Шырав
Шырав ĕçĕ:
3. Вӑл ӗнтӗ ватӑлса ҫитнӗ, вара хӑй патне ывӑлне, ывӑлӗн ултӑ ывӑлне чӗнсе илнӗ те каланӑ: ывӑлӑм, эпӗ ватӑлтӑм ӗнтӗ, кунҫулӑм кӗскелсе ҫитрӗ.
Тов 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Анна чупса пынӑ та ывӑлне ыталаса илсе каланӑ: сана куртӑм ӗнтӗ, ачамӑм, халӗ ӗнтӗ манӑн вилсен те юрать, тенӗ.
Тов 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Туй ӗҫки вӗҫленсессӗн ӗнтӗ Товия Рагуила каланӑ: ярах ӗнтӗ мана, халӗ те аттемпе аннем мана курасса сунмаҫҫӗ пулӗ, тенӗ.
Тов 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
49. Атфарат вара Ездрӑна — аслӑ священника, кӗнекеҫӗне — тата халӑха вӗрентсе тӑнӑ левитсене ҫапла каланӑ: 50. ҫакӑ куна Ҫӳлхуҫана халалланӑ, ӗнтӗ пурте саккуна йӗрсе итлесе тӑчӗҫ; 51. халӗ кайӑр та тутлӑ ҫийӗр, пылак ӗҫӗр, чухӑнсене кучченеҫ ярса парӑр, 52. ӗнтӗ ҫакӑ куна Ҫӳлхуҫана халалланӑ, ан хурланӑр, Ҫӳлхуҫа сире мухтава кӑларӗ, тенӗ.
2 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ездра священника, Ҫӳлхуҫа саккунне вӗрентекене, Артаксеркс патшаран ҫыру урлӑ янӑ ҫакӑн пек хушу ҫитнӗ: 9. «Артаксеркс патша Ездра священника, Ҫӳлхуҫа саккунне вӗрентекене, савӑнӑҫ сунать. 10. Шухӑшласа пӑхнӑ хыҫҫӑн, ҫынсене юратнипе эпӗ ҫапла тума хушрӑм: пирӗн патшалӑхра пурӑнакан Иудея халӑхӗн ҫыннисем, священниксемпе левитсем, хӑйсен ирӗкӗпе каяс теекенсем, санпа пӗрле Иерусалима кайччӑр. 11. Эпӗ хамӑн чи ҫывӑх ҫичӗ канашҫӑпа ҫакӑн пек шухӑшларӑм: кайма кӑмӑл тунисем ӗнтӗ пуҫтарӑнччӑр та кайччӑр; 12. Иудейӑпа Иерусалимра Ҫӳлхуҫа саккунӗпе килӗшӳллӗн пурӑннипе пурӑнманнине курччӑр, 13. эпӗ тата манӑн ҫывӑх ҫыннӑмсем Израиль Ҫӳлхуҫине пама пулнӑ парнесене, Иерусалимри Ҫӳлхуҫа валли Вавилон ҫӗршывӗнче тупӑнакан ылтӑн-кӗмӗле, хӑйсен Ҫӳлхуҫа Туррийӗн Ҫурчӗ валли халӑх мӗн панипе пӗрле Иерусалима илсе кайччӑр; 14. ылтӑн-кӗмӗлӗ вӑкӑрсем, сурӑхсем, путексем туянма, ӗнтӗ мӗн кирлине туянма кайтӑр, 15. ҫакӑ вӗсен Иерусалимри Ҫӳлхуҫа Туррийӗн парне вырӑнӗ ҫинче Ҫӳлхуҫана парне кӳме пултӑр. 16. Ҫак ылтӑн-кӗмӗлпе ху тата хӑвӑн тӑванусем мӗн тума шухӑшлатӑр, хӑвӑн Турру ирӗкӗпе ҫавна ту. 17. Сана Иерусалимри хӑвӑн Туррун Ҫуртӗнче тыткалама панӑ Ҫӳлхуҫанӑн таса савӑчӗсене Ҫӳлхуҫа Турру умне ларт. 18. Хӑвӑн Туррун Ҫурчӗ валли мӗн кирлине патша хыснинчен парса тӑр. 19. Акӑ эпӗ, Артаксеркс патша, Сирипе Финикия хысни хуҫисене Ездра священника, Ҫӳлти Турӑ саккунне вӗрентекене, мӗн ыйтнине пӗр тӑхтаса тӑмасӑр, ҫӗр талант кӗмӗл таранах, пама хушрӑм, 20. ҫавӑн пекех ҫӗр кор таран тулӑ, ҫӗр виҫе таран эрех пама хушрӑм. 21. Патшанӑн патшалӑхӗпе унӑн ывӑлӗсене Ҫӳлти Турӑ ан ҫиллентӗр, ҫавӑнпа та, Турӑ саккунӗ тӑрӑх, Ҫӳлти Турӑ валли мӗн тумаллине тимлӗн, тӑрӑшса тӑвӑр. 22. Ҫакна та калатӑп сире: священниксемпе левитсене, юрӑҫсемпе хапха хуралҫисене, Турӑ Ҫурчӗ таврашӗнче ӗҫлекенсемпе Турӑ Ҫурчӗн ҫыруҫисене нимӗнле хырҫӑ та, куланай та хумалла мар, никамӑн та ҫакна тума ирӗк ан пултӑр. 23. Эсӗ вара, Ездра, Турӑ панӑ ӑсупа Сирипе Финикия ҫӗрӗнче хӑвӑн Туррун саккунне пӗлекенсене пуҫлӑх пулма, тӳре пулма лартса тух, пӗлменнисене вӗрент; 24. сан Туррун саккунне е патша саккунне пӑхӑнманнисене пурне те айӑпламалла, вӗлермелле е хӗнемелле, укҫан шыраса илмелле е хӑваласа ямалла» тенӗ Артаксеркс ҫырӑвӗнче.
2 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Перси патшинче Артаксеркс ларнӑ вӑхӑтра Вилем, Мифридат, Тавеллий, Рафим, Веелтефм, Самеллий ҫыруҫӑ тата вӗсемпе пӗр шухӑшлӑ ҫынсем, Самарире тата ытти вырӑнта пурӑннӑскерсем, патша патне ҫакӑн пек ҫыру ҫырнӑ: 17. «Артаксеркс патшана, хуҫамӑра — санӑн чурусем: пулни-иртнине ҫырса пыракан Рафимпа Самеллий ҫыруҫӑ, вӗсен канашӗнчи ытти ҫынсем, Келе-Сирипе Финикийӑра тӑракан тӳресем. 18. Патша хуҫамӑр паянтан пӗлсе тӑтӑрччӗ: сирӗн патӑртан пирӗн пата тухса килнӗ иудейсем Иерусалима, ҫак ҫылӑхлӑ та ултавлӑ хулана, ҫитсессӗн унти урам тӑваткӑлӗсене тирпейлеме тытӑнчӗҫ, хӳмине хӑпартаҫҫӗ, Турӑ Ҫурчӗн никӗсне хываҫҫӗ. 19. Ҫапла ӗнтӗ, ҫак хулана туса лартсассӑн, унӑн хӳмине ҫӗнетсе тухсассӑн, вӗсем хырҫӑ тӳлеме те килӗшмӗҫ, ун пек ҫеҫ мар-ха, патшасене те хирӗҫ тӑрӗҫ. 20. Ӗнтӗ Турӑ Ҫуртне тума тытӑнчӗҫ те, эпир ҫакӑн ҫинчен шарламасӑр тӑрар мар терӗмӗр, 21. патша хуҫамӑра тата ҫакна та пӗлтересшӗн: эсӗ аҫусенӗн кӗнекисене пӑхса илме кӑмӑл тумӑн-ши?
2 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫапла ӗнтӗ, сирӗн хушшӑрта Ун халӑхӗн ҫыннисем пулсассӑн, — ӗнтӗ хӑйсен Ҫӳлхуҫи вӗсемпе пӗрле пултӑр! — Иудейӑри Иерусалим хулине Израиль Ҫӳлхуҫин Ҫуртне лартма кайччӑр.
2 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. «Патша пӗлсе тӑтӑрччӗ: сан патӑнтан тухса пирӗн патӑмӑра Иерусалима килнӗ иудейсем ҫакӑ пӑлхавлӑ та юрӑхсӑр хулана ҫӗнетме тытӑнчӗҫ: хӳме хӗвеҫҫӗ, унӑн никӗсне сиплерӗҫ те ӗнтӗ. 13. Патша пӗлсе тӑтӑрччӗ: ку хулана туса пӗтерсессӗн, унӑн хӳмине ҫӗнетсе тухсассӑн, хырҫӑ та, куланай та, ытти тӳлеве те пама пӑрахӗҫ, вара патша хыснине сиен пулӗ. 14. Эпир, патшамӑра ӗҫлесе тӑракан ҫынсем, патшашӑн сиенлӗ ӗҫе асӑрхамасӑр тӑма пултараймастпӑр, ҫавӑнпа ӗнтӗ патшана пӗлтеретпӗр: 15. аҫусенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче шыраччӑр — ҫулсеренхи кӗнекере эсӗ ҫакӑ хула пӑлхавлӑ та патшасемпе ҫӗрсемшӗн сиенлӗ хула пулни ҫинчен, ҫав хула ӗлӗкренпех уйрӑла-уйрӑла тухни ҫинчен, ӑна шӑпах ҫавӑншӑн аркатни ҫинчен вуласа пӗлӗн. 16. Ҫавӑнпа эпир патшана пӗлтеретпӗр: ку хулана туса ҫитерсессӗн, хӳмине хӳсе ҫаврӑнсассӑн, эсӗ юханшыв леш енчи пӗтӗм ҫӗрне ҫухатӑн».
1 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Эпӗ халӑм ҫитнӗ таран Туррӑм Ҫурчӗ валли мӗн кирлине турӑм: ылтӑн япаласем валли ылтӑн, кӗмӗл япаласем валли кӗмӗл, пӑхӑр япаласем валли пӑхӑр, тимӗр япаласем валли тимӗр, йывӑҫ япаласем валли йывӑҫ, харшана лартмалли оникс чулӗ, илемлӗ те тӗрлӗ тӗслӗ чулсем, хаклӑ йышши чулсем тата темӗн чухлӗ мрамор хатӗрлерӗм, 3. манӑн хамӑн та ылтӑн-кӗмӗл пурлӑхӑм пур, Туррӑм Ҫуртне юратнӑран эпӗ ӑна та Туррӑм Ҫурчӗ валли паратӑп; ку ӗнтӗ Сӑваплӑ Ҫурт валли хатӗрленӗ пурлӑх ҫумне хушса пани пултӑр: 4. ҫуртсен стенисене сӑрма виҫӗ пин талант ылтӑн, Офир ылтӑнӗ, ҫичӗ пин талант таса кӗмӗл паратӑп, 5. ҫакӑ ӗнтӗ ылтӑн япала тума, кӗмӗл япала тума, ӳнерҫӗсен алли тӑвакан япала валли пултӑр.
1 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫакӑн хыҫҫӑн Давид патша Ҫӳлхуҫа умне пырса тӑнӑ та ҫапла каланӑ: эй Ҫӳлхуҫа Туррӑм, мана ҫаплах ҫӗклемешкӗн камах ӗнтӗ эпӗ, мӗнех ӗнтӗ манӑн килӗм?
1 Ҫулс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Ионафан ӗнтӗ Адонияна хуравласа каланӑ: ҫапла, пирӗн Давид патша хуҫамӑр Соломона патшана лартнӑ; 44. Соломонпа пӗрле патша Садок священника, Нафан пророка, Иодай ывӑлне Ванеяна тата хелефейсемпе фелефейсене янӑ, лешӗсем Соломона патшанӑн мулӗ ҫине лартса илсе кайнӑ; 45. вара Гионра Садок священникпа Нафан пророк ӑна патша пулма ҫу сӗрнӗ, унтан савӑнса таврӑнчӗҫ, ӗнтӗ хула хускалнӑ.
3 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫакӑн хыҫҫӑн Давид патша Ҫӳлхуҫа умне пырса тӑнӑ та ҫапла каланӑ: эй Ҫӳлхуҫамӑм, Ҫӳлхуҫамӑм, мана ҫаплах ҫӗклеме камах ӗнтӗ эпӗ, мӗнех ӗнтӗ манӑн килӗм?
2 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Акӑ ӗнтӗ Давид тарҫисем Иоавпа пӗрле ҫапӑҫуран таврӑннӑ, хӑйсемпе пӗрле пысӑк тупӑш илсе килнӗ; Авенир ун чухне Хевронра Давидпа пӗрле пулман ӗнтӗ, мӗншӗн тесессӗн Давид ӑна чарса тӑман та, вӑл ыррӑн-сыввӑн тухса кайнӑ.
2 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Давид вара ун аллинчен вӑл илсе килнӗ апат-ҫимӗҫе илнӗ те ҫапла каланӑ: ӗнтӗ килне ыррӑн-сыввӑн кай; акӑ эпӗ сана итлерӗм, ӗнтӗ эсӗ мӗн ыйтнине тӑвӑп, тенӗ.
1 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вӗсем ӗнтӗ Ҫӳлхуҫана тархасланӑ: «эпир ҫылӑха кӗтӗмӗр, Ҫӳлхуҫана манса Ваалсемпе Астартӑсене пуҫҫапма пуҫларӑмӑр, халӗ пире хамӑр тӑшмансен аллинчен хӑтарсам, малашне эпир Сана пӑхӑнса пурӑнӑпӑр» тенӗ, 11. Ҫӳлхуҫа вара, Иероваала, Варака, Иеффая тата Самуила ярса, сире хӑвӑра хупӑрласа тӑнӑ тӑшмансен аллинчен хӑтарнӑ, эсир ӗнтӗ пӗр шикленмесӗр пурӑннӑ.
1 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Самуил йывӑҫ ҫӑвӗ тултарнӑ савӑт илнӗ те ҫӑвне Саул пуҫӗ ҫине юхтарнӑ, унтан ӑна чуптунӑ та ҫапла каланӑ: акӑ Ҫӳлхуҫа сана Хӑйӗн [Израильри] халӑхне тытса тӑраканӗ туса ҫу сӗрсе ярать, [эсӗ Ҫӳлхуҫа халӑхӗн патши пулӑн, вӗсене хупӑрласа тӑракан тӑшманӗсен аллинчен ҫӑлӑн, акӑ ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа сана Хӑй халӑхӗн патши пулма ҫу сӗрсе янине кӑтартакан паллӑ]: 2. ман патӑмран кайсассӑн, эсӗ Вениамин ҫӗрӗн чиккинче, Целцахра, Рахиль тупӑклӑхӗ ҫывӑхӗнче, икӗ ҫынна тӗл пулӑн, вӗсем сана калӗҫ: «эсӗ шыраса ҫӳренӗ ама ашаксем тупӑнчӗҫ, халӗ ӗнтӗ аҫу, ашакӗсем ҫинчен манса кайсах, сирӗншӗн пӑшӑрханать: мӗн пулчӗ-ши ывӑлӑма? тет» тейӗҫ.
1 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Саул ӗнтӗ Ефрем тӑвӗ урлӑ иртнӗ, Шалиша ҫӗрӗ урлӑ иртнӗ, анчах выльӑхне тупайман; кайран вӗсем Шаалим ҫӗрӗ урлӑ иртнӗ, ама ашаксем унта та пулман; вӑл ӗнтӗ Вениамин ҫӗрӗ урлӑ иртнӗ, пӗрех тупайман.
1 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Левит, вӗлернӗ хӗрарӑмӑн упӑшки, ҫапла хуравласа каланӑ: эпӗ хамӑн ҫум-арӑмӑмпа Вениамин ҫӗрӗнчи Гива хулине ҫӗр каҫма кӗтӗм; 5. Гива ҫыннисем, мана тапӑнасшӑн пулса, ҫӗрле пирӗн ҫурта ҫавӑрса илчӗҫ; мана вӗлересшӗнччӗ, ҫум-арӑмӑма вара [мӑшкӑлласа] асаплантарса пӗтерчӗҫ, вӑл ҫав асапа тӳсеймесӗр вилчӗ; 6. эпӗ ӗнтӗ ун виллине касса вакларӑм та ӑна Израиль пурӑнакан пӗтӗм ҫӗре салатрӑм, мӗншӗн тесессӗн вӗсем ҫак тискер те намӑссӑр ӗҫе Израильре турӗҫ; 7. ӗнтӗ эсир, Израиль ывӑлӗсем, пурсӑр та пӗрле пӑхса тухӑр та ҫак ӗҫе, татса парӑр ҫакӑнта, тенӗ.
Тӳре 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иисус ватӑлса ҫитсессӗн, ӗнтӗ ватлӑх кунӗсем ҫитсессӗн, Ҫӳлхуҫа ӑна каланӑ: эсӗ ватӑлтӑн, ӗнтӗ ватлӑх кунусем ҫитрӗҫ, еткерлӗхе илмелли ҫӗр вара питех те нумай-ха.
Нав 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Моисей пынӑ та Израилӗн мӗнпур [ывӑлне] ҫак сӑмахсене каласа панӑ, 2. вӗсене ҫапла каланӑ: эпӗ ӗнтӗ ҫӗр ҫирӗм ҫулта, эпӗ ӗнтӗ тухаймастӑп та, кӗрейместӗп те, Ҫӳлхуҫа та мана: «эсӗ ҫак Иордан урлӑ каҫаймӑн» терӗ; 3. Ҫӳлхуҫа Турру Хӑй пырӗ сан умӑнтан; Вӑл ҫак халӑхсене санӑн куҫу умӗнчен пӗтерӗ, эсӗ вӗсене хӑвӑн аллуна илӗн; Ҫӳлхуҫа каланӑ пек, сан умӑнтан Иисус пырӗ; 4. [Иорданӑн ку енче пулнӑ] Аморрей патшисене Сигонпа Ога тата вӗсенӗн Хӑй пӗтерсе тӑкнӑ ҫӗрне Ҫӳлхуҫамӑр мӗн кӑтартрӗ, ҫак халӑхсене те Вӑл ҫавнах кӑтартӗ; 5. Ҫӳлхуҫа вӗсене сирӗн аллӑра парӗ, эсир вара вӗсене эпӗ хӑвӑра ӳкӗтлесе каланӑ ӳкӗтсем мӗн хушнине кӑтартӑр; 6. ҫирӗп те хӑюллӑ пулӑр, ан хӑрӑр, [ан шикленӗр,] ан сехӗрленӗр вӗсенчен, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа Турру Хӑй санпа пӗрле пырать, санран Вӑл уйӑрӑлса та каймӗ, сана пӑрахса та хӑвармӗ, тенӗ.
Аст 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.