӗҫӗсем вӗҫленсен пӗр вӑхӑт Хуракассинчи сепаратор пунктӗнче ӗҫленӗ, халӑхран сӗт пуҫтарнӑ. Ун чухне ӗне усракансен патшалӑха икҫӗр литр сӗт е сакӑр килограмм шӑратнӑ ҫу памаллаччӗ. Хӑмла бригадирӗ те пулнӑ эпӗ, ытти ӗҫсене те тӑрӑшсах тунӑ, нихӑҫан та пӑрӑнса ҫӳремен. 1958 ҫулта, Хуракассине качча тухсан, 18 ҫул дояркӑра ӗҫлерӗм. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан та 4 ҫул хушши фермӑна утрӑм. Унтан Сӗнтӗрвӑррине выльӑх самӑртнӑ ҫӗре 5 ҫул, кирпӗч заводне 3 ҫул ҫӳрерӗм. Саратов тата Куйбышев облаҫӗсенче ӗҫлесе темиҫе хут та тырӑ илсе килтӗм. 1958 ҫулта ҫуралнӑ хӗре пӗчченех ӳстерме тиврӗ, упӑшка ҫамрӑклах вилчӗ. Хӗрӗм вӑтам шкул хыҫҫӑн повара вӗренсе тухрӗ, Сӗнтӗрвӑрринче ӗҫлерӗ. Хушма пӗлӳ илсен районти паспорт параканра 18 ҫул тӑрӑшрӗ. Ҫемье ҫавӑрса виҫӗ ача ӳстерчӗ. Мӑнуксемпе эпӗ те сахал мар йӑпантӑм. Пӗри Чечняра хӗсметре тӑчӗ. Киле таврӑнсан вилни пуриншӗн те пысӑк хуйхӑ пулчӗ. Кӗҫӗн мӑнук Иваново хулинчи ҫар академине пӗтернӗ хыҫҫӑн Сӗнтӗрвӑрринче ӗҫлеме пуҫларӗ», - вӗҫлерӗ калаҫӑва Зоя Васильевна.

Help to translate

Вӑрҫӑ ачисен ватлӑхӗ канлӗ пултӑр // Р. МИХАЙЛОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/02/06/vr ... kanl-pultr

Асӑннӑ вӗренӳ учрежденийӗсенче те юсав ӗҫӗсем ирттернӗ, столовӑйсене, пищеблоксене, вӗренӳ пӳлӗмӗсене, коридорсене ҫӗнӗ сӑн кӗртнӗ.

Help to translate

Ачасене кӗтсе илме хатӗр-и? // А.КИРИЛЛИНА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/04/ac ... lme-hatr-i

Чӑваш Сурӑмӗнчи шкул столовӑйӗнче, пищеблокра, классенче, коридорта, акт залӗнче, 2-мӗш хутри санитари кӗтесӗсенче юсав ӗҫӗсем иртнӗ.

Help to translate

Ачасене кӗтсе илме хатӗр-и? // А.КИРИЛЛИНА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/04/ac ... lme-hatr-i

Кашни вӗренӳ объектӗнчех юсав ӗҫӗсем иртнӗ, пушар хӑрушсӑрлӑхӗн мероприятийӗсене пурнӑҫланӑ, хушма огнетушительсем туяннӑ, киввисене улӑштарнӑ.

Help to translate

Ачасене кӗтсе илме хатӗр-и? // А.КИРИЛЛИНА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/04/ac ... lme-hatr-i

2020 ҫулта «Элӗк - Илленушкӑнь» ҫул ҫинче капиталлӑ юсав ӗҫӗсем пуҫланчӗҫ.

Help to translate

Строитель - пурнӑҫ аталанӑвне тӳпе хывать // Эльвира КУЗЬМИНА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/06/st ... tpe-hivatj

Ҫулӑм мӗншӗн алхасма пуҫланине палӑртас тӗлӗшпе халӗ тӗпчев ӗҫӗсем пыраҫҫӗ.

Help to translate

Пушарта хӗрарӑм вилнӗ // Элӗк районӗ. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/13/pu ... hrarm-viln

Ҫурхи ака-суха ӗҫӗсем те ҫывхараҫҫӗ.

Help to translate

Ҫурхи кун - ҫулталӑклӑх // Елена ПОРФИРЬЕВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/14249-c ... ltal-kl-kh

Нумай хваттерлӗ ку е вӑл ҫуртра капиталлӑ юсав ӗҫӗсене планпа пӑхнӑ вӑхӑтра туса ирттересси чи малтанах ку ҫуртра пурӑнакансем капиталлӑ юсав ӗҫӗсем валли взноссене мӗнле тӳлесе тӑнипе ҫыхӑннӑ.

Help to translate

Нумай хваттерлӗ ҫуртсенчи капиталлӑ юсав ӗҫӗсем ҫинчен // В. ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/obshchestvo/8777- ... sem-inchen

Капиталлӑ юсав ӗҫӗсем пирки асӑннӑ май, взнос пухасси пирки те каласа хӑвармалла.

Help to translate

Нумай хваттерлӗ ҫуртсенчи капиталлӑ юсав ӗҫӗсем ҫинчен // В. ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/obshchestvo/8777- ... sem-inchen

Муркашра вара икӗ ҫуртра капиталлӑ юсав ӗҫӗсем туса ирттермелле.

Help to translate

Нумай хваттерлӗ ҫуртсенчи капиталлӑ юсав ӗҫӗсем ҫинчен // В. ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/obshchestvo/8777- ... sem-inchen

Нумай хваттерлӗ 7 ҫуртра капиталлӑ юсав ӗҫӗсем пурнӑҫлама палӑртнӑ.

Help to translate

Нумай хваттерлӗ ҫуртсенчи капиталлӑ юсав ӗҫӗсем ҫинчен // В. ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/obshchestvo/8777- ... sem-inchen

Иртнӗ ҫул Москакассинче те капиталлӑ юсав ӗҫӗсем туса ирттернӗ.

Help to translate

Нумай хваттерлӗ ҫуртсенчи капиталлӑ юсав ӗҫӗсем ҫинчен // В. ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/obshchestvo/8777- ... sem-inchen

Республика программипе Муркашра пӗлтӗр нумай хваттерлӗ 3 ҫуртра капиталлӑ юсав ӗҫӗсем туса ирттернӗ.

Help to translate

Нумай хваттерлӗ ҫуртсенчи капиталлӑ юсав ӗҫӗсем ҫинчен // В. ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/obshchestvo/8777- ... sem-inchen

Унпа килӗшӳллӗн пӗлтӗр пирӗн районта нумай хваттерлӗ 5 ҫуртра капиталлӑ юсав ӗҫӗсем туса ирттернӗ.

Help to translate

Нумай хваттерлӗ ҫуртсенчи капиталлӑ юсав ӗҫӗсем ҫинчен // В. ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/obshchestvo/8777- ... sem-inchen

Ку ҫеҫ те мар, ҫывӑх ҫыннисен вӑрҫӑри ҫул-йӗрне йӗрлеҫҫӗ, шырав ӗҫӗсем ирттереҫҫӗ, тӗпчев ӗҫӗсем ҫыраҫҫӗ.

Help to translate

Мӑн аслашшӗн вӑрҫӑ ҫулне тӗпченӗ вӗренекен // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/man-aslashshen-va ... neken.html

20 культура учрежденийӗнче кӑҫал тӗп юсав ӗҫӗсем ирттермелле, 8 библиотекӑна модельлӗ стандартпа килӗшӳллӗн модернизацилеме планланӑ», — тет Светлана Анатольевна.

Help to translate

Клуб хӑтлӑланнӑ // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11882-klub-kh-tl-lann

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed