Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пирӗн наци лидерӗ ҫакна палӑртрӗ: «Ӗҫлӗ климата лайӑхлатас тесен тытӑмлӑн ӗҫлемелле... Саккунсенче палӑртнӑ нормӑсемпе усӑ курнине тӗрӗслесе тата асӑрхаса тӑни кӑна мар, ҫавӑн пекех ӗҫлӗ климата лайӑхлатма пулӑшакан ӑнӑҫлӑ тӗслӗхсене тупса палӑртни те пӗлтерӗшлӗ. Ҫитменнине тата вӗсен тухӑҫлӑхне бизнес хӑй хак пама тивӗҫ».
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3
Ну, ӗҫлӗ калаҫусем хушшинче шӳтлӗ сӑмӑхсем те пулкаларӗҫех ӗнтӗ, ҫапах та пуринчен ытларах эпир унпа колхоза йӗркелесе ямалли плансене сӳтсе яврӑмӑр.
6-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Пурте ӗҫлӗ пек, салху, чӗнми пулнӑ.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Якорь сӑнчӑрӗсем янӑрани, япала турттаракан вагонсем пӗр-пӗринпе ҫапӑнса кӗмсӗртетни, ҫул ҫине сарнӑ чул ҫинче таҫтан ӳкекен тимӗр листисем йынӑшса чанкӑртатни, йывӑҫ каскисем тӳплетсе ӳкни, извозчиксен ураписем шӑлтӑртатни, пӑрахутсем хыттӑн та ҫинҫен е хулӑн сасӑпа мӗкӗрсе ҫухӑрни, грузчиксем, матроссем, таможня салтакӗсем кӑшкӑрашни, — ҫак сасӑсем пурте, хӑлхана хупласа лартакан ӗҫлӗ кун музыкипе пӗтӗҫсе, гавань ҫинчи пӗлӗт айӗнче, аялта, пӑлхавлӑн чӳхенсе тӑраҫҫӗ; вӗсем патне ҫӗр ҫинчен ҫӗнӗрен ҫӗнӗ сас хумӗсем е хулӑнӑн кӗмсӗртетсе пӗтӗм тавралӑха сиввӗн кисрентереҫҫӗ, е вичкӗнӗн, янӑравлӑн хӑпарса — тусанлӑ вӗри сывлӑша таткаласа ҫураҫҫӗ.
Челкаш // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Халь ӗнтӗ вӑл, ҫак таранччен ялан кахалланса, ӳсӗр пуҫпа нимӗн шухӑшламасӑр пурӑнаканскер, шухӑшламан-туман ҫӗртенех ӗҫлӗ, тӑрӑшакан, васкакан, ҫитменне тата ҫутҫанталӑкпа та кӗрешекен ҫын вырӑнне кӗрсе ӳкрӗ.
Хуйхӑ // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 46–55 стр.
Санька ӑна хирӗҫ утса пычӗ, унӑн аллине ӗҫлӗ ҫын пекех хыттӑн чӑмӑртарӗ.
1-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Штольц Ольгӑна хӑйӗн канӑҫсӑр, ӗҫлӗ пурнӑҫӗпе паллаштарчӗ, мӗншӗн тесен Ольга хускалусӑр, сывлӑшсӑр пекех, пурӑнма пултараймасть.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кантура, ашшӗ урапине, замш перчеткесене, ҫупа вараланса пӗтнӗ шутсене — пӗтӗм ӗҫлӗ пурнӑҫа халӗ телей хупласа хучӗ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Анчах мужиксем, мужиксем… — кулли вара сирӗлчӗ, ӗҫлӗ шухӑш ҫамкине пӗркелентерчӗ.— Но мужики, мужики… — и улыбка слетела, забота морщила ему лоб.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫутҫанталӑк ӗҫлӗ пурнӑҫпа пурӑнать, йӗритавралӑх, куҫа курӑнман вак-тӗвек ӗҫпе вӗресе тӑрать пулин те, чаплӑн сарӑлса выртнӑн туйӑнать.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Мӑнаҫлӑх, хаваслӑх, ҫивӗччӗн пӑхни, ӗҫлӗ ҫыннӑн вӑхӑтлӑ та ӑнлануллӑ васкавлӑхӗ — пӗтӗмпех пӗтсе ларнӑ.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл пурӑнӗ, ӗҫлӗ, хӑй пурнӑҫне тата Ольгӑна тав тӑвӗ.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Темиҫе страница ҫырса та вӑл хӑшӗ сӑмаха пӗрре те икӗ хутчен асӑнмарӗ; унӑн сӑмахӗсем ирӗклӗн юхрӗҫ, вырӑнӗ-вырӑнӗпе хӑйӗн шухӑш-кӑмӑлне лайӑх палӑртрӗҫ, илемлӗ пулчӗҫ, леш, хӑй Штольцпа ӗҫлӗ пурнӑҫ ҫинчен, ҫул ҫӳресси ҫинчен ӗмӗтленнӗ чухнехи пек пулчӗҫ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Лӑплан, ырӑ амӑшӗ: сан ывӑлу вырӑс ҫӗрӗ ҫинче ӳснӗ — ӗҫлӗ халӑх ҫинче мар, бюргер ӗнисем хушшинче мар, вӑл арман чулӗсем ҫавӑрас алӑллӑ мар.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вара амӑшӗ Андрюша хулана ларса ҫӳрекен урапана та, ашшӗ ӑна парнеленӗ клеенка плаща та, симӗс замш перчеткине те — ӗҫлӗ пурнӑҫра кирлӗ элле-мелле япаласене пурне те чӗререн курайман.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫапла вара, ҫур кун хушши пурте хӗвӗшсе, тӑрӑшса ирттереҫҫӗ, пурте ӗҫлӗ, кӑткӑсем пек, куҫа курӑнакан пурнӑҫпа пурӑнаҫҫӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унӑн арӑмӗ те ҫав тери ӗҫлӗ: вӑл виҫӗ сехет хушши ӗнтӗ ҫӗвӗҫ Аверкипе пӗрле упӑшкин фуфайкинчен Илюшӑна пиншак ҫӗлесе парасси ҫинчен сӳтсе явать, хӑех пурӑпа йӗрлет, Аверки пустава вӑрласран сӑнаса тӑрать; унтан, хӗрсен пӳлӗмне кӗрсе, кунне мӗн чухлӗ чӗнтӗр ҫыхмаллине кашни хӗрнех хушса хӑварать; унтан Настасья Ивановнӑна е Степанида Агаповӑна, е хӑйне ҫывӑх хӗрарӑмсенчен кама та пулин хӑйпе пӗрле ертсе сад пахчине ӗҫпе ҫӳреме каять: панулмисем мӗнле пиҫеҫҫӗ, ӗнерхи, пулса ҫитнӗ панулми ҫӗре ӳкмен-и, ҫавсене пӑхмалла; кунта турат сыпмалла, лере турат иртмелле тата ытти те.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ӗҫлӗ ҫырусем ҫырма маннӑ эпӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл е кайри пӳлӗмре тӗлӗрнӗ, е ӗҫлӗ ҫынсем пурӑнакан ҫурта, кухньӑна пакӑлтатса ларма кайнӑ, апла пулмасан, аллисене кӑкӑрӗ ҫине хӗреслетсе тытса, сехечӗ-сехечӗпе хапха умӗнче, ыйхӑллӑн шухӑша кайса, тавраналла пӑхкаласа тӑнӑ.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ӗҫлӗ шухӑшсенчен хӑтӑлсан, Обломов пурин ҫинчен те манса, ӗмӗтӗнчи пурнӑҫпа йӑпанать.Освободясь от деловых забот, Обломов любил уходить в себя и жить в созданном им мире.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956