Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫлесе (тĕпĕ: ӗҫле) more information about the word form can be found here.
Пуху пӗтсен: «Тавай, Михаил Михайлович, — теҫҫӗ мана хӑш-пӗрисем, — ку премие ҫӑвар санне. Пирӗнтен пурпӗр илесси пулас ҫук ӑна, мӗншӗн тесен ӗҫлесе укҫа-тенкӗ пухассипе нормӑна час-часах тултараймастпӑр. Эсӗ, ав, маттур. Пассажирсемпе пӗр чӗлхе тупма маҫтӑр ҫав эсӗ».

Help to translate

10 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Услантӑр мучи чи малтан ӗҫлесе ӗшеннӗ мӑнукне, ҫӗр каҫипе пӗр мӑшӑр ҫӑпата туса пӗтернӗскерне, вырӑн ҫине майласа вырттарать, унтан, кӑмака хыҫнелле кӑштӑртатса кӗрсе, ыттисене сӑхманпа лайӑхрах витет, ассӑн сывласа, Шӑнкӑрчпа юнашар пырса выртать.

Help to translate

Иккӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Ачаран вӗрентекен пулма ӗмӗтленмен пулин те, Лидия Ахвандеевна шкулта ӗҫлесе пурнӑҫра кирлӗ ӗҫ тунӑ, вӗрентекенсен тав сӑмахне тивӗҫнӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ вырӑнне шкулта тупнӑ // Анатолий Краснов. http://kasalen.ru/2024/04/26/%d0%bf%d1%8 ... %bd%d3%91/

Ҫӗвӗҫе вӗреннӗ, шкулта ӗҫлесе ырӑ ята тивӗҫнӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ вырӑнне шкулта тупнӑ // Анатолий Краснов. http://kasalen.ru/2024/04/26/%d0%bf%d1%8 ... %bd%d3%91/

«Ҫулсерен ачасем ҫуллахи тапхӑрпа хӑйсен канӑвӗ усӑллӑ ирттӗр тесе тӑрӑшаҫҫӗ, ӑс-хакӑл тӗнчине пуянлатса, кӑмӑла каякан профессине алла илсе, кӑштах та пулин укҫа-тенкӗ ӗҫлесе илме пикенеҫҫӗ.

Help to translate

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 5-мӗш номерлӗ Гимназире аслӑ классенче вӗренекенсене ӗҫ профессийӗсем илни ҫинчен палӑртакан свидетельствӑсем парса чысланӑ // Влаҫ органӗсен сайчӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/05/03/chav ... ire-asla-k

Вӑл ҫут тӗнчене килнӗ те ҫӗр ҫинче ӗҫлесе ӗмӗрне ирттернӗ.

Help to translate

Килӗшӳлӗхпе ӗлккенлӗх // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Доктор диссертацине 1999 ҫулта «Шкул ҫулне ҫитменнисем право йӗркине пӑснипе ӗҫлекен тата педагогсем ку тӗлӗшпе ӗҫлесе ҫитерейменнинчен сыхланма май паракан хальхи шкулӑн ӗҫ-хӗл системи» (выр.

Help to translate

Павлов Иван Владимирович // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9F%D0%B0%D ... %BE%D0%B3)

Йоко хӑйӗн малтанхи виҫӗ ҫулне Исоко Оно амӑшӗпе (ҫуралнӑ чухнехи ячӗ Ясуда) Токиора ирттернӗ, ҫав вӑхӑтрах ашшӗ, Эйсуке Оно, Сан-Францискора ӗҫлесе пурӑннӑ,унта вӑл Bank of Japan америкӑри уйрӑмра ертсе пыракан ӗҫ вырӑнне йышӑннӑ пулнӑ.

Первые три года своей жизни Йоко провела с матерью Исоко Оно (урождённая Ясуда) в Токио, в то время как отец, Эйсуке Оно, жил и работал в Сан-Франциско, занимая руководящую должность в американском представительстве Bank of Japan.

Йоко Оно // Макар Силиванов. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%99%D0%BE%D ... 0%BD%D0%BE

Пӗрле ӗҫлесе илнӗ тупӑшран, тен, кӑҫаллӑха икӗ лашапа икӗ плуг илмелӗх, ҫитес ҫул вара — вунӑ лашапа вунӑ плуг илмелӗх те уйӑрса хӑварма пултаратӑр…

Help to translate

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

Ӑҫтан пултӑр вӑл, ялти чухӑн хресчен ӑҫта ӗҫлесе илтӗр ӑна?

Help to translate

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

— Унта ӗҫлесе укҫа тупатӑп та атте валли лаша туянатӑп, тесе ӗмӗтленетӗп.

Help to translate

Улттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Пуйма шутларӑм, — вӑрласа мар, ӗҫлесе.

Help to translate

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Хӑвӑрах пӗлетӗр, ку бригадӑри хӗрсем сахалах укҫа ӗҫлесе илмеҫҫӗ, анчах вӗсен туянмалли те нумай: ҫитӗннӗскерсене, хитрескерсене, чаплӑ костюмсем, кӗпесем, пушмаксем кирлӗ, унсӑр пуҫне — киносем, театрсем, концертсем тата ытти те.

Help to translate

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

— Хӗрсен бригади мӗнле ӗҫлесе пыни ҫинчен калаҫмӑпӑр та, — ӑна эсир хӑвӑрах питӗ лайӑх пӗлетӗр: кашни уйӑхрах ҫӗр аллӑшар процент…

Help to translate

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Нина Тимофеевна колхозра доярка пулса ӗҫлеме пуҫланӑ, унтан тӗрлӗ ӗҫсенче ӗҫлесе ҫӳренӗ.

Нина Тимофеевна начала трудовую деятельность в колхозе дояркой, работала разнорабочей.

Бриллиант туй алӑкӗ умӗнче // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/eme/2024-02- ... he-3642634

Культура министерстви тата муниципалитетсен умӗнче тӗллев тӑрать: кӑҫалпа ҫитес ҫулхи тапхӑрта кашни муниципаллӑ пӗрлӗхрех сахалтан та ҫӗнӗ ӑрури пӗр библиотека ӗҫлесе каяссине тивӗҫтермелле.

Перед Министерством культуры и муниципалитетами поставлена задача в этом и в следующем году добиться, чтобы в каждом муниципальном образовании функционировала как минимум одна библиотека нового поколения.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

«Инвестицисен тӑтӑш юхӑмӗ» проекта хута янине кура инвестици проекчӗсене пурнӑҫлама чарса тӑракан сыпӑксене тупса палӑртмалла, вӗсене пӗтермелли мерӑсене туса хатӗрлемелле, ҫав шутра федерацин патшалӑх корпорацийӗсемпе, влаҫ органӗсемпе тата прокуратурӑпа ведомствӑсен хуш-шинче ҫыхӑнса ӗҫлесе те.

Посредством реализации проекта «Сквозной инвестиционный поток» необходимо выявить звенья, тормозящие ход реализации инвестиционных проектов, выработать меры по их устранению, в том числе за счет межведомственного взаимодействия с федеральными госкорпорациями, исполнительными органами и прокуратурой.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Ӗҫлесе илнӗ вӑтам тупӑш иртнӗ ҫул пӗрре кӑна мар ӳснине кура 34824 тенкӗрен 38450 тенке ҫитнипе пӗрлех указсенче палӑртнӑ категорисен ӗҫ укҫипе ҫыхӑннӑ индикативсене 16% хӑпартассине тивӗҫтернӗ, ҫакӑ инфляци шайӗнчен /7,3%/ чылай пысӑкрах.

Help to translate

70,5 пин ҫыннӑн шалӑвӗ пысӑкланӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/705-pin-cynnan-s ... -pysaklane

«Сертификата 21 ҫул тултарнӑ, 12 уйӑхран кая мар ӗҫлесе тупӑш илнӗ тӑлӑхсем илме пултараҫҫӗ. Ҫул ҫитмен ачаллӑ, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ ҫынсен сертификата ыттисенчен маларах илмелли ҫӑмӑллӑх прави пур», — терӗ министр.

Help to translate

Троллейбуссем хуласене ҫыхӑнтарӗҫ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/trolleybussem-hu ... cyhantarec

12 филиала пӗрлештерсе тӑракан ТР Наци музейӗ Г. Камал ячӗллӗ театрпа 2021 ҫулта ӗҫлесе курнӑ унпа.

Help to translate

Февралӗн 1-мӗшӗнчен Тутарстанра «Ҫемье абонеменчӗ» проект хута кайрӗ // Татьяна Васильева. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... -xuta-kair

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed