Шырав
Шырав ĕçĕ:
16. Пӗр ҫын тунӑ ҫылӑх хыҫҫӑн мӗн пулнине ниепле те Турӑ тивлечӗ мӗн панипе танлаштарма ҫук: ун чухне пӗр усал ӗҫшӗнех сут туса хытӑ айӑпланӑ, халӗ вара Турӑ тивлечӗ чылай усал ӗҫшӗн те тӳрре кӑларать.
Рим 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Адамран кайран ҫиччӗмӗш сыпӑкра пулнӑ Енох та вӗсем ҫинчен малтанах пӗлтерсе хунӑ: «акӑ Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн сӑваплӑ ангелӗсен шутсӑр пысӑк йышӗпе килет — 15. пурне те сут тума килет; Вӑл йӗркесӗр ҫынсене йӗркерен тухса кайса тунӑ мӗнпур усал ӗҫшӗн, ҫав ҫылӑхлӑ ҫынсене Хӑйне хирӗҫ каланӑ пур чӑрсӑр сӑмахшӑн та питлӗ» тенӗ.
Иуд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Турра кирлӗ пулсан, усал ӗҫшӗн асапланиччен ырӑ ӗҫшӗн асап курни авантарах; 18. пӗрре Христос та пирӗн ҫылӑхӑмӑрсемшӗн асапланнӑ: пире Турӑ патне илсе пырас тесе, Тӳрӗскер тӳрӗмаррисемшӗн асап курнӑ; Унӑн ӳтне вӗлерсен, сывлӑшӗпе чӗрӗлсе, 19-20. ҫавӑн евӗрлӗ Вӑл сӗмлӗхри чунсем патне анса вӗсене — Ной пурӑннӑ кунсенче Турра пӑхӑнманнисене — Ырӑ Хыпар пӗлтернӗ; Ной карап тунӑ вӑхӑтра Турӑ вӗсем тӳрленессе вӑрахчен кӗтсе тӳссе тӑнӑ; карап ӑшӗнче шывран хӑтӑлса юлнисем сахал, сакӑр чун ҫеҫ, пулнӑ.
1 Пет 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Халӑха пула вӗсене хаса пама сӑлтав тупаймасӑрах, юнаса анчах кӑларса янӑ, мӗншӗн тесессӗн пулнӑ ӗҫшӗн пурте Турра мухтаса аслӑланӑ.
Ап ӗҫс 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. Мӗнпур усал ӗҫшӗн айӑплӑ Менелая ӗнтӗ айӑпласран хӑтарнӑ, виҫӗ ҫынна вара, скифсен сучӗ умне тӑратсассӑн та каҫарма тивӗҫлӗскерсене, вӗлермелле тунӑ.
2 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлте асӑннӑ Симон вара, Турӑ Ҫуртӗнчи пуянлӑхпа тӑван ҫӗршывӗн сутӑнчӑкӗ пулса тӑнӑскер, Ония ҫинчен Илиодора ҫавӑ хавхалантарса тӑнӑ, ҫав усал ӗҫшӗн вӑл айӑплӑ тесе элекленӗ.
2 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Мана каларӗ: ҫак вырӑнта священниксен усал ӗҫшӗн кӳнӗ парнене тата ҫылӑх парнине пӗҫермелле, ҫакӑнта тырӑ парнине пӗҫермелле, ҫавна, ӑна халӑх ан сӗртӗнтӗр тесе, тулашӗнчи картишне илсе тухмасӑр пӗҫермелле, терӗ.
Иез 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Вӗсем тырӑ-пулӑ парнинчен, ҫылӑх парнинчен тата усал ӗҫшӗн кӳрекен парнерен илсе ҫийӗҫ; Израильре тупаласа пани те пӗтӗмпе священниксен пулать.
Иез 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вӑл мана каларӗ: уҫӑ лаптӑк умӗнчи пӳлӗмсем, ҫурҫӗрелле тата кӑнтӑралла пӑхакан пӳлӗмсем, сӑваплӑ пӳлӗмсем пулаҫҫӗ, унта Ҫӳлхуҫа патне ҫывӑхаракан священниксем тасаран та таса парне ҫиеҫҫӗ; вӗсем ҫакӑнта тасаран та таса парне, тырӑ-пулӑ парса кӳрекен парне, ҫылӑхшӑн кӳрекен парне тата усал ӗҫшӗн кӳрекен парне тытаҫҫӗ, мӗншӗн тесессӗн ку — сӑваплӑ вырӑн.
Иез 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Хапха патӗнчи пӑлтӑрта пӗр енче — икӗ сӗтел, тепӗр енче — икӗ сӗтел, вӗсем ҫинче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне валли, ҫылӑхшӑн кӳрекен парне валли тата усал ӗҫшӗн кӳрекен парне валли илсе килнӗ выльӑха пусаҫҫӗ.
Иез 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Вӗсем тунӑ пӗтӗм йӗрӗнчӗк ӗҫшӗн Эпӗ ҫӗре пушхиртен те пушӑрах тусассӑн, вӗсем Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ.
Иез 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Кам ырӑ ӗҫшӗн усалпа тавӑрать, ҫавӑн килӗнчен усал хӑпмасть.
Ытар 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Пире пӗтӗм йӗркесӗр ӗҫшӗн айӑпламасть, пире пӗтӗм ҫылӑхшӑн тавӑрмасть: 11. ҫӳллӗ тӳпепе ҫӗр хушши епле пысӑк, [Ҫӳлхуҫанӑн] ырӑлӑхӗ Хӑйӗнчен хӑракансемшӗн ҫавӑн пек пысӑк; 12. тухӑҫ анӑҫран епле аякра, йӗркесӗр ӗҫӗмӗрсене Вӑл пирӗнтен ҫапла аякка сирчӗ; 13. ашшӗ ачисене хӗрхеннӗ пек, Ҫӳлхуҫа Хӑйӗнчен хӑракансене ҫапла хӗрхенет: 14. Вӑл эпир мӗнрен пулнине пӗлет, эпир тӑпра иккенне астуса тӑрать.
Пс 102 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Анчах вӑл ҫынвӗлеренсен ачисене тивмен, мӗншӗн тесессӗн Моисей саккунӗн кӗнекинче, Ҫӳлхуҫа халалӗнче, ҫапла каланӑ: «ачисемшӗн ашшӗсене хаса пама юрамасть, ашшӗсемшӗн ачисене хаса пама юрамасть, кашнийӗ хӑй тунӑ усал ӗҫшӗн ҫеҫ вилӗме тивӗҫлӗ» тенӗ.
2 Ҫулс 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Анчах вӑл ҫынвӗлеренсен ачисене тивмен, мӗншӗн тесессӗн Моисей саккунӗн кӗнекинче, Ҫӳлхуҫа халалӗнче, ҫапла каланӑ: «ачисемшӗн ашшӗсене хаса пама юрамасть, ашшӗсемшӗн ачисене хаса пама юрамасть, кашнийӗ хӑй тунӑ усал ӗҫшӗн ҫеҫ вилӗме тивӗҫлӗ» тенӗ.
4 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Сунтӑхра кӗмӗл чылаях пуҫтарӑнсассӑн, ӑна патша ҫыруҫипе аслӑ священник уҫса илнӗ, шутласа тухса, хутаҫсене чиксе ҫыхса хунӑ, ҫапла Ҫӳлхуҫа Ҫуртне панӑ пӗтӗм кӗмӗле шута илсе тӑнӑ; 11. шута илнӗ кӗмӗле Ҫӳлхуҫа Ҫуртне юсама уйӑрса лартнӑ ҫынсене, ӗҫ тӑвакансене панӑ, лешӗсем вара Ҫӳлхуҫа Ҫуртне юсакан ӗҫлевҫӗсене, пуртӑ-сава ӑстисене ӗҫшӗн тӳлесе тӑнӑ, 12. ҫавӑн пекех чул касакансемпе кирпӗч купалакансене те тӳленӗ, йывӑҫ тата касса якатнӑ чул туянма, Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи юхӑннӑ вырӑнсене сиплеме, Ҫурта тытса тӑма та панӑ.
4 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Анчах халӗ ан шарла, йӑмӑкӑм; вӑл — санӑн пиччӳ; ку ӗҫшӗн чӗрӳне ан амант, тенӗ.но теперь молчи, сестра моя; он - брат твой; не сокрушайся сердцем твоим об этом деле.
2 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Саул ӑна Ҫӳлхуҫа ячӗпе тупа туса каланӑ: Ҫӳлхуҫа чӗрӗ! ҫак ӗҫшӗн сана инкек пулмӗ, тенӗ.10. И поклялся ей Саул Господом, говоря: жив Господь! не будет тебе беды за это дело.
1 Пат 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Паян маншӑн тунӑ ӗҫшӗн Ҫӳлхуҫа сана ырӑлӑх парӗ.Господь воздаст тебе добром за то, что сделал ты мне сегодня.
1 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ашшӗсене ачисен айӑпӗшӗн вӗлермелле мар, ачисене те ашшӗсен айӑпӗшӗн вӗлермелле мар; кашнийӗ хӑй тунӑ усал ӗҫшӗн вилӗме тивӗҫлӗ.
Аст 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.