Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӗрре вӑл Ярмаркӑран ир, пӗр пилӗк сехетре тавӑрӑнса столовӑйне кӗрсен, хам манса кайнӑ ҫын чей ӗҫмелли сӗтел патӗнче, хуҫапа юнашар ларнине куртӑм.
XVI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Председатель тутине шӑлса илнине Матильда вӑл ӗҫмелли ыйтнӑ пек ӑнланнӑ.Матильда поняла так, что, утирая губы, председатель просит выпить.
Гришка Хват // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 18–40 с.
— Ӗҫмелли парӑр… — тет.
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл ҫавӑнтах кухня патӗнче ӑшӑрах ҫӗрте сӗтел пырса йышӑнчӗ, чей ӗҫмелли прибор ыйтрӗ те, чуйкӑ тӳмисене вӗҫертмесӗр, картузне хывмасӑр, шутсӑр тарласа, сарӑ вӗри шыв ӗҫме тытӑнчӗ.
XI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Эпӗ ӗҫмелли мӗншӗн илсе килменнине пӑхма кӑна тухнӑччӗ, кӗретӗп: ман савнӑ ҫыннӑм хӑй таврашӗнчи япаласене салатса тӑкнӑ та сирӗн аҫӑра шавах кӑчӑк туртать; леш ун патне пӗшкӗнет, анчах хӑйӗн шухӑшне калама вӑйӗ ҫитеймест пулас, тутине выляткаларӗ те каллех ахлатма пуҫларӗ: «Турӑҫӑм! Ҫӳлти аттеҫӗм! Ачасене! Ачасене!» эпӗ сире чӗнме чупасшӑнччӗ, анчах Иван Васильич чарчӗ: «Ку ӑна пушшех пӑшӑрхантарса ярӗ, илсе килес мар», — терӗ.
XXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кӑмӑл туличчен чупса ҫӳресен, лараттӑн чей ӗҫмелли сӗтел хушшинче, хӑвӑн ҫӳлӗ креслу ҫинче; вӑхӑт чылая кайнӑ ӗнтӗ, чашӑку ҫинчи сахӑрланӑ сӗте паҫӑрах ӗҫсе янӑ, куҫхупанкисем ҫине те тӑмана пырса ларать, анчах вырӑнтан хускалмастӑн, ларатӑн итлесе.
XV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Килӗшӳсӗр пулса тухрӗ пирӗн: урайсене ҫума эпир вараланчӑк витресем илсе килтӗмӗр, анчах ӗҫмелли шыв тытма таса витре илме маннӑ.— Так нескладно вышло: грязные ведра мы взяли — мыть полы, а чистого для воды не захватили.
37 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Лев Степанович, ыйхӑ хыҫҫӑн йӳҫӗ купӑста шӳрпи е салтак тӳми шывӗ ӗҫсен, хирсем тӑрӑх, ҫынсем ӗҫленӗ ҫӗре кайса ҫӳренӗ те, пӗр ултӑ сехетре чей ӗҫмелли пӳлӗме пырса кӗнӗ; унта ӗнтӗ пысӑк кресло ҫинче суккӑр майор чӑлха ҫыхса ларнӑ.
II // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Ӗҫмелли шыв пачах сахалланса ҫитнӗ броненосец ҫинче.
Тинӗсри хӗрлӗ ялав // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Ӗҫмелли шыв та вӗҫне ҫитнӗ.
Тинӗсри хӗрлӗ ялав // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Баркассем ҫине камбала пулли тытмалли ҫӗнӗ сӗрекесем, пӑшалсем (тен дельфинсем тӗл пулма пултарӗҫ), запас кӗсменсем, ӗҫмелли таса шыв, типӗтнӗ пулӑ, брынза тата ҫӑкӑр тиерӗҫ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Ӗҫмелли шыв патне пыратӑп — резина михӗре пӑр…
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Тул ҫутӑлнӑ чухне вырӑн ҫинчен тӑрса, вӑл кухньӑна аннӑ та чей ӗҫме кухаркӑпа пӗрле апат-ҫимӗҫ хатӗрленӗ, ачисене ҫитерме ҫӳле чупса хӑпарнӑ, унтан хуняшшӗне, упӑшкине, пӑяхамӗсене чей ӗҫтернӗ, каллех хӗрачисене ҫитернӗ, унтан ҫӗленӗ, пурин кӗпи-йӗмӗсене те сапланӑ, кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн ачисемпе пӗрле сада тухса, унта каҫхи чей ӗҫмелли вӑхӑт ҫитичченех ларнӑ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
— Ӗҫмелли эмелне кӑшт хушса парсан чӑрмантарман пулӗччӗ.
Икӗ йӗлтӗрҫӗ // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Республикӑра пурӑнакансене ӗҫмелли паха шывпа тивӗҫтересси – кун йӗркинчи ҫивӗч ыйту.В актуальной повестке – обеспечение жителей республики качественной питьевой водой.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2021) // Олег Николаев. http://www.cap.ru/events/events/2021-god ... bliki-g/33
Кунта вӗт-шак ӗҫсем таранах пурне те кӑтартса панӑ: матрацсем мӗнпе тултармалли ҫинчен, пӑр айӗнчен мӗнле майпа пулӑ тытмалли ҫинчен, цынгаран сыхланас тесе хырпа чӑрӑш лӑсне мӗнле вӗретсе ӗҫмелли ҫинчен, пӳрт айккисене мӗнле купаламалли тата пӳрт умӗсене мӗнле ӑшӑтса, бараксенче ӑшӑ тытмалли ҫинчен каланӑ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Ҫав ӗҫмелли япалана вӗсем пирӗнтен, шуррисенчен, каях мар юратаҫҫӗ тенине эпӗ илтнӗччӗ!
LI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Ҫав ӗҫмелли япалан пӗр тумламӗ халӗ маншӑн пит усӑллӑ пулать.
ХLIV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Вӑл хӑйӗн ирхи хӑнисене — хурал куриччен тавернӑна йӑпшӑнса тухса килнӗ пӗр виҫ-тӑватӑ салтака ӗҫмелли лартса панӑ.
ХLI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Пӗтӗм компани стойка патне пычӗ те кашни хӑйне валли ӗҫмелли ыйтма пуҫларӗ.Вся компания подошла к стойке, и каждой стал заказывать себе выпивку.
XIX сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.